Комментари хушас

3 Çĕртме, 2015

КАШНИН - ХĂЙĔН ВĂХĂЧĔ

Пахчара халĕ тутлă та усăллă темĕн тĕрлĕ ешĕл çимĕç ÿсет. Ачасене çак ешĕле миçе çултан çитерме юрать-ха?

Укроп. Унра каротин, В тата РР витаминсем, кальци, кали, тимĕр, фосфор нумай. Вăл апат ирĕлессине лайăхлатать, шĕвекĕ чикенпе аптракан ачасене пулăшать. Халăх медицининче унпа шăнса пăсăлсан манкана çемçетме усă кураççĕ. Пепке сакăр уйăх тултарсан укропа - яшкана е пахча çимĕç нимĕрне, 1,5 çултан салата, ытти блюдăна хушса çитерме юрать.

Кăшкарути. А, С, В1, В2 витаминсем, минерал тăварĕсем, панулми, лимон, кăшкарути йÿçекĕсем пур. Кăшкарути пĕвер ĕçне, сехре тухассине, пыршăлăх ĕçне лайăхлатать. Çав вăхăтрах кăшкарути йÿçекне кашни организмах йышăнманнине те шута илмелле. Çулталăкран пуçласа ача валли симĕс борщ хатĕрлеме, 1,5 çултан кăшкарутине слата хушма юрать.

Петрушка. Витаминсен виçипе вăл апельсинпа лимонран пĕртте кая мар. Петрушкăра бета-каротин, кали, натри, магни, кальци, фосфор, тимĕр тата С, В1, В2, В6, В9, РР витаминсем нумай. Унсăр пуçне çак ÿсен-тăран антисептик, ват шĕвекĕ, шăк хăвалакан витĕмпе палăрса тăрать. Ăна ярса вĕретнĕ шĕвек кăпшанкă çыртсан шыçнă, кĕçĕтекен ÿте пулăшать. Петрушкăна пепкене 8 уйăхран пуçласа яшкана хушса, 1,5 уйăхран чĕрĕлле çитерме юрать.

Симĕс суханпа ыхра. Çамрăк симĕс çулçисем бактерисене хирĕçле, антисептик витĕмлĕ, аппетита лайăхлатаççĕ, апат ирĕлтерекен сĕткен тухассине вăйлатаççĕ. Симĕс çулçăра эфир çăвĕсем, В2, С, А витаминсем, лимон тата панулми йÿçекĕсем нумай. Çулталăк тултарнă хыççăн ачана симĕс суханпа ыхрана вĕретсе пĕçернĕ апата кăштах хушса çитерме юрать. 1,5 çула çитсен салата чĕрĕллех хушаççĕ.

Кресс-салат. Çулçисем питĕ çепĕç, анчах кăштах хĕртекен тутăллăрах. Тунинче тата çулçисенче горчица çăвĕ пуррипе тути çакăн пек. Кресс-салат А, В1, В2, С, Р витаминсемпе пуян. Унра тата белок, тимĕр,йод пур. Ÿсен-тăран юн пусăмне йĕркене кĕртет, апат ирĕлессине лайăхлатать. Ачана 1,5 çултан пуçласа салата ярса çитерме юрать.

Шпинат. Витаминсен виçипе вăл çулçăллă ытти пахча çимĕçрен ирттерет. Унпа ача япăх ÿссен апатра усă курма сĕнеççĕ. Вăл иммунитета вăйлатать, хырăмлăх ĕçне паха витĕм кÿрет. Çапах та шпинат ачан диатез пуçланнин сăлтавĕ пулма пултарать, çавăнпа ăна эрнере икĕ хутран ытла мар хатĕрлемелле. 8 уйăхран пуçласа ачана кунне 50-100 грамм шпинат çитерме юрать, 2 çултан çак ешĕле 100 грамм салат пуçне 50 грамм хушмалла.

Ача апатне хушмалли ешĕл çимĕçе сивĕтмĕшре кăна тата 2 кунран ытла мар упрамалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.