Комментари хушас

17 Ака, 2015

Иккĕлентерекен суту-илÿ...

Çăвĕпе тар юхтарса пухса илнĕ пахчаçимĕçе /маринадласа-и е типĕтсе-и/ тата улма-çырла сутса хресченĕн тупăш илес килет, паллах. Хула çынни вара - экологи тĕлĕшĕнчен паха çимĕçпе сăйланас кăмăллă. Суту-илÿ валли майсем те пур - Шупашкарта, сăмахран, хула администрацийĕ ятарласа вырăнсем уйăрнă. Меллĕ, çула майăн йăпăрт кĕрсе тух. Анчах та вĕсенче пахчаçимĕç е улма-çырла кăна сутма юранине нумайăшĕ пĕлмест те пулĕ.

Лаборатори çук - эппин, сутма юрамасть

Пĕлменнине кура-тăр унта аш-пăш, сĕт-турăх тата ыттине те сутаççĕ. Ку вара - административлă майпа явап тыттармалли сăлтав. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн пай пуçлăхĕ Надежда Емельянова каланă тăрăх - какая ятарлă вырăнсенче /пасарта, лавккасенче/ çеç сутмалла. Унта сивĕтĕшсем пулмалли çинчен аса илтермесĕрех паллă. Касмалли хатĕрсене çумашкăн шывпа тивĕçтермеллине те кашнийĕнех ăнланмалла. Чи пĕлтерĕшли вара - сутлăха тухиччен какая ветеринарипе санитари тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Тĕрĕссипе, ветеринарипе санитари экспертизин лабораторине вырнаçтарман пасарта е ытти вырăнта аш-пăш, пулă таврашĕ, сĕт-турăх сутма пач юрамасть. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.