Комментари хушас

29 Ака, 2015

Пĕрле ĕçлесен çитĕнÿ пулатех

Литература çулталăкĕнче, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине анлăн уявланă май та Комсомольски районĕнче пурăнакансем кĕнекепе татах та ытларах туслашасса, вулакансен йышĕ ÿсессе шанас килет. Кĕнеке чи çывăх тус пултăр тесессĕн ăна мĕн пĕчĕкрен юратма вĕрентсе ÿстермелле, ачасене библиотекăна çÿреме хăнăхтармалла. Вĕсем вулавăшпа туслă-и, кĕнеке вулаççĕ-и, конкурссемпе мероприятисене хутшăнаççĕ-и? Тата ытти нумай ыйтăва уçăмлатас тесе районти тĕп библиотека директорĕпе Инна Ядровăпа тĕл пултăмăр.

- Инна Петровна, библиотека фондĕнче вулакансен кăмăлне тивĕçтерме кĕнеке çителĕклĕ-и, хаçат-журнал çырăнатăр-и?

- Тĕп библиотека фондĕнче пурĕ 233683 экземпляр кĕнеке. 2014 çулта фонд 3717 кĕнекепе пуянланнă. Çак йышри 478 экземплярне Мускаври тĕрлĕ кĕнеке издательствисем, 500 экземплярне район çыннисем «Библиотекăна кĕнеке парнеле» акцие хутшăнса парнеленĕ. Вулакансем валли вырăсла, чăвашла, тутарла кĕнекесем çителĕклех.Тĕрлĕ йышши ача-пăча литератури те пур. Кĕнекесемсĕр пуçне тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илетпĕр. Паянхи куна библиотекăна 17700 вулакан çÿрет. Шкул ачисем те, аслăрах çулхисем те, ваттисем те библиотекăпа туслă. Сăмахран, Ревокат Моисеев 93 çултан каçнă пулсассăн та тăтăшах кĕнеке вулать. Çĕнĕ кĕнекесемпе чи малтан вăл паллашать тесессĕн те йăнăш пулмĕ. Çемйипех вулакансем те пур. Аслисем кĕнекепе туслă пулсассăн ачисем те çак çулран пăрăнмаççех.

- Вулакансене кĕнекесемпе, хаçат-журналпа паллашма сĕннипе пĕрлех тата мĕнпе пулăшатăр? Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.