Комментари хушас

4 Утă, 2015

Интернетри капăр пурнăç

Çÿлти хутри кÿршĕсем лăпкă пурăнма пĕлмеççĕ. Акă каллех тем пайлаççĕ. Хамăр хваттерте кăшкăрашнă пекех йăлт илтĕнет. Хулара никамран та нимĕн те пытараймăн. Хатĕр-хĕтĕр çĕмĕреççĕ, çапăçаççĕ, йĕреççĕ. Хăш чухне арçынна тăн кĕртме хĕрарăм йĕрке хуралçисене те чĕнсе илет. Хальхинче те кил хуçине суда парассипе хăратать. Кайса шаккас-и? «Пурăнма ан вĕрент», - тейĕç. Арăмĕпе упăшки пĕр майлă пулса мана тапăнма пуçлĕç. Ирĕксĕрех шăла çыртса чăтма тивет. Хĕрарăм мăшăрне киле кĕртменни те пулкалать. Лешĕ таçта çĕр каçать - пĕлместĕп. Тепĕр тесен, вĕсем кÿршисен сăмахне хăлхана чикмĕç - хăйсемех ăслă. Çавăнпах хушша-хуппа кĕни усси пулмĕ.

Социаллă сете уçатăп та - унта манăн кÿршĕсенчен телейлĕрех çынсем те çук. Темĕн тĕрлĕ сăнÿкерчĕк кулленхи пурнăçăн лайăх енĕсене сăнлать. Пĕринче çемье шашлăк пĕçерет. Йĕри-тавра - чечек, упăшкипе арăмĕ, ачи-пăчи савăнăçлă. Сĕтел çине çăкăр, хăяр-помидор, сыр касса хунă. «Уй, мĕнле хитре, пăхса тăранма çук. Пирĕн те çутçанталăк ытамне лекесчĕ. Эсир каннă вырăна çитес килет. Тепрехинче пире те чĕнĕр», - хăйсен шухăшне палăртнă сăнÿкерчĕк курнисем. «Какайĕ тăраниччен çимелĕх те çитмерĕ», - тенĕччĕ кÿршĕ çурт çывăхĕнче тĕл пулсан. Те шухăшламасăр каланăран нумай тăмарĕ - вăрт! çеç киле кĕчĕ.

Тепринче вĕсем илемлĕ çуртра картлашка патĕнче тăраççĕ. «Эпир - ресторанта», - ăнлантарса çырни те пур. Сăнÿкерĕнме кĕрсе тухман-ши? Унсăрăн ресторанта апатланни çинчен кÿршĕ каласа кăтартĕччĕ. Те ĕненмеллех пулса тухман? Хушса çыракансем тупăнман. Ресторана кайнипе кама тĕлĕнтерĕн?

Виççĕмĕшĕнче çемйипех кафере салат çисе лараççĕ. «Унти апат хыççăн ачасем хăсса пĕтрĕç», - тенĕччĕ. Те пăсăлнă çимĕç лекнĕ ĕнтĕ? Çавăн чухне сăнÿкерĕнме ĕлкĕрнĕ апла.

Унтан кÿршĕсем яла кайса килнĕ. Ĕçленине мар, хĕвел çинче хĕртĕннине кăтартнă. Манăн кÿршĕн шыва кĕмелли 3 тĕрлĕ çи-пуç пулнине пĕлтĕм. Мĕншĕн пурне те илсе кайнă-ши? «Пĕри тепринчен чаплăрах. Улăштарса тăхăнма ÿркенмен», - сăмах илнĕ юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем. Йăлт кураççĕ - йăлт хаклаççĕ.

Тутлă çиме, капăр тумланма укçа чылай кирлĕ. Çавăнпах коммуналлă тăкакшăн темиçе уйăх тÿлемен вĕсем. «Ĕлкĕрĕпĕр-ха», - аллине сулать кÿршĕ хĕрарăмĕ. Ăна çынсем пĕлмеççĕ. Унта-кунта çÿренине тĕнче курать, çакăн тавра калаçать. Шăпах хитре пурăннине кăтартма тĕллев тытнă та вĕсем.

Унччен те пулмарĕ, уйрăлчĕç хайхисем. Хĕрарăм ют хулара еркĕн тупрĕ. Интернетри сăнÿкерчĕксен альбомĕ тулсах пырать. Арçын патне кайса килет те тунсăхлама пуçлать. «Унпа çавăтăнса утнине куççуль витĕр аса илетĕп», - пĕлтерет хайхискер. Чим, хăйне качча тухман хĕр пек тыткаланă чухне шкул çулне çитмен ачисене ăçта хăварнă вара вăл? Эх, çаплипех хăйне тулли пурнăçпа пурăннăн кăтартасшăн. Çынсем йăлтах пĕлеççĕ, шарламаççĕ çеç.

Е тĕнче илтмелле алимент шырать кÿршĕ. Ăна, паллах, усăллă канашсем параççĕ.

Халĕ тата туй пĕркенчĕкĕпе сăнÿкерĕннĕ хĕрарăм. Çапла майпа çемье çавăрма шухăш тытнине палăртасшăн ахăр. Туйĕ хăçан пуласси кăна паллă мар. Ахăртнех, качча тухма та ыйтман ăна. Те телейлĕ ĕнтĕ вăл çав самантра?

Екатерина ЦВЕТКОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.