Комментари хушас

14 Утă, 2015

Сăнарĕ - çутă, илĕртÿллĕ

Тимаковпа çитсе курсассăн
Тăвай енчи Сăхăтпуçне.
Эл кÿллине виçсе тухсассăн
Тав тăвăн унăн юрăçне.
Юрий Сементер

 

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер Сăхăтпуç ялĕн мухтавлă ывăлне Вениамин Петрович Тимакова халалланă йĕркесем вулаканра ырă шухăшсем çуратаççĕ, унăн тава тивĕçлĕ ĕçĕсем халăх асĕнче ĕмĕрлĕхе юлнине витĕмлĕн çирĕплетеççĕ.

Пурăннă пулсан анлă тавракурăмпа палăрса тăнă поэт кăçалхи июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче 75 çул тултарĕччĕ, унăн пысăк еткерлĕхĕ татах та пуянланнă пулĕччĕ. Питех те шел, пултарулăх çăлкуçĕ чарăнми тапса тăнă вăхăтра 60 çултан иртсенех çутă тĕнчерен уйрăлса кайрĕ вăл.

Аслă вăрçă умĕн çуралнăскерĕн ачалăхĕ йывăр тапхăрта иртнĕ. Ашшĕ - Петр Павлович - Волоколамск хулишĕн пынă хаяр çапăçура паттăрла пуç хунă. Йышлă ачисене амăшĕ Анна Георгиевна пĕчченех çитĕнтерсе вĕрентсе кăларнă. Веня йывăрлăхсене çĕнтерсе И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутра филологи факультетне вĕренсе пĕтерет. Ун хыççăн Вăрмар районĕнчи Шăхальти вăтам шкулта 3 çул ачасене чăваш литературине вĕрентес ĕçре вăй хурать. 1972 çулта Шупашкарти университетра аспирантура пĕтерет. Яваплă тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшулăх кăтартать. «Пионер сасси» хаçатра, «Тăван Атăл» журналта, Чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕнче литконсультантра, кĕнеке издательствинче тĕп редакторта ĕçлет. Ачаранах сăвă çырма пуçланă, нумай кĕнекесен авторĕ. Ачасем валли те, сатирăллă сăвăсем те хайланă, прозăпа та çырнă. «Упасарри», «Юмансар» поэмисем те чуна тыткăнлаççĕ.

1964 çулта эпир, Тикаш ачисем, Шăхальти вăтам шкула вĕренме кайрăмăр. Вениамин Петровичăн малтанхи класне лекрĕмĕр. Хăйне питĕ сăпайлă тытатчĕ, тарăн пĕлÿ парассишĕн çунатчĕ. Пире вăл тăван чĕлхене хисеплеме, çĕршыва юратма, тĕрĕс çулпа утма вĕрентрĕ. Унтанпа 50 çул ытла иртрĕ пулин те унăн урокĕсем куç умĕнчен çухалмаççĕ. Вĕренекенĕсем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухса тĕрлĕ еннелле саланчĕç. Аслă пĕлÿ илнĕ ачасем те сахