Комментари хушас

27 Çĕртме, 2015

Ĕçлес кăмăллине пулăшмалла

«Олимпийский» спорт комплексĕнчи Пăр керменте «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» XXII курав уçăлнă. Унта Раççейĕн 17 субъектĕнчи тата Чăваш Енри 200 яхăн предприяти-организаци хăйĕн продукцине кăтартать.

- Курав республика халăхне, пĕр-пĕринпе килĕштерсе бизнес тăвакансене кирлĕ. Унта таварпа пулăшу ĕçĕсен тĕслĕхĕсемпе паллаштарнă кунсенче çĕнĕ килĕшÿсем çирĕплетессе шанатăп. Америка, Европĕрлĕх санкцийĕ Раççее ăнăçлă ĕçлеме ура хунă чух вĕсем çĕршывăн шалти аталану çулĕсене шыраса тупма пулăшĕç. Малалла ăнтăлса паха та конкуренцие çĕнтерекен тавар туса кăларăпăр тата сутăпăр», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев. Курава хутшăнакансене ÿлĕм те хастар пулма суннă вăл.

Михаил Васильевич Шупашкарти апатлану технологийĕн тата коммерци техникумĕн студентне Александр Гониашвилие ÿсĕмсемшĕн Тав хучĕпе чысланă. Çамрăк Бразилире иртекен Пĕтĕм тĕнче чемпионатне хутшăнĕ. Унта апат пĕçерес ăсталăха кăтартĕ.

Муркашри тата Пăрачкаври пушар чаçĕсене 8 тоннăллă автоцистернăсем панă. Вĕсем пушар сÿнтернĕ вăхăтра тата çăлав ĕçĕсенче кирлĕ.

* * *

Шупашкарта йăлана кĕнĕ «Регионсем: экономика аталанăвĕн çĕнĕлĕхĕсем» форум йĕркеленĕ. «Çавра сĕтелте» Раççей промышленноçĕ тавра калаçу йĕркеленĕ. Унта промышленноçра ĕçлекенсене пулăшу парас ыйтăва та çĕкленĕ. Делегатсем индустри паркне хăпартма пуçланă çĕре хутшăннă, малта пыракан предприятисене çитсе курнă.

Çавнашкалах Чăваш Енпе Беларуç хушшинчи наукăпа техника, суту-илÿпе экономика, культура çыхăнăвĕсене аталантарас тĕллевпе ĕç ушкăнĕн канашлăвĕ иртнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.