"Мостотряд-41" ĕçченĕсем Крым кĕперне çĕкленĕ çĕре хутшăннăшăн патшалăх наградине тивĕçнĕ

19 Пуш, 2020

Крым кĕперĕ Керчь районне Кубаньпе пĕрлештерет. Çакăн валли 4 çул кирлĕ пулчĕ. Ку калама çук пысăк ĕç шутланать. Крым кĕперне çĕкленĕ çĕре хутшăннисене Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕнер, пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче, чысланă.

Шупашкарти "Мостотряд-41" территори фирмин ĕçченĕсем те çак хисепе тивĕçнĕ.

Дмитрий Гаврилов электросварщик — "Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" 3-мĕш степеньлĕ ордена, Александр Акимов монтажник — Хисеп орденне, директорăн производство енĕпе ĕçлекен заместителĕ Николай Горловой "Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" 2-мĕш степеньлĕ орден медальне тивĕçнĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари

Паянхи журналистсем фактсене тӗрӗслеме наянлаҫҫӗ -ҫке. Директор заместителӗн хушамачӗ ГОРЛОВОЙ. Пӗр шӑнкӑрав ту та йӑнашсем те пулмӗҫ...

Комментари хушас