Мăнукĕсем валли — чăн-чăн истори

Патăрьел районĕнчи Çăл Атăк ялĕнче тĕлĕнмелле пĕр çын пурăнать. Ăна Василий Александров тесе чĕнеççĕ. 1958 çулта çуралнăскер ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Унăн килĕнче темиçе тĕрлĕ альбом пур. Вĕсем ахаль ÿкерчĕксен е сăн ÿкерчĕксен альбомĕсем мар — хаçат-журналтан касса кăларса çыпăçтарнисен пуххисем. Раççей çăлтăрĕсем, чăваш артисчĕсем, Патăрьел районĕнчи, Çĕньял ял поселенийĕнчи паллă тата ытти паллакан çынсем — кашни ушкăна уйрăм альбома кĕртнĕ Ваçили пичче.

3 çул каялла Шупашкарта ача садĕнче вăй хунă чухне çак ĕçе пуçăннă вăл. Общежитире пурăнакан кÿрши типографинче ĕçленĕ май хаçат-журналпа тивĕçтерсех тăнă Василий Ильича. «Çавăнпа манăн алăра яланах хаçат пулнă. Хам та киоскран туянаттăм. Эсĕ те пур манăн альбомра», — ăнсăртран каларĕ Ваçили пичче. Чăнах та. Хам куçпа хам куртăм. Кам кăна çук унта! Владимир Путинран, Михаил Игнатьевран, Иосиф Кобзонран пуçласа ялти ватти-вĕтти таранах. Аттене, кукамая, куккасене те самантрах шыраса тупрăм. «Халь «Жизнь» хаçат туянтăм-ха. Иосиф Давыдович маттур çын пулнă, ăна хисеплетĕп. Çавăнпа ăна асăнса ятарлă альбом хатĕрлеме пуçларăм», — пĕлтерчĕ Василий Ильич.

Альбом страницисене хитрелетме çăнăх, хĕвелçаврăнăш, шăккалат тата ытти упаковкăсенчен илемлĕ ÿкерчĕксене касса илсе те çыпăçтарнă. «Хулара нумай культура çуртне концертсене çÿренĕ эпĕ. Пĕрне та пушă алăпа кайман. Юрăçсем валли шăккалат туяннă», — терĕ вăл. Альбомра концерт билечĕсем те пур.

Василий Ильич паллă çынсен, артистен, пуçлăхсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне аван пĕлет. Район, республика, Раççей хаçачĕсене кулленех вулать. Кам камăн арăмĕ, шăллĕ-йăмăкĕ, хĕрĕ-ывăлĕ — веçех тĕшмĕртет вăл. «Пирĕн ялти Шлипшур юхан шыв Пăлана кĕрет-çке. Пăла вара Шадриковсен пахчи хыçĕнчен юхса иртет. Эпĕ вĕсен патĕнче пулса курнă», — малалла калаçрĕ Ваçили пичче.

Вăл Шупашкартан яла куçса килни икĕ çул çитрĕ ĕнтĕ. «Çак кăсăклă ĕçе пăрахмастăп-ха. Хаçата çурма, çунтарма шалккă-çке! Хальлĕхе манăн пилĕк мăнук. Вĕсене кăтартма та кирлĕ вĕт çакă. Веçех — алă айĕнче. Усăллă ĕç тесе шухăшлатăп. Таçта ĕçсе-çапкаланса çÿрени мар ку», — пĕтĕмлетрĕ Василий Ильич.

Эпир вĕсен карти çумĕнчи пĕрене çинче альбомсене пăхса ларнă чухне урампа Вера аппа пыратчĕ. «Мĕн тăватăр-ха?»— кăсăкланчĕ вăл. Ваçили пичче пырса пăхма чĕнчĕ. «Эпĕ те пур-и? Ан калаç-ха! Эпĕ артист мар вĕт! Нимĕнле те кунта пулма пултараймастăп», — ĕненмерĕ малтан Вера Федоровна. Василий Ильич: «Акă: Чурбанова Вера Федоровна», — тĕллесе кăтартсан нимĕнле те хăйне курасса кĕтменскер тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ: «Ак, тамаша! Ку манăн хамăн та çук» — терĕ хавасланса.

Миçе çул пĕр ялта пурăнса та Василий Ильич çакăн пек тĕлĕнмелле япалапа кăсăкланнине пĕлменччĕ. Чăн-чăн истори пухать-çке Ваçили пичче!

Валентина ФЕДОРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

www.hupar.ru

Исключить из Яндекс-Новостей: 

2 Comments

Спвсибо автору.

Ак тамаша! Ку ман шаллам вет! (Вырасланса кайман, чаваш алфавитне лартманни петерет) Хасат вуласан тавансем синчен ытларах пелме те пулать иккен. Времена изменились, как мало общаемся.по душам....

Комментари хушас