Комментари хушас

6 Çĕртме, 2015

Вера Глаголева - футболла вылякан кукамай

Çăлтăрсен вăрттăнлăхĕпе паллаштарнă май актриса тата режиссер хăй мĕншĕн какай çиме пăрахни тата мăнукĕсене самăрлăх чирĕнчен мĕнле упрани пирки каласа кăтартать.

Виçере тытăнса тăма мĕн пулăшать?

- Вера, эсир кинора хĕрĕх çул ытла. Ĕçĕрсенчен çакă аван курăнать - виçерен нихăçан та тухмастăр...

- Тĕрĕсех асăрханă эсир. Çие юлнă тапхăрта та - манăн вара виçĕ хĕр пĕрчи - эпĕ ача йывăрăшĕ чухлĕ кăна хушаттăм. Çамрăк чухне 164 сантиметр çÿллĕшпе 45 килограмм таяттăм. Пĕр вăхăт çапах та самăрăлма пуçланă тапхăр манăн та пулнă. Паянхи пек астăватăп: тĕкĕр умне пытăм та - унтан ман çине палламан хĕрарăм пăхать. Лару-тăру тараса çине тăрсан уçăмланчĕ: утмăл килограма яхăн!

- Мĕн турăр вара?

- Сахалрах çиме пуçларăм. Мана ку енчен ăнăçнă темелле - генетика аван. Чăн та, эпĕ спортпа та туслă-ха, яланах ларма-тăма пĕлмен. Ытларах арçын ачасемпе, пиччен Борисăн юлташĕсемпе, хутшăнаттăм. Эпир картишĕнче сехечĕ-сехечĕпе казак-хурах йышши вăйăсене выляттăмăр. Эпĕ хамăр таврари футбол командин вратарĕ те пулнă. Калори ăçтан хушăнтăр кун пек чух? Пиччепе иксĕмĕр Хура тинĕс хĕрринче ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕк пур çемье архивĕнче - икĕ скелет тăратпăр, иксĕмĕрĕн те хырăмсем путса кĕнĕ... Подъезд умĕнчен иртнĕ май унта ларакан кинемейсем: "Ачăрсене мĕншĕн апат çи-терместĕр? Кур-ха: епле начаркка!" - тетчĕç те анне питĕ аванмарланатчĕ. Çавăнпах пире асанне - профессипе вăл тухтăрччĕ - апат антармалли коктейльсемпе чыхатчĕ. Унăн тытăмĕнче алоэ, шăккалат, какао пурччĕ. Анчах та ку та пулăшмастчĕ. Апатне эпир капла та çинĕ-çке, ларма-тăма пĕлмен - çавă кăна...

"Усал йытă"

- Асаннĕре кура мăнукăрсене эсир те апат вăйпах çитерме тăрăшатăр-и?

- Çук! Эпĕ начар ачасене юрататăп. Хĕрĕмсене пăхсах тăраттăм, каярахпа мăнуксене сăнама пуçларăм - ан самăрăлччăр. Эпĕ Бенджамин Спок педиатр вĕрентĕвне пăхăнатăп - сывă ача мĕн чухлĕ çимеллине хăех пĕлет. Ытлашши апат çитерсе самăрăлтарман ачасем, шансах тăратăп, ÿссе çитсен ашшĕ-амăшне хăйсемех тав тăвĕç. Апат культне пуçарманшăн. Халĕ диетăна пăхăнса асапланма тивменшĕн.

- Апла сирĕн хĕрсен те ытлашши килограмсем тĕлĕшпе йывăрлăх пулман ахăр...

- Телее, пулман. Маша ку енĕпе мана хывнă - эпир совеçе шаларах чиксе хумасăрах икерче хăймапа çиме пултаратпăр. Аня вара пирĕн - балерина. Çавăнпа та унăн пылак тата çăкăр-булка таврашне сахалрах çиме лекет. Çавăнпа та эпĕ çемьере усал йытă пекех: "Çитет! Çиме чарăнăр!" - тесе кăшкăрса кăна тăратăп. /Кулать/.

Какайсăр, анчах хуратулпа...

- Упăшкăра та-и?

- Çук, Кирилăн хăйĕн пуç пур. Сăмах май, çулсем иртнĕ май имшер çынсен те - япаласен ылмашăвĕ пăсăлса пынине кура - сахалрах çиме тăрăшмалла. Таçта вуланăччĕ - çамрăк чухне эсир 2000 калори çисе те самăрăлман тăк, 40-ре, 50-ра - пушшех те, ку номер йĕрсĕр иртсе каймĕ, 1800 таран чакармах тивĕ калорисене. Çавăн чухне кăна ытлашши килограмсемпе вăрçă пуçармасан та юрать.

- Анчах та диетологсем ирхине апат лайăх çимелли пирки калаççĕ.

- Эпĕ ку саккуна пăхăнмастăп. Ирхине мана пĕр чашăк кофепе пĕр тост çитет. Кăнтăрла тĕлнелле кăна хырăм выçнă пек пулать. Ун чухне вара вĕри апат çимеллех. Анчах вăл та - пахчаçимĕçрен хатĕрлени кăна. Кăнтăрла та вĕри апат çиме май килмесен каçхи валли хăваратăп: çав çимĕçсенех, анчах та - чĕрĕлле. Тепĕр чухне хырăма ăшаланă кăмпапа е пулăпа улталатăп. Хуратул пăттине питĕ кăмăллатăп. Сăмах май, манăн "Две женщины" фильмри тĕп роле вылякан Рэйф Файнс час-часах хăйне валли шăпах хуратул пăтти пĕçерме ыйтатчĕ. Рэйф ăна тахçанах килĕштернĕ иккен, Лондонра та çак кĕрпене вырăс лавккисенче туяннă. Кино ÿкернĕ чухне вара юнашар ялти лавккана ятарласах туянма çÿретчĕ. Çакă кăна кăсăклă - "Список Шиндлера" фильмăн çăлтăрне ял лавккинче куракансем мĕн туйнă-ши?

Импĕр хырăма улталать

- Апат хушшинче хырăма улталас йăла пур-и сирĕн?

- Паллах. Кун пек чухне импĕр вĕретнĕ шывпа лимон сĕткенне хутăштарса ĕçетĕп. Тухтăрсем çак хутăш иммунитета çирĕплетнине те ка-лаççĕ. Эпĕ ăна чей вырăнне ĕçетĕп - ĕçре те, килте те.

- Апат тиркес йăла пур-и тата?

- Çăнăхран хатĕрленине тата пылак çимĕç çиместĕп. 25 çула яхăнах каялла рационран какая пачах кăларнă. Малтанах упăшка какай çиме пăрахрĕ. Кирилл çакна пĕл-тернĕ хыççăнах çĕрле тĕлленсе выртатăп: унта хамран хам ыйтатăп - киленÿ илмен апат мĕн тума кирлĕ-ха мана? Ахăртнех, хăнăхнă йăла кăна ку. Апла тăк какайсăр та пурăнма пулать... Сăмах май, вăхăт иртнĕ май Кирилл каллех какай çиме пуçларĕ. Манăн хĕрсем те вегетарианецсем мар. Эпĕ вĕсене хамăн çула суйласа илме хистемен те. Кашни организмăн хăйĕн нуши.

Спорт

- Спортпа вара халĕ те туслă-и? Çамрăк чухне эсир ухăран пенине пĕлетпĕр. Спорт мастерĕн нормативне те пурнăçланă, Мускав çамрăкĕсен команди йышĕнче ăмăртнă...

- Çавăн чухне ăнлантăм та - пысăк спорт ман валли мар. Тренажер залĕсем те - çав ретренех. Эпĕ бассейна та, фитнес залне те çÿреместĕп. Капла та питĕ нумай хусканма тивет. Тепĕр чухне мăнуксемпе футболла вылятăп е вĕсемпех велосипедпа ярăнатăп. Çемйипех Мальдива утравĕсем çинче каннă чухне кунĕ-кунĕпе ишеттĕмĕр, нумай чухне - маскăпа. Каннă чухне эпир çавăн пекех йогăпа аппаланма юрататпăр - ку тĕртĕмсене çирĕплетет.

Эх, çамрăклăх

- Эсир хăвăр çулăрсенчен самай çамрăкрах курăнатăр. Пите пăхмалли вăрттăнлăхсене те уçаймăр-и?

- Инъекци тумастăп, косметолог патĕнчен тухма пĕл-месĕр массажа та çÿреместĕп. Çав вăхăтрах пит çинчи ÿтпе кăткăслăх çук те-се калаймăп. Аллерги те тăтăшах аптратать мана. Çавăнпа крем суйланă чух икĕ критерие пăхăнатăп - вăл шăршăсăр тата гиппоаллергенлă пултăр. Пĕррехинче Кирилл Францире кăларнă питĕ хаклă крем парнеленĕччĕ. Тĕлĕнмелле хăрушă аллерги пуçланчĕ...

Йăлтах хамăршăн мĕн юрăхлине суйласа илмелле. Нумаях пулмасть Настя Японире кăларнă крем парнелерĕ - вăл вара юрарĕ. Çавăнпа та малтанах специалистпа канашлани пăсмĕ - вăл сирĕн ÿтшĕн мĕн юрăхлине палăртĕ.

Çăлтăртан - кавăн яшкин рецепчĕ

Шывĕ вĕреме кĕнĕ кастрюле кавăн тураса яратпăр. Сельдерей икĕ тунине, кишĕр, тăрăхла кавăн, 1-2 çĕрулми чăмтаратпăр. 20-25 минут вĕрететпĕр. Пахчаçимĕçе кастрюльтен кăларса блендерпа вĕтететпĕр те яшка пек пулмалăх бульон хушатпăр.

Сухана тата помидора /унăн хуппине сÿмелле/ вĕттĕн тураса олива /ытти те юрать/ çăвĕпе ăшалатпăр. Унтан каллех блендерпа вĕ-тетсе ытти пахчаçимĕçпе хутăштаратпăр. Тăвар, пăрăç яратпăр - ĕнтĕ турилккесене антарма та юрать. Сĕтел çине лартас умĕн кашни турилккене вĕттĕн туранă чĕрĕ помидор хушатпăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.