Комментари хушас

16 Çу, 2015

Юратнă ĕç киленÿ кÿрет

Акă Мăн Ямашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула уçнăранпа 130 çул çитрĕ. Çак тапхăрта вăл чиркÿ, прихут, пуçламăш, çичĕ тата сакăр çул вĕренмелли шкул пулнă. 1994-мĕш çултан - вăтам шкул. Архив докуменчĕсенчен çакă паллă: 1885 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Хучаш чиркÿ прихутне кĕнĕ Мăн Ямашра шкул уçăлнă. Ку таранччен таврари çичĕ-сакăр ялти 1650 ача пĕлÿ илнĕ унта, вĕсене 185 педагог вĕрентнĕ. Хăйсен ĕçне 30-40 çул парăннă учительсен хисепĕ 13-е çитнĕ. Чылайăшĕ çут тĕнчере çук та ĕнтĕ. Апла пулин те хăйсен кун-çулне çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парассипе çыхăнтарнăскерсене манмастпăр эпир.

Сăмахăма майĕпен паян та шкулта тăрăшакан Валентина Барановăпа Ольга Миронова çине куçарам-ха. Коллективри 17 педагогран чи аслисем вĕсем, чи опытлисем. Тĕрлĕ çулта иккĕшĕ те Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Ĕçлеме килсен вĕсене Яккушкăньпе Мăн Ямаш каччисем килĕштернĕ.

Профессие чунтан юратакан Валентина Павловна ачасене 42-мĕш çул вырăс чĕлхипе литератури вĕрентет.

- Суйланă ĕçĕн пĕлтерĕшне ăнланни, ачасене юратни, вĕсене тĕрĕс воспитани пама тăрăшни - ÿсĕм çăлкуçĕ. Ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçленин усси пурах. Ачасенчен чылайăшĕ вĕренÿре те, ытти конкурс-фестивальте те палăрать. Ку пире, паллах, савăнтарать. Малашне те вăй хурса ĕçлеме хавхалантарать, - тет Тури Вылăра çуралса ÿснĕ, 40 çула яхăн Яккушкăнь ялĕнче пурăнакан Валентина Баранова.

Мăшăрĕпе вĕсем 5 ача /икĕ ывăлпа виçĕ хĕр/ çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Икĕ хĕрĕ амăшĕн çулне суйланă.

Ольга Миронова 55 çул каялла Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Анат Çĕрпÿкассинче çуралса ÿснĕ. Тури Çĕрпÿкассинче сакăр çул вĕреннĕ хыççăн вунă çухрăмри Штанашри вăтам шкула çÿренĕ. Хĕр пĕр хушă клуб заведующийĕнче те ĕçлесе пăхнă. Анчах чунĕ малаллах туртнă: Чăваш патшалăх пединститутне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ, çав хушăрах, 1979 çулта, пулас биолог-химик Мăн Ямаш шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Салтакран таврăннă Мăн Ямаш каччи Петр Миронов хĕре вĕçертмен. Çамрăк чунсем пĕр-пĕрне часах ăнланнă, туслă çемьере виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, çĕнĕ кил-çурт туса лартнă. Иккĕшĕ те тивĕçлĕ кану çулне çывхараççĕ. Лăпкă та сăпайлă хĕрарăм ачисене 36-мĕш çул пĕлÿ парать.

Геннадий САВЕЛЬЕВ.

Элĕк районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.