Комментари хушас

29 Çу, 2015

Леонид ГРИГОРЬЕВ: Патриотизм туйăмĕ вăйланса пыни савăнтарать

Елчĕк районĕнчи Леонид Григорьев предприниматель тата вăл ертсе пыракан ушкăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул тултарнине тивĕçлипе кĕтсе илес тесе пĕлтĕр кĕркуннех ял тăрăхĕсенчи палăксене юсаса çĕнетме пуçланă. Вĕсем çавăн пекех Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннисене асăнса çĕнĕ палăксем те лартнă.

Ентешсен паттăрлăхне асра тытса

«2014 çулхи кĕркунне хамăр районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, çавăн пекех кÿршĕллĕ Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсенчи ертÿçĕсемпе тĕл пулса калаçрăмăр, вĕсен заявкисене шута илсе ĕçлеме пуçларăмăр. Чи хастарри Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Рыбкин пулчĕ: вăл çине тăнипе эпир çав таврари ялсенчи 4 палăка тĕпрен çĕнетрĕмĕр /гранит-мрамор плитасем çине вăрçа хутшăннисен ят-хушаматне, вĕсем хăçан çурални-вилнине çыртăмăр/, тепĕр 6-шне хăйсен вăйĕпе сăрларĕç-хитрелетрĕç», - каласа кăтартрĕ Леонид Лукьянович. Тăван Кивĕ Эйпеç ялĕнчи палăка спонсор пулса хăйĕн шучĕпе юсанă вăл: ваннă-çĕмĕрĕлнĕ плитасене улăштарнă, палăка юсаса сăрланă, нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлнă вăрçă ветеранĕсен ят-хушаматне хушса çырнă, йĕри-тавра брусчатка сарнă, - пĕтĕмпе 25 пин тенкĕ тăкакланă.

«Комсомольски районĕнчи Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров пире хăйсем патне чĕнсе илчĕ - вырăнти хăйнеевĕрлĕхсене шута илсе çĕнĕ палăк турăмăр, тепĕр темиçе ялтине юсарăмăр. Шăмăршă районĕнчи ялсенче пурăнакансем пире тав сăмахĕ нумай каларĕç. Акă спонсорсем пулăшнипе Карапай Шăмăршăра 400 пин ытла тенкĕлĕх палăк ăсталарăмăр, ял халăхне питĕ килĕшрĕ вăл. Çав районти Пăчăрлă Пашьел, Васан, Палтиел территорийĕсенчи палăксене юсарăмăр. Патăрьел районĕнче те çак ĕçсенех пурнăçларăмăр. Пăрачкавра вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçленĕ çынсемпе ачасене асăнса çĕнĕ палăк турăмăр, Улатăрта та çавăн йышшинех саккас пачĕç. Тутарстанри Теччĕ тата Пăва районĕсенче пурăнакансем те пирĕнтенех пулăшу ыйтрĕç. Саккассене пурне те вăхăтра пурнăçларăмăр, палăксене май уйăхĕн 7-мĕшĕччен юсаса пĕтертĕмĕр, - хĕрÿ вăхăта аса илчĕ Леонид Григорьев. - Хăшĕсем çак палăксем тавра эрешленĕ тимĕр карта тыттарчĕç. Ку енĕпе Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин хастар пулчĕ. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсен укçи сахал, çавăнпа чылайăшĕ спонсорсен пулăшăвĕпе усă курчĕ. Çав тăрăхра çуралса ÿснĕ Николай Муллин, халĕ вăл Красноармейски районĕн прокурорĕ, хăйĕн тата юлташĕсен укçипе тăван ялĕнчи - Тĕмерти - палăка тĕпрен юсаттарчĕ, ун тавра тимĕр карта тыттарчĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Участка пĕчĕк ялта çак мелпе усă курчĕç. Пĕтĕмлетсе каласан - Аслă Çĕнтерÿ мĕн тери пысăк уяв иккенне ăнланакан нумай пулчĕ: чылай çĕрте спонсорсем укçа уйăрчĕç, теприсем тирпей-илем кĕртме хутшăнчĕç, пире ĕçленĕ чухне пырса хавхалантаракансем те тупăнчĕç».

Предприниматель халĕ чылай çĕрте масарсене юсанине пĕлтерчĕ: Çимĕк çывхарать-çке. Вĕсем патне Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Александров çăва çине кĕмелли хапха тутарас тĕллевпе килнĕ, масар çинче 50 çын ĕçленине систернĕ. Анатри Тимеш ял старости те хапха тутарма саккас панă. Леонид Лукьянович çав ялти Николай Никифорова та ырăпа палăртрĕ, вăл çав тăрăхран тухнă паллă спортсменсене асăнса хăйĕн укçипе мемориал хăми хатĕрленине каласа кăтартрĕ. Унсăр пуçне ялти халăх укçа пухса Анатри Тимеш пуçланса кайнă çĕре гранитран асăну чулĕ вырнаçтарма калаçса татăлнă. «Çакнашкал çынсем - чăн-чăн патриотсем: вĕсем тăван ялне юратаççĕ, ентешсен вăрçăри тата ытти çĕрти паттăрлăхне асра тытаççĕ», - чунне уçрĕ пуçаруллăскер.

