Ленинградра çуралнă ветерансене астăвăм паллисемпе чысларĕç

Паян Ленинградра çуралнă, блокада йывăрлăхĕсем витĕр тухнă ветерансем Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче пухăнчĕç. Кунта вĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Санкт-Петербург хулин Ленинград блокадине сирнĕренпе 75 çул çитнине халалланă астăвăм паллисемпе чысларĕ.

«900 кун выçлăха, сивве, тăшман вутне чăтни — чăннипех те паттăрлăх. Эсир вăрçă вăхăтĕнче те, хыççăн та ырми-канми ĕçленĕ, çĕршыв экономикине çĕкленĕ. Сирĕн кун-çул çамрăк ăрушăн, чăннипех те, ырă тĕслĕх. Сирĕн умра пуçăма таятăп», — терĕ Михаил Игантьев. Çавăн пекех вăл патшалăх влаç органĕсен паттăр çак çынсен умĕнче пысăк яваплăх пуррине палăртрĕ: «Пирĕн тĕп тĕллевсен шутĕнче — сирĕн пурнăçа лайăхлатасси, сирĕн сывлăха çирĕплетесси, кун-çулăра вăрăмлатасси».

Сăмах май, патшалăх Ленинграда хÿтĕленĕ тата блокадăра шар курнисене пур енлĕн пулăшма тăрăшать. Вĕсен ватлăхпа тата инвалидноçпа паракан страховани пенсийĕсене илме ирĕк пур. Çавăн пекех çак ушкăнри граждансем валли уйăхсерен паракан материаллă хушма пулăшу тивĕçтерĕвне тата укçа тÿлевне çирĕплетнĕ. 75 çулхи юбилей тĕлне вĕсене пособипе хавхалантарма йышăннă.

Чăваш Республикин çар комиссарĕн Александр Мокрушинăн çемйин кун-çулĕ те Ленинградри синкерлĕ пулăмсемпе тачă çыхăннă. Аслашшĕ Нева çинчи хулана нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕленĕ, ашшĕ «пурнăç çулĕпе» апат-çимĕç, хĕç-пăшал турттарнă. Анчах иккĕшĕ тăшманпа çума-çумăн çапăçнине тĕшмĕртмен те. «Асатте унтах выртса юлнă. Атте вăрçă çулĕпе вĕçне çитиччен утса тухнă. 94 çулта вăл халь. Çакă çав çулсенчи çынсен çирĕплĕхне кăтартса парать те ĕнтĕ», — уява пухăннă ветерансен чăтăмлăхĕ пысăк, кăмăл-туйăмĕ çирĕп пулнине палăртса каларĕ Александр Мокрушин.

«Çав çулсене нихăçан та асран кăлармăпăр. Вĕсемпе ялан мăнçланăпăр», — тупа тунă пекех пĕлтерчĕç кадетсем. Ленинграда ирĕке кăларнăранпа çур ĕмĕр ытла иртрĕ. Апла пулин те Раççей халăхĕ паян та синкер çав кунсене, блокадăри хулана хÿтĕленĕ, пурăннă çынсен паттăрлăхне асран кăлармасть. Астăвăм çути кашни çын чĕринче ялкăшсан кунашкал инкек ÿлĕмрен чăннипех те пулас çук. Çамрăк ăру ветерансене залран тăвăллăн алă çупса ăсатнă чухне çакнашкал шухăшсем вĕçсе килчĕç…

www.hypar.ru

Сăн ÿкерчĕксем...

Валентина БАГАДЕРОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

1 Comment

Комментари хушас