«Шупашкар сахалтан та 250 çул аслăрах»

12 Нарăс, 2019

«Кинофильмсенче Шупашкара час-часах курма пулать-и?» — ыйтрĕ иртнĕ эрнекун Шупашкара килнĕ Раççей культура министрĕ Владимир Мединский Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ ларура. Хуравне хăех палăртрĕ: «Шупашкар — таса, илемлĕ хула. Анчах унта пулса курманнисем çакăн çинчен пĕлмеççĕ. Çавăнпа ЧР Культура министерстви çумĕнче кинокомисси йĕркелеме сĕнетĕп. Хула юбилейĕ умĕн кунта паллă кинокомпанисен представителĕсене илсе килсе Шупашкар, Атăл çинчен картина ÿкерме пулĕччĕ», — терĕ вăл.
Лару — Шупашкарта
Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă хушупа килĕшÿллĕн Шупашкар йĕркеленнĕренпе 2019 çулта — 550 çул, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 2020 çулта пĕр ĕмĕр çитнине паллă тăватпăр. Çак уявсене хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕ тунă. Унăн председателĕ — шăпах Владимир Мединский.
Владимир Ростиславович Шупашкара килнин тĕллевĕ — уявсене мĕнле хатĕрленнине хак парасси, пĕлтерĕшлĕ пулăмсен витĕмĕпе хулара çĕкленекен çĕнĕ об±ектсене çитсе курасси, туса çитермелли ĕçсене палăртасси.
Владимир Мединский Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа куçа-куçăн калаçнă хыççăн çÿлерех асăннă йĕркелÿ комитечĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвне ертсе пычĕ. Хула юбилейĕпе çыхăннă мероприятисен планне сÿтсе явма пуçличчен:
— Историк пулнă май çапла калатăп, — терĕ Владимир Ростиславович. — Шупашкар сахалтан та тата 200-250 çул аслăрах. Историе тишкерес тĕк, Хаяр Иван çарĕ Хусана тапăнма кайнă чухне кунта чарăннă. Апла тăк ун чухнех ку вырăнта хула пулнă. Çавăнпа вырăнти историксен, археологсен тарăнрах тĕпчемелле. Раççейри çăл куçсемпе танах чикĕ леш енчи ĕçсене те тишкермелле.
Министр Чăваш Енре кăçал тата çитес çул паллă тăвакан уявсем пирĕн вăя, пултарулăха тĕрĕслекен самантсем пулнине палăртрĕ.
— 2018 çултан пуçласа уявăн тĕп мероприятийĕсене пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма пуçларăмăр, — терĕ вăл. — Пур çăл куçа шута илсен 627,4 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ, вĕсенчен 429,9 миллион тенкине федераци бюджетĕнчен уйăрмалла, 179,3 миллионне — Чăваш Ен бюджетĕнчен, ыттине – бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен.
Иртнĕ çул республикăри 21 культурăпа кану учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçланă, культура еткерлĕхĕ шутланакан сакăр об±ектра — реставраци ĕçĕсем. Вĕсене йĕркене кĕртме 194,1 миллион тенкĕ кирлĕ пулнă, 139 миллионне федераци бюджетĕнчен панă.
Вăл çавăн пекех çак тапхăрта 56 культура учрежденине юсамалли тата реставраци тумаллине, унсăр пуçне культурăпа массăллă, çут ĕçпе тата издательствăпа çыхăннă 32 мероприяти ирттермеллине палăртрĕ.
Министр Чăваш Ен культура енĕпе федераци программисене хастар хутшăнса ĕçленине ырларĕ. Сăмахран, 2017-2018 çулсенче «Вырăнти культура çурчĕ» проектпа килĕшÿллĕн 64 культура çуртне юсанă, 49-ăшне хальхи йышши хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама 82,1 миллион тенкĕ кайнă, çав шутра 70,8 миллионĕ — федераци куçарса пани.
«Хула çинчен пĕлтермеллех»
Республика кинозалсем уçас енĕпе те начар мар ĕçлет, федерацин Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнать. Юлашки виçĕ çулта хальхи йышши 15 кинозал ĕçлеме пуçланă, кăçал тепĕр виççĕ хута яма палăртнă.
Çав вăхăтрах министр Шупашкарăн, Чăваш Енĕн ятне, сумне тата ытларах çĕклес тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕ. Михаил Игнатьев республика юлашки çулсенче культура тытăмĕпе танах туризма аталантарас, çул-йĕр тăвас тата юсас, ял хуçалăхне аталантарас, халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Чăваш Ен хальхи вăхăтра Раççейĕн 11 наци проектне пурнăçа кĕртме хутшăнать.
Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хула хăйĕн юбилейне мĕнле хатĕрленни пирки каласа кăтартрĕ. Ку енĕпе виçĕ енлĕ — çитĕнекен ăрăва хула кун-çулне тĕпе хурса патриот воспитанийĕ парас, социаллă, туризм тата транспорт инфратытăмĕн об±екчĕсене тăвас тата уяв мероприятийĕсене хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе — ĕçленине палăртрĕ.
— Çитĕнекен ăрăвăн хăйĕн тăван хули пирки пĕлмеллех, — терĕ Алексей Олегович. — Ку енĕпе хулари шкулсен программине «Манăн хула» предмет кĕртнĕ. Кашни класра Шупашкар историйĕпе паллаштаракан уроксем иртĕç. Çак тапхăрта хулара тата 1600 вырăнлă икĕ çĕнĕ шкул, 2160 вырăнлă 10 ача сачĕ çĕкленĕ, обществăри 4 хутлăх çĕнелĕ, культурăпа çыхăннă 12 об±екта тĕпрен юсĕç.
Хула администрацийĕн пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх — тĕп мероприятисем кăçалхи çурла уйăхĕн 18-25-мĕшĕсенче иртĕç. Уяв программи питĕ пуян: конференцисем, «Стрижи» пилотаж ушкăнĕ, хула техникин парачĕ, концертсем тата ытти те.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тăвассипе çыхăннă тĕп мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ. Вăл икĕ пайран тăрать, унта 88 мероприяти кĕртнĕ. Республикăн паллă уявне тата унăн мухтавлă çыннисене халалласа кăçалах тематика фильмĕсем ÿкерме палăртнă. Халăх йăли-йĕркине чĕртсе тăратас, регионсен хутшăнăвĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе культура, çут ĕç мероприятийĕсем йĕркелеме тĕв тытнă.

Комментари

Айккинчен лайӑхрах курнать ҫав. Ҫивĕч ӑслӑ ҫынсене уйрӑмах.
Пӑр хускалатех.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.