Халăх пичет кăларăмĕсене шанать

2 Нарăс, 2019

Паян Чăваш патшалăх вырăс драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă уяв иртрĕ.

Массăллă информаци хатĕрĕсем халăхăн çывăх тусĕсен йышĕнче. Ахальтен мар вĕсене шанаççĕ, пулăшу та ыйтаççĕ. Шăпăх çак шухăша палăртрĕ те салам сăмăхĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

- Ырă вăй çеç çĕнтерме пултарать. Шăпах вăл чăн-чăн хаклăхсене упрама пулăшать, - терĕ Михаил Васильевич республикăри МИХсем çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн тăрăшнине палăртса.

Никамшăн та вăрттăнлăх мар: паян электрон информаци хатĕрĕсем вăй илсех пыраççĕ. Çапах пичет кăлăрăмĕсем те юлмаççĕ вĕсенчен, хăйсен сайчĕсене аталантарсах пыраççĕ. Социаллă сетьсенче те хастар. Çакăн пирки сăмах пуçарчĕ те ЧР информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов.

- Республикăри МИХсем Яндекс тытăмĕпе тачă ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ. Халăха Чăваш Енри çĕнĕ хыпарсемпе вăхăтра паллаштарма май парать çакă. Çав вăхăтрах халăх пичет кăларăмĕсене ытларах шаннине палăртмалла, - терĕ Михаил Владимирович.

Журналистсен ячĕпе ăшă сăмах нумай янăрăрĕ уявра. Хăйсен ĕçĕнче палăрнисене черетлĕ наградăсемпе те чыслăрĕç. Паян хисепе тивĕçнисен йышĕнче пирĕн ĕçтешсем те пур. "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕпе-тĕп редакторĕпе Татьяна Вашуркинăпа Федор Чернов яваплă секретарь ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе сехетне тивĕçрĕç. "Хыпар" хаçатăн ятарлă корреспондентне Валентина Багадеровăна ЧР Патшалăх Кананшĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç. Андрей Михайлов корреспондентпа Ирина Миловидова дизайнер ЧР Цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хутне илме тивĕçрĕç.

Республикăри Журналистсен союзĕ çуллен калем ăстисен хушшинче пултаруллисене палăртса тĕрлĕ премипе чыслать. Вĕсене кăçал тивĕçнисен хушшинче те пур "хыпарçăсем". Юрий Михайлов тишкерÿçĕ Çемен Элкер ячĕллĕ премие, Ирина Клементьева тишкерÿçĕ Леонид Ильин ячĕллĕ премие тивĕçрĕç.


Рубрика: 
Теги: 

Комментари

Комментари хушас