Комментари хушас

21 Çу, 2015

Купăса тăсса ярар-и? Савăк юрă, ай, юрлар-и?

Шыв мар - юхать, тимĕр мар - шăранать. Мĕн-ши вăл? Унсăр пурнăç та кичем. Унпала вара ăмăр çанталăкра та кăмăл çĕкленÿллĕ. Йывăр ĕçре хавхалану кÿрет, çунат хушма хистет вăл. Инкек-синкек чÿречерен шаккасан та уйрăлмастпăр унран. Хуйха-суйха унпах пусаратпăр. Çăлăнăçăмăр та, савăнăçăмăр та... паллах, юрăра.

«Юрă - чун уççи», - тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Этем кирек хăш ÿсĕмре пултăр, унпа юнашар яланах - юрă. Аннесем ĕнĕрлекен сăпка юррисемех йĕркелеççĕ ку тачă çыхăнăва. Çулсем иртнĕçем çĕнĕрен те çĕннисемпе паллашатпăр. Пĕрисем манăçа тухаççĕ, вĕсен вырăнне теприсем йышăнаççĕ. Анчах ачалăхра илтнисем ĕмĕрлĕхех аса кĕрсе вырнаçаççĕ. Кун-çула çутатакан, чунра ăшă ту-йăмсем вăратакан пĕчĕк хунар çутисем пек вĕсем. Кашниех хаклă та ĕлккен...

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа «Савăк вăхăт» юрăсен пуххи пичетленсе тухрĕ /редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Ирина Калентьева/. Кĕнекене Николай Ыдарайăн сăввисене тĕпе хурса Илья Степанов композитор кĕвĕленĕ ача-пăча юррисем кĕнĕ. Кăларăма пухса хатĕр-лекенĕ - Николай Васильевич мăшăрĕ Елена Сергеевна Васильева.

Ача садĕнчи, шкулсенчи мероприятисене хатĕрленнĕ чухне воспитательсемпе вĕрентекенсем час-часах тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулаççĕ. Вĕсенчен пĕри - кĕçĕннисем валли илемлĕ чăваш юррисем тупасси. Тĕрĕссипе, унашкал кăларăмсем нумай тесе мухтанаймастпăр эпир. Çавăнпа та «Савăк вăхăт» аслисен ĕçне кăштах та пулин çăмăллатасса шанас килет. Музыка вĕрентекенĕсене пулăшас тĕллевпе кашни юрă патне ятарласа нотăсем илсе панă.

Тематики тĕлĕшĕнчен те пуян кĕнеке. Ача-пăча тĕнчине пур енчен те çутатать Николай Ыдарай. Çитĕннисемпе кĕçĕннисен хутшăнăвне сăнлакан юрăсенех илер. Тĕслĕхрен:

- Ах, асанне, асанне,
Яр-ха выляма.
Илсе килĕп сан валли
Йывăç улмине.
- Ан та йăлăн, ямастăп:
Эс таçта каян.
Аннÿ килсен яратăп,
Сана яратăп.
/Ах, асанне/
Е тата:
Ман атте чи хисепли,
Ман анне чи илемли.
Атте-анне лайăхран
Вĕçĕм юрлас килет ман.
/Аван-çке!/
Аслисем час-часах ачасене ăса вĕрентеççĕ:
- Каçпа часах выртмалла,
Ирпе ирех тăмалла.
Кам ирпе ирех тăрать,
Пултаруллă çын пулать.
/Асанне/

Маттур ачасем пирки калакан юрăсем те пур: «Ачапа хĕвел», «Апатра», «Вăрану», «Илемпи», «Кулине», «Пĕлетĕп», «Путене», «Петĕр». Килти кайăк-кĕшĕкпе вăрманти чĕр чунсем çинчен те вуласа пĕлме пултаратпăр: «Автан», «Чăх чĕпписем», «Ăстасем».

Николай Васильевич чĕлхи ансат та ăнланмалла. Çавăнпах юратаççĕ те ăна шăпăрлансем. Вĕсен кăмăлне туйса çырнă-çке-ха сăвăç. Вĕт халăха мĕн кăсăклантарнине, пăшăрхантарнине аван чухлани сисĕнет. Сăмахран:

Пуканеçĕм, пукане,
Эс мана ан çилленех.
Ман садике каймалла,
Уйрăлатпăр санпала.
/Пукане/

Кашни пулăмра савăнăç курма пĕлсен, сăн-питре йăл кулă çиçсен пурăнма та интереслĕрех. Юрăпа вара хаваслăрах та. Тунсăха хăвăрпа хуçаланма ирĕк ан парăр. «Савăк вăхăт» кĕнекене уçăр, купăса тăсса ярăр та... эх! юрра шăрантарăр!

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.