Комментари хушас

16 Çу, 2015

Терентий Дверенин тата унăн «ачисем»

Халăх культурине тĕнче шайĕнче сăнлакан чăваш пуканисем вырăнти влаçа кăсăклантармаççĕ

Раççейре кăна мар, тĕнче шайĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ Терентий Дверенин алăсти пирки пирĕн хаçатсенче пĕрре мар çырнă. Телекурав та унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Çавăнпа та республикăра ылтăн алăллă пукане ăсти пирки пĕлмен, илтмен çын çук та пулĕ. Геннадий Иванов-Орков «Терентий Дверенинăн чăваш тĕнчи» ятпа хитре кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Эпир те унăн тĕлĕнмелле ĕçĕпе республикăри куравсенче пĕрре мар паллашнă. Раççей хаçачĕсенче те Дверенин пултарулăхĕ пирки статьясем пичетленчĕç. Вăл Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Çичĕпÿртре пурăнни пирки пĕлетпĕр-ха. Анчах та тăван килĕнче халĕччен те пулса курман. Тĕрĕссипе, çула тухма редакцие çитнĕ хыпар хистерĕ. Чăваш тĕнчекурăмне, йăли-йĕркине, культурине - мĕн сăпайланмалли пур: халăх ятне! - Тĕнче шайĕнче çĕкленĕ пуканесене упрама алăстине тивĕçлĕ условисем йĕркелеме пулăшакан çук-мĕн. Аван мар çак хыпара тĕрĕслеме васкарăмăр. Терентий Парамонович хăй епле пурăнни те кăсăклантарчĕ: çулĕсен шучĕ çапах та сахал мар-çке. Çичĕпÿрте уйăх каяллах кайма пуçтарăннăччĕ. «Машинăпа çитме хальлĕхе çул çук, çуран утса кĕме тивет. Шыв-шур типсен килсен аванччĕ те», - терĕç ялти культура ĕçченĕсем. Ахальтен çапла каламан иккен. Çичĕпÿртре асфальт çул çук. Чул сарнине те асăрхамарăмăр. Терентий Дверенинпа пĕр-ик кил урлă ял тăрăхĕн депутачĕ Василий Волков пурăнать, вăл тата хуçалăх ертÿçи Владимир Кириллов тăрăшнипе çула кивĕ кирпĕч таткисемпе якаткаланă. Пылчăкра ашса тухма та çук пуль çав. Тĕп ял мар тесе вăхăтĕнче асфальт сармасăр хăварнă-ши? Тахçан ку тăрăхра хăмла та нумай туса илнĕ теççĕ. Уйра тăлăххăн ларакан юпасем тÿрех куç тĕлне пулчĕç-ха. «Симĕс ылтăнпа» Çичĕпÿрт Раççейре те палăрнă-мĕн. 20 çул каялла хуçалăх пĕтĕмĕшле лаптăкран 15 центнер типĕ хăмла туса илнĕ.

Пысăках мар ялта шăплăх хуçаланать. Унталла-кунталла кумакан техника та куç тĕлне пулмарĕ. Йăмраллă Çичĕпÿрт симĕс пĕркенчĕкпе витĕннĕ. Çĕмĕрт çеçкин ырă шăрши сăмсана кăтăклать. Йĕри-тавра пĕве ку тăрăхра. Шапасем пĕр урам çурса кваклатни чунра ырă туйăм çуратать. Чиесем çинче каçăхса кайсах шăпчăксем юрă шăрантараççĕ. Тинех чăн-чăн çулла çитет апла. Çырма-çатра айккипе кукшапуç чечеке ларнă. Чăтлăхра пĕр чарăнми чăпар куккук авăтать. Унта-кунта тахçанхи пушă пÿртсем, кивĕ хуралтăсем ларнипе-ши е пĕчĕк те ансăр урамсене пула-ши, авалхи чăваш ялне аса илтерчĕ мана Çичĕпÿрт.

