Комментари хушас

1 Утă, 2015

ППЭ тапхăрĕ вĕçленчĕ, йышăну кампанийĕ пуçланчĕ

Шкулсенче сывпуллашу каçĕсем вĕçленчĕç. Аттестат илнĕ çамрăксем аслă шкулсене, колледжсене, техникумсене вĕренме кĕмешкĕн заявленисем пама тытăнчĕç.

Маларах вара шкултан кăçал вĕренсе тухакансем тата иртнĕ çул тытайманнисем Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кампанийĕ витĕр тухрĕç. Çак кунсенче Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствинче ППЭ-2015 пĕтĕмлетрĕç. Тÿрех çакна палăртма кăмăллă: кăçалхи кампани вăхăтĕнче выпускниксем ППЭне самай вăйлă хатĕрленнĕ. Йĕркене пăсакансен йышĕ вара виçĕ хут чакнă.

Раççейрипе танлаштарсан пирĕн республикăра мĕнпур предметпа вăтам кăтартусем лайăхрах. Владимир Иванов министр палăртнă тăрăх, чи пысăк балсем - вырăс чĕлхипе. 100 балл пухнисем - 41 çын. Ун йышши кăтартуллисене çирĕппĕн татах та тĕрĕслесси малтанах паллăччĕ: çĕнĕрен пăхса тухнă май сакăр выпускникăн балсем чакнă. Министр çакă пăшăрханмалли сăлтав тесе шухăшламасть - икĕ-виçĕ «картлашка» аннипех пирĕн выпускниксен пĕлÿ шайĕ пирки çĕршыври тĕрлĕ вузра иккĕленмĕç.

Математикăна кăçал икĕ шайра тытнă май иртнĕ çулхисенчи кăтартусемпе танлаштарма май та çук. Никĕс шайра тытакансем хушшинче тĕрĕслев витĕр тухайманнисен йышĕ пĕчĕк, профиль шая суйланисенчен ĕçе «иккĕ» паллăлăх 12 процент пурнăçланă.

- Çапах та ку та пăшăрханмалли пысăк аргумент мар: ăнăçтарайманнисенчен чылайăшĕ - малтан никĕс шайри /чылай çăмăлрах/ тĕрĕслев витĕр лайăхах тухнисем, - татăклăн çирĕплетет Владимир Николаевич.

Суйласа илнĕ экзаменсенче те республика территорийĕнчи тĕрлĕ шкултан вĕренсе тухакансем хăйсем предмета аван пĕлнине кăтартса панă. Çакна та палăртмалла: республика, Раççей олимпиадисенче çĕнтернисем хăйсен пултарулăхĕпе пĕлĕвне ППЭре те тÿрре кăларнă. Ытларах хĕрсемпе каччăсем техника специальноçĕсене вĕренме кирлĕ дисциплинăсене суйланă: физикăна, химие, общество пĕлĕвне, информатикăна.

Йăлтах аван пек те - шурă çинче хура пăнчăсем те пурах çав. Сăмахăм - йĕркене пăснă тĕслĕхсем çинчен. Ун пеккисем кăçалхи кампанире пĕтĕмпе 10 пулнă /2014 çулта - 29/. Шпаргалкăпа усă курма хăтланнисем - тăваттăн, пиллĕкĕшне экзаменран кăларса яма хистенĕ сăлтав - телефон. Айăпа кĕнисене кăçал экзамена çĕнĕрен тытма май памаççĕ. Çапла: пĕр асăрханусăр утăм шăпана ним мар улăштарать.

ППЭ тапхăрне ăнăçлă чăтса ирттернисем вара тулли кăмăлпа хăйсен ĕмĕчĕ патне малалла талпăнма пултараççĕ. Аслă шкулсенче - республика территорийĕнче вĕсем 21 - пурĕ 3,2 пин çамрăк валли бюджет вырăнĕсем пур. Куçăн майпа вĕренмешкĕн документсене йышăнмалли, хушма тĕрĕслевсем ирттермелли чи юлашки кун - июлĕн 24-мĕшĕ. Куçăн мар майпа пĕлÿ илес текенсемшĕн йышăну кампанийĕ августăн 14-мĕшĕччен тăсăлĕ. Техникумсемпе колледжсене вĕренме кĕрес текенсем августăн 15-мĕшĕччен документсем памашкăн тивĕç. Професси вăтам пĕлĕвне илес текенсемшĕн ку çулта республикăра пурĕ - 6 пин бюджет вырăнĕ.

Уйрăммăн çакна асăрхаттарни вырăнлă. Физикăпа тата математикăпа ППЭре 70 балран кая мар пухнă хĕрсемпе каччăсем республика территорийĕнче вырнаçнă кирек хăш аслă шкула вĕренме кĕрес-тĕк ятарлă стипендие тивĕçĕç. Республика Пуçлăхĕн çакăн çинчен калакан хушăвĕ 2014 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче тухнăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн математикăри тата физикăри çитĕнÿсемпе палăракан студентсем вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе уйăхсерен 2000 тенкĕлĕх хушма стипенди илсе тăрĕç.

 

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.