Комментари хушас

30 Ака, 2015

Хумхантарать, калаçтарать «Нарспи»...

Нарспи... Миçе чăваш чĕрине çунтарман-ши унăн хурлăхлă шăпи!.. Миçе çынна шухăшлаттарман-ши вилĕмсĕр поэмăра хускатнă ыйтусем!.. Литературăпа ÿнер хутлăхĕнче унăн витĕмĕпе миçе произведени çуралман-ши тата... Хуравĕсене тупса та пĕтереес çук. Тен, шырама та кирлĕ мар. Константин Иванов пултарулăхĕн иксĕлми хăватне унсăрах пурте туяççĕ, ăнланаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ «Нарспи» вулакансене вуншар çул хăй тавра калаçтарать.

Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа Чăваш кĕнеке издательствинче нумай пулмасть «Литературные памятники» ярăмпа «Нарспин» çĕнĕ кăларăмĕ кун çути курчĕ. Малтанхийĕ вулакансем патне 2008 çултах çитнĕччĕ. Ăна «Нарспи» пичетленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă пулнă.

Кĕнекене пухса хатĕрлекенĕ - филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Атнер Хусанкай. Поэмăпа икĕ чĕлхепе - чăвашла тата вырăсла - паллашма май пур. Куçару авторĕ - Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай. Кăларăма сăн ÿкерчĕксемпе документсем те кĕртнĕ. А.Миттов тата Праски Витти «Нарспи» поэма тăрăх хатĕрленĕ ÿкерчĕксем ăна тата та пуянлатаççĕ. Кĕнекере çавăн пекех Н.Карачарсков, Ю.Зайцев, П.Сизов, М.Спиридонов, Н.Овчинников, Н.Свер-чков, В.Агеев, Ф.Быков, В.Панин, Н.Енилин, В.Бритвин, Г.Фомиряков ÿнерçĕсен ĕçĕсене курма пулать.

Килти вулавăшра çакăн пек паха кĕнеке пурри яланах аван. Ăна кирек хăçан та уçса пăхаятăн. Хушма материал вара çитĕннисене те, ачасене те тĕрлĕ мероприятие хатĕрленнĕ чухне пысăк пулăшу парĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.