Урамалла икĕ чÿречеллĕ йывăç пÿрт умĕнче чарăнтăмăр. Кил умĕнче çÿллĕ-çÿллĕ йăмрасемпе çăкасем, ем-ешĕл çерем. Кунта Терентий Дверенин пурăнать. Çичĕпÿртри тĕслĕх библиотекăра 32 çул тăрăшакан Ангелина Кузьминапа пĕрле шала кĕтĕмĕр. Терентий Парамонович канма выртнăччĕ. Иртенпе пире кĕтсе ывăннă курăнать. Кăтăш пулнăскерне асăрханса вăратрăмăр. Кашни кунах ирхи пиллĕкре тăрать Терентий пичче. Вăрансанах сурăхĕсемпе чăх-чĕпне апатлантарма васкать. Унсăрăн ял çынни хăйне лăпкă туймасть, картишĕнчи выльăха вăхăтра çитермелле-çке. Кайран вара анкартине тухать. Пĕр минут та ахаль ларма хăнăхман 96 çулти ватăн чунĕ чăтмасть çав. Халь те ав вырăн çинчен тăрса пит-куçне сивĕ шывпа уçăлтарчĕ те, енчен енне уткалама тытăнчĕ. Ниепле вырăн тупаймасть. Хăнасене хапăл вăл. Хăйне ыр сунакансемшĕн, уйрăмах шкул ачисемшĕн, тем пекех хĕпĕртет ăшă кăмăллăскер. Чей ĕçтересшĕн хыпкаланать Терентий Парамонович. Çав вăхăтрах сад пахчипе, музейпе те паллаштарасшăн.

Улмуççисем хăраççĕ

Илемлĕ те пуян сад ĕрчетнĕ Терентий Парамонович. Улма йывăççисене хăй сыпнă. Вун-вун панулми сорчĕ, ир пулаканни, çăварта ирĕлекенни, хура кĕркунне çеç сĕтекленекенни, вăрахчен упранаканни... Çакăнтах сырлан, иçĕм çырли, кашкăр çырли /жимолость/, хăмла çырли çитĕнет. Кĕлчечекпе пионсемсĕр пуçне пÿртре ÿсекен чечексем те вырăн тупнă пахчара. Вĕсене Терентий пичче ятарласа кăларса лартнă, кĕркунне вара çамрăк туратне касса кĕрсе тымарлантарать.

- Улмуççисем темшĕн хăраççĕ. Мĕн çитмест-ши, ватăлаççĕ-ши? Çынсен мĕнле-ши? - улма йывăççисем çинчен куçне илмерĕ садра Терентий Парамонович. Эх, мăнтарăн, пахчари йывăçсемшăн те питĕ кулянать. Мăнукĕсене, вĕсен ачисене кашни кĕркунне тутлă çимĕçпе хăналама хăнăхнă-çке.

«Чĕрĕ пекех туйăнаççĕ»

Терентий Парамонович 85 çул тултарсан пуканесене «чун кĕртме» тытăннă. Вăрçăра танкист пулнăран чи малтан танк ăсталанă вăл. Ăна район музейне парнеленĕ. Юратнă мăшăрĕ пурнăçран уйрăлса кайсан пÿрт пушанса юлнине туйса çĕрĕн-кунĕн каскалама тытăннă. «Хамăн ватлăха илемлетес, чуна пусарас тесе йывăçпа ĕçлеме пикентĕм. Хĕллехи вăхăтра мĕн тумалла тата? Мĕнпе те пулин йăпанмалла-çке ват çыннăн. Чăваш халăхĕн пурнăçне, аваллăхне сăнлакан композицисене хамах шухăшласа тупрăм. Çак кĕлеткесем мана чĕрĕ пекех туйăнаççĕ. Хам ăсталанине ĕненес те килмест халь. Эпĕ вĕсене темиçе пин тенкĕ сĕнсен те сутмастăп, «ачасемпе» уйрăлма мана питĕ шел», - чунне уçать Терентий Парамонович.

Çăварни эрнинче катаччи чупни, çĕр типсен çамрăксем вăййа тухни, чÿк туни, тырă вырни, авăн çапни, арманта ыраш-тулă авăртни, пир тĕртни тата ытти чылай пулăм сăнланнă унăн тĕлĕнмелле ĕçĕсенче. Александр Пушкин 1833 çулта Октябрьски ялĕнче чарăннă саманта та кăтартнă. Александр Сергеевич урампа утса пыракан тухьяллă чăваш пикине курнă та куç илмесĕр пăхса тăрать. «Вăрçă пуçланнă» композици тĕлĕнче чарăнчĕ те пĕр хушă шăпланчĕ Терентий Парамонович. Хура тумлă пуканесем кирек кама та куççуль кăларттараççех. Арçынсем вăрçа тухса кайсан пĕтĕм йывăр ĕç черчен хĕрарăмсем çине тиеннĕ. Вĕсен куçĕсенче - çĕр йăтайми хурлăх. Окоп чавнине, вăрман каснине, уйра ака тунине пуканесем сăнласа кăтартаççĕ. «Тылра тар тăкнă хĕрарăмсем» композици урлă Терентий Дверенин этемлĕхĕн черчен çуррине чунтан хĕрхенни, хисеплени палăрать.

Анкартинче, сарай хыçĕнче вутă хумалли пĕчĕк кĕтес пур. Çуллахи вăхăтра ялан çавăнта кăштăртатать Терентий пичче. Сулхăн çĕрте хĕвел те çунтармасть. Пĕчĕк çĕççине кăларать те чĕркуçленсе тунката çинче кĕлеткесем касать. Эх, калама çук селĕм-çке! Йывăç пуканийĕсен алли-ури те, пуçĕ те вылять.

Пуканесем валли - ятарлă çурт

Чăваш халăхĕн пурнăçне сăнлакан йывăç пуканесене Терентий Дверенин малтан пахчара, мунчана аса илтерекен пĕчĕк пÿртре, упранă. Çурт хăпартнă чухне пĕренесем юлнă та - вĕсене ахаль вырттарас темен, купаласа лартнă. Кĕркунне вăрлăх типĕтме те, пахчаçимĕç, çурт-йĕрти япаласене хума та вырăн кирлĕ-çке ялта. Çаврăнкаламалăх та çук пĕчĕк пÿртре унăн ĕçĕсем вырнаçми пулнă. Маттур та тăрăшуллă хĕрĕсем пулăшнипе, хăй те çине тăнипе картишĕнче пуканесем валли шлакоблокран çĕнĕ çурт хăпартнă. Кунта экспонатсем валли вырăн чылай. Пластик чÿречесемлĕ пÿлĕмре çутă та çителĕклĕ. Шел, ăшă чăнласах çук - шăпах çакăн пирки пăшăрханса калаçнăччĕ алăстин пултарулăхне хаклакансем. Газ кĕртесси вара çăмăлах мар хальхи вăхăтра. Çуртăн аялти пайĕнче нÿхреп туса хăварнăран пăс, ăшă тухнипе мачча хăмисем те хăпăннă. Халь ăна çĕнĕрен юсама тивет. Хутман çĕнĕ çуртра температура та пĕрешкел мар, пĕрмай нÿрĕк тăрать. Хурт-кăпшанкă та нÿхрепрен ăшшалла тухнă. «Хĕллехи вăхăтра урамра та, çуртра та сивĕ. Пуканесемпе музейре вăрах киленме май çук», - пытармасть ялти библиотекарь Ангелина Валерьяновна.

Терентий Парамонович пуканийĕсене ăçтан кăна килсе курман-ши? 2008 çулта музейпе паллашнă хыççăн Китайран килнĕ Джинг ятлăскер журнала ăшă сăмахсем çырса хăварнă. Мари Элтан та хăнасем çитнĕ. Куславкка районĕнчи «Эткер» фольклор ушкăнне те килĕшнĕ экспонатсем. Терентий Дверенин пултарулăхĕпе Германи, Эстони, Итали турисчĕсем паллашнă. Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕнчи шкулсенче тата Шупашкарти 5-мĕш гимназире вĕренекен ачасене те Терентий Дверенинăн «хăйне евĕр тĕнчи» тыткăнланă.

Никама та кирлĕ мар

Ылтăн алăллă Терентий Парамонович хăйĕнчен мĕн килнине йăлтах тунă. Тĕнче шайĕнчи пуканесем валли ватлăхра çурт та хăпартса лартнă авă вăйĕ çитнĕ таран. Анчах та экспонатсемпе композицисене упрама ятарлă услови кирлех. Хĕллехи вăхăтра сивĕ çĕрте тăнă май çак тĕлĕнмелле чаплă, чăваш халăхĕн аваллăхне, историне, пурнăçне сăнлакан пуканесем кăвакарма пултараççĕ. Музее хутса ăшăтмалла тусан аван пулмалла. Паллă юрăри пек - пуррине упрама пĕлейместпĕр, çухатсан çеç йĕретпĕр. Кĕрлĕ-çурлă вăхăтра, йĕпе-сапара урама пĕр машина та кĕреймест. «Юрать, хĕл кунĕнче урамсене тасатаççĕ. Темиçе çул каялла юр та хырмастчĕç-ха», - терĕç ял çыннисем. Шăп çак вăхăтра туристсем Çичĕпÿрте çитсе курас тесен Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕ мĕн шухăшласа кăларать-ши?

Çак шухăш канăç паманран районти культура пайĕн пуçлăхĕпе Эльвира Упракинăпа çыхăнтăмăр. Шел те, хаçат корреспонденчĕн ыйтăвне хуравлама унăн вăхăчĕ те, кăмăлĕ те пулмарĕ. Шăнкăравласа чăрмантарни килĕшмерĕ курăнать. «Шухăшлама, йĕркеллĕ хурав пама вăхăт парăр мана», - терĕ хирĕç Эльвира Павловна. Ак хайхи, çÿлерех кăна çыртăмăр «мĕн шухăшласа кăлараççĕ-ши» тесе. «Шухăшласа» хуравлама чăнах та вĕренсе çитнĕ курăнать мухтавлă Кăйкăрăмăрăн ентешĕсем. Тÿрккес те кăнттам калаçуранах Çичĕпÿртри Дверенин музейĕ сĕнтĕрвăррисене пачах та кăсăклантарманни, унăн ĕçне тивĕçлĕн хакламанни палăрчĕ. Çак пĕчĕк ыйтăва хуравлама нумай вăхăт кирлĕччĕ-ши? «Эпир уйрăм çын çуртне хутса ăшăтма пултараймастпăр. Çул çуккине ăçта куратăр тата? Эсир, корреспондентсем, тĕрĕссине çырма тăрăшмастăр, япăххине кăна шыраса çÿретĕр. Ял çыннисен таçтан укçа-тенкĕ тупмалла? Çичĕпÿрт ялне çул сарма проект хатĕрленĕ, ăна республика программине кĕртнĕ. Çул валли пĕтĕмпе 10 миллион тенкĕ кирлĕ, республика 800 пин тенкĕ уйăрса панă», - çапларах хуравларĕ те телефонне хăвăртрах сÿнтерчĕ Шĕнерпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кириллов та. Владимир Витальевича та Çичĕпÿртри çул, пуканесене малашне мĕнле упрасси пирки ыйту пани килĕшмерĕ. «Çул çуккине ăçта куратăр?» - тенине вара пачах та ăнланмарăм. Хам кайса курман пулсан юрĕччĕ-ха.

Ăслă йăх

Çапла калаççĕ вĕсем пирки ялта. Мăшăрĕпе Ольга Павловнăпа Терентий Парамонович тăватă хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Шел, хĕрĕ Римма пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Олимпиада Терентьевна - техника наукисен кандидачĕ. Светлана Терентьевна - физикăпа математика вĕрентекенĕ. Валентина Терентьевна та нумай çул Çĕрпÿ районĕнчи Кăнарти шкулта математика учителĕнче ĕçленĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Тăватă хĕрĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Ывăлĕ Михаил ашшĕне пăхса пурăнать. Мăшăрĕ Ольга Ивановна та аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн нумай çул зоотехникре тăрăшнă. Тăлăх çитĕннĕ Терентий Парамонович вĕренме каяйман: çичĕ çулта чухне ашшĕ вилнĕ, вунтăватта çитсен амăшĕ пурнăçран уйрăлса кайнă. Терентий пĕчĕк шăллĕне Апполона пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ. Апполон Парамонович та çак ялтах пурăнать. 80 çултан каçсан вăл компьютер туяннă. Кашни кунах Интернета кĕрет, чăваш халăхĕн историне тĕпчет.

Танкпа Берлина çитнĕ Терентий Парамонович вăрçă çинчен калаçма юратмасть. «Пилĕк çул çапăçура пулсан та пĕр нимĕçе те вĕлермен, пăшалтан та пемен. Танк водителĕ пулнă эпĕ. Çын çине мар, хурт-кăпшанкă çине те алă çĕкленмест», - тет те калаçăва хăвăртрах пăрса ярать. Пуканесем çинчен сăмах пуçарсан вара ăшă куçĕ тÿрех ялкăшма тытăнать. «Ман ачамсем», - тет вăл вĕсене юратса.

Елена АТАМАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.