Леонид Григорьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнисене асăнса çеç мар, ытти тĕрлĕ палăксем лартмашкăн та хастар хутшăнать. Акă пĕлтĕр Елчĕк районĕнчи моряксем пухăнса хăйсен укçипе палăк тума саккас панă. Ăна райцентрти Арбата вырнаçтарнă. Унтан инçех мар - пограничниксен палăкĕ, ăна та Л.Григорьев ертсе пыракан ушкăн хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем Германире хĕсметре тăнисене халалланă палăка туса пĕтерес енĕпе тăрăшаççĕ. Леонид Лукьянович Комсомольски районĕнчи пограничниксем, Патăрьел районĕнче çитĕнсе Афган вăрçине хутшăннисем тăван тăрăха чĕрĕ-сывă таврăнайман юлташĕсене асăнса палăк лартмашкăн укçа пухнине каласа кăтартрĕ: çакнашкал пархатарлă шухăшлă çынсене мĕнле пулăшмăн-ха?

«Кун пек палăксем Тăван çĕршыва юратас туйăма пушшех те вăйлатаççĕ, ун умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланисене асра тытма хистеççĕ. Эпĕ районти палăксем патне мăнуксене те илсе каятăп, вĕсене кама халалласа лартнине ăнлантаратăп. Çакă патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшать. Темиçе çул каялла çеç-ха çамрăксем çара питех каясшăн марччĕ, халĕ лару-тăру улшăнчĕ. Юлашки вăхăтра пирĕн çĕршывра пысăк событисем пулчĕç: Олимпиада, Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарни т.ыт.те, вĕсем пĕтĕм халăха пĕрлештерчĕç. Çынсене çапла хавхалантарни лайăх. Манăн аслă мăнук Илья, Шупашкарти коопераци техникумĕнче вĕренекенскер, экзаменсене маларах парса Хура тинĕс флотне салтак тивĕçне пурнăçлама каять. Повестка илнĕ ĕнтĕ, июнĕн 13-мĕшĕнче çар комиссариатне çитмелле. Ăна кура юлташĕсем те халех çара каяссине пĕлтерчĕç. Çамрăксене ахалех вăрçатпăр, вĕсен патриотизм туйăмĕ пур», - хавхаланса пĕлтерчĕ вăхăтĕнче Кивĕ Эйпеçре истори вĕрентнĕскер, шкул директорĕ пулнăскер.

Ял халăхне питĕ кирлĕ пулăшу

Леонид Григорьев хăйĕн бизнесне 2001 çулта йĕркеленĕ. Вăл ертсе пыракан ушкăн çынсене вилнĕ тăванĕсене тирпейлесе пытармашкăн кирлĕ япаласемпе тивĕçтерет, вилтăприсем çине мрамортан, гранитран палăксем лартать, вĕсем йĕри-тавра эрешлĕ карта тытать. Çакна пулах ĕнтĕ предприниматель патĕнче яланах çын йышлă, уйрăмах халĕ, Çимĕк умĕн. Вĕсем хăйсене шанса панă ĕçе тĕплĕн те пахалăхлăн пурнăçланине шута илсе çак ушкăн пулăшăвĕпе пĕрре усă курнă çынсем кунта татах та килеççĕ, пĕлĕшĕсене те пĕрле илсе килеççĕ. Леонид Лукьянович ял халăхне мĕн кирлине лайăх пĕлет, çавăнпа шăпах çав япаласене тума тăрăшать. Вĕсем сад-пахча, предприяти-организаци умĕсене тытмашкăн хÿме-карта, хапха таврашĕ ăсталаççĕ, тимĕрне хăйсемех хитрелетсе-авса эрешлеççĕ. Эрешĕсене клиент хăй суйлать. Леонид Лукьяновичăн ывăлĕ Григорий брусчатка, тимĕр черепицăпа профнастил, тротуар плитки хатĕрлет. Унсăр пуçне кунта халăх ыйтнипе мунча кăмакисем, çуллахи душсем, шыв бакĕсем, мангалсем, пÿрт умне лармалли саксем ăсталаççĕ. Çак япаласене, палăксемпе хÿмесене туса пĕтерсен хăйсемех кайса вырнаçтарса та параççĕ. Çавăн пекех стендсем, шкулсемпе культура çурчĕсем валли пĕр-пĕр темăпа ятарлă кĕтессем хатĕрлеççĕ, урам ячĕсене çыраççĕ. Елчĕк районĕн Хисеп хăмине /аялти сăнÿкерчĕкре/ пултаруллă çак ушкăнах хатĕрленĕ.

«Кăçал эпир фотокерамикăпа ĕçлеме пуçларăмăр. Пĕлтĕр кĕркунне 300 пин тенкĕлĕх оборудовани туянтăмăр, хĕллехи уйăхсенче унпа ĕçлеме вĕрентĕмĕр, халĕ хамăр кăларатпăр», - çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ пурнăç таппипе тан пыракан предприниматель. Хăй суйласа илнĕ ĕçри çĕнĕлĕхсемпе паллашмашкăн вăл тĕрлĕ хулана кайсах çÿрет. Бизнесне татах анлăлатасшăн мал ĕмĕтлĕскер. Сăмах май, саккассене Елчĕк районĕнче çеç мар, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче, çавăн пекех Чăваш Ен тулашĕнче те /тĕпрен илсен Тутарстанра/ йышăнаççĕ.

Леонид Григорьев предпринимателĕн тĕрлĕ енлĕ пулăшăвĕпе усă курас текенсене çак адреспа кĕтеççĕ: Елчĕк районĕ, Елчĕк сали, Пăва çулĕ, 6-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 89279959050, 8 /83549/ 2-52-65. Кăсăклантаракан информацие www.ritual.vov.ru сайтра та тупма пулать.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.