Комментари хушас

1 Утă, 2015

Малашне те хастарлă, хыт утăмлă пулăр!

Вăхăтăн - хăйĕн чуппи. Тин кăна аслă шкул урати урлă каçнăччĕ вĕсем. Халĕ, авă, дипломлă специалистсем ĕнтĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ вĕсемшĕн чăннипех alma mater пулса тăчĕ. Кăçал кунта 3307 çамрăк вĕренсе пĕтерет, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухать, çĕршыв, республика экономикине тĕреклетмешкĕн тÿрремĕнех хутшăнать.

Июнь уйăхĕн юлашки кунĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тĕп корпусĕ умĕнчи лапамра чыслав мероприятийĕ иртрĕ: аслă шкулăн 17 факультетĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă 100 çамрăка - уйрăмах пултаруллă та пуçаруллă, вĕренÿре, ăслăлăхра, спортра палăрнă, культурăпа общество пурнăçĕнче хастарлăх кăтартнă хĕрсемпе каччăсене - «2015 çулта вĕренсе пĕтернисенчен чи лайăххи» хисеплĕ ятпа чысларĕç.

Савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, университет ректорĕ Андрей Александров, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.

«Ректорат ячĕпе паллă кунпа - аслă шкул пĕтернипе - чĕререн саламлатăп. Çакă чăннинех чаплă, çав вăхăтрах чуна тыткăнлакан самант. Студент çулĕсенчех çитĕнÿсем тума ĕлкĕртĕр: пĕлÿ тĕнчинче кăна мар, ăслăлăхра, пултарулăхра, спортра. Аслă шкул пĕлÿ лаççи кăна пулмарĕ сирĕншĕн. Кунта эсир шанчăклă туссем тупрăр, яваплă пулма хăнăхрăр, малалла ăнтăлас тĕллеве çирĕплетрĕр.

Чи лайăх 100 çамрăк йышне лекмешкĕн çăмăл мар. Çитĕнĕвĕрсене кура суйласа илнĕ сире. Аçăр-аннĕре те тав тăватăп. Вĕсем ĕмĕт-тĕллевĕре ĕçе кĕртмешкĕн май туса панă, пурнăçра тĕрĕс çул суйлама пулăшнă, - терĕ Андрей Юрьевич пухăннисене саламланă май. - Аслă шкула, преподавательсене ан манăр, университет ятне çÿлте тытăр. Профессире çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатăп. Çулăр телейлĕ пултăр».

«Патшалăх политики уçăмлă: ятарлă вăтам, аслă шкулсенчен вĕренсе тухнă çамрăксене специальноçпа ĕçе вырнаçтарасси приоритетлă тĕллев шутланать. Ĕç рынокĕ паян сĕнекен вакансисем центрсенче шутра тăракансенчен 3,5 хут нумайрах. Эсир пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупасси иккĕлентермест. Республика экономикине аталантармашкăн аслă пĕлÿллĕ специалистсем кирлĕ. Çав вăхăтрах ăслăлăх çул-йĕрне суйласа илекенсем те пулĕç. Халĕ республикăри предпринимательсен хушшинче рынок ыйтакан инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе пуçаруллă ĕçлекенсем йышланса пыраççĕ. Ку енĕпе эсир те хастарлăх кăтартасса, пирĕн халăхăн социаллă тăнăçлăхне ÿстермешкĕн сумлă тÿпе хывасса шанатăп», - палăртрĕ Михаил Игнатьев çамрăксене ăнăçу сунса.

Сăмах май, инноваци проекчĕсене аталантармашкăн университетра ятарлă центр йĕркеленĕ, ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерстви кунта «Чăваш Республикинчи машиностроени облаçĕнчи инноваци хатĕрлевĕсене прототиплакан центр» коммерциллĕ мар организаци туса хунă. Çавăн пекех çамрăксен инноваци пултарулăхĕн центрĕ ĕçлет, унта студентсемпе шкул ачисем хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме май тупаççĕ.

Михаил Игнатьев тата Андрей Александров ĕнерхи пултаруллă 100 студента - паянхи дипломлă специалиста - сертификатпа тата асăнмалăх медальпе чысларĕç. Çакна палăртма кăмăллă: вĕсен хушшинче вырăс, чăваш чĕлхисен тата журналистика факультетĕнчен кăçал вĕренсе тухнă Олеся Игнатьева та пур. Канаш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ чăваш хĕрĕ фотожурналист кăна мар, пултаруллă спортсменка та. Хăйне юрăхлă ĕç тупнă ĕнтĕ вăл, кунçулне спорт журналистикипе çыхăнтарнă.

Валентина СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.