Çĕртме уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче Шупашкарта Федераци Сабантуйĕ иртет

Уяв ыран Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пуçланать. Унта Тутарстанри искусствăсен ăстисен концерчĕ иртет.

Шăматкун мероприятисем тĕп хуламăрти Хĕрлĕ тÿремре иртĕç. Кĕрешÿре çĕнтерекенсене 16 сехетре чыслĕç. Кашни виçе категорийĕнче мала тухакана така тата ытти хаклă парне парĕç. Унсăр пуçне тĕп паттăра Volkswagen Polo автомашина парнелĕç. Çавăн пекех вăл Чăваш Енри тутарсен наци культура автономине çĕнĕ микроавтобус уççине парĕç.

Ферит ГИБАТДИНОВ, Чăваш Енри тутарсен наци культура автономийĕн председателĕ:

— Федераци Сабантуйĕ миллион ытла çын пурăнакан хуласенче иртнĕ. Çав шутра Красноярск, Астрахань, Чулхула. Чăваш Ен — илемлĕ, хитре республика. Пирĕн те кăтартмалли пур. Уяв тивĕçрĕ шайра иртессе шанатăп. Вăл республикăра пурăнакан нацисене пĕрлештерĕ.

 

Ольга КАЛИТОВА. pobashkirii.ru сайтри ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

1 Comment

////

Çĕртме уйăхĕ мар пуль ĕнтĕ...

Комментари хушас