Комментари хушас

16 Ака, 2015

«Константин Иванов тĕнчи»

Тăван литературăн чи çутă çăлтăрĕсенчен пĕри Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа кăçал 125 çул çитет. Çак паллă пулăма халалласа аслă поэтăн произведенийĕсенчи сăнарсене кăтартакан асăнмалăх маркăсăр почта открыткисене илемлетмелли ÿкерчĕк-сен конкурсĕ тĕлĕнмелле тухăçлă иртрĕ.

Конкурса «Тантăш» хаçат вулаканĕсем хастар хутшăнни питех те савăнтарчĕ. Республикăри тĕрлĕ шкултан çеç мар, Чăваш Ен тулашĕнчи вулакансем те нумай ÿкерчĕк ярса пачĕç.

Çак кунсенче Константин Василь-евич Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче конкурса пĕтĕмлетрĕç.

Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан тата ÿнер шкулĕсенче вĕренекен 7-11 çулсенчи ачасен хушшинче пĕрремĕш вырăна Юлия ГРИШНЯКОВА /Шăмăршă районĕ, Шăмăршăри ача-пăча искусствисен шкулĕ/ «Силпи ялĕнче» ÿкерчĕк/ тухма пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Елизавета ЛЕНТОВА /Улатăр районĕ, Улатăрти ача-пăча искусствисен шкулĕ/ валак патĕнче тĕл пулнине сăнлакан ÿкерчĕк/, виççĕмĕш - Тимур КОРОЛЕВ /Шупашкар, 1-мĕш пуçламăш шкул/ «Тимĕр тылă» произведение сăнланăшăн/.

12-15 çулсенчи çамрăк художниксенчен чи ăнăçлă та илемлĕ ÿкер- чĕксене суйласа илме те çăмăлах пулмарĕ комисси членĕсене. Пĕрремĕш вырăна Максим ОХЛЯНОВ /Шупашкарти ачасен ÿнер шкулĕ/, Анна ПЕТРОВА /Шупашкарти ачасен Акцыновсем ячĕллĕ 6-мĕш ÿнер шкулĕ/, иккĕмĕш вырăна Иван ЛЕОНТЬЕВ /Шупашкарти 62-мĕш шкул/, Михаил ВОЛКОВ /Шупашкарти 37-мĕш шкул/, виççĕмĕш вырăна Екатерина ШАПЛИНА /Шупашкарти 4-мĕш лицей/ тухма пултарчĕç.

Çĕнтерÿçĕсен ÿкерчĕкĕсемпе усă курса почта открыткисем пичетлеме палăртнă.

Апрелĕн 24-мĕшĕнче 11 сехетре Шупашкарта К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче /Ленинград урамĕ, 29. Тел., 62-21-43/ çĕнтерÿçĕсене чыслаççĕ.

Владимир ФЕДОРОВ.

СĂНŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ, çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.