Комментари хушас

1 Утă, 2015

Çулталăк каяллахи шайран чакăпăр-шим?

Çу - ĕнесем сĕт лайăх антаракан тапхăр. Килти хуçалăхсенчен нумайăшĕ тупăш илессишĕн ытлашшине сутать. Çавăнпа сутлăх хак - пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынсем вăл кÿршĕ ял тăрăхĕнче, районсенче мĕнлереххине пĕлесшĕн. Килти хуçалăхсене кăсăклантарнине кура "Хыпар" унпа тăтăшах паллаштарать. Ку ыйтупа пĕр вулакан çырăвне те пичетлемесĕр хăварман.

Хака камсем чакарнине ятран асăнсах пĕлтернĕшĕн хăшпĕрисем кÿренеççĕ пулин те /эсир те шухăшăра пирĕн пата çитерĕр/ сĕтлĕ тапхăрта вăл еплерех улшăннине пĕлтерсех тăрăпăр. Июнь уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне продукци пуçтаракансем кашни кг сĕте Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Элĕк районĕсенчи, Патăрьел тăрăхĕнчи килти хуçалăхсенчен - 16, Вăрнар енри - 19, Йĕпреç таврашĕни 6 организаци 12 тенкĕлле йышăннă. Сĕте ку хакпа илекенни Канашсен - 5, Пăрачкавсемпе Куславккасен - 1-ер, Комсомольскисен - 3, Красноармейскисемпе Çĕмĕрлесен - 5-шер, Муркашпа Çĕрпÿ тăрăхĕсенче - 4-шар, Елчĕк таврашĕнче - 11.

Ф.Тухфетулловпа "Вурнары Завод СОМ" ООО пуçтаруçи /Патăрьел/, О.Лукин /Вăрнар/, "Молочный двор-Канаш" ЯК /Йĕпреç/, "Молочный дворпа" "Молцентр" ОООсем, "Молочная империя" ЯК, Р.Мухамедзянов, В.Семенов /Канаш/ сĕте 11 тенкĕлле çеç йышăннă. Ку хакпа "Молочный цех "Октябрьский", "Завод "ЛУЧ" ОООсем, Октябрьски райповĕ, Р.Каштанов /Куславкка/, "Родник" ЯК, В.Платонова /Красноармейски/, Р.Иванов, З.Кожевникова, В.Алексеев, Ю.Кольцов, М.Максимов, А.Тяпкин /Муркаш/, "Молочный двор-Канаш" ЯК /Çĕрпÿ/, "Янтиковский кооператив", "Молочник" ЯКсем /Тăвай/ пухнă. Çак йыша Вăрмар районĕнчи продукци пухакансем пурте кĕнĕ. Валентина Христофорова редакцие телефонпа шăнкăравласа пĕлтернĕ тăрăх - Кивĕ Вĕренерсене июнĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа 10 тенкĕ çеç тÿленĕ.

Продукци пуçтаракансен пĕр пайĕ лайăхрах - 11,5-12,5 тенкĕ - панă. Ытларах тÿлекеннисене ырлас килет: В.Павлов, Г.Мишин, Н.Кушников, "Красное знамя" ЯХПК, В.Кудрявцев /Патăрьел/, Д.Ильин /Йĕпреç/, "Урожай" колхозпа "Асаново" ЯХПКсем /Комсомольски/, А.Журавлев ХФХ /Çĕрпÿ/, А.Сабитов, А.Кузьмина, В.Васильев, Р.Хамидуллина, Н.Авксентьев, Ф.Азизов, Ф.Рахматуллов, Г.Новая, Г.Ахметов, А.Степанов, Г.Ильин, Ф.Рахматуллов /Шăмăршă/ - 13. Елчĕксен те çакăн чухлĕ тÿлекенсем пур: В. тата А.Смирновсем, "Парус" ООО, С.Гаврилова, "Молочникпа" "Молочный двор-Канаш" ЯКсем.

"Батыревское молоко" тата "Молсервис" ОООсем /Патăрьел/ - 13,5, Р.Хамидуллина - 13-14, В.Чамеевпа "Агроинфоком" ООО 14 тенкĕ тÿленĕ. Чи пысăк хак: "Молочная империя" ЯК /Йĕпреç/, "Молсервис" ООО /Шăмăршă/ - 15 тенкĕ.

Çулталăк каялла ытларах районта вăтам хак 11 тенкĕ пулнă. Паянхи кун тĕлне вăл каллех улшăнчĕ-ши? Республика Пуçлăхĕ хушнине пурнăçласа сĕт пахалăхне пăхса /продукци пуçтараканпа çирĕплетнĕ килĕшĕве тĕпе хурса/ тÿлеççĕ-и? Редакцие пĕлтерĕр /тел.: 56-08-62, электрон почти: yuman25@rambler.ru/.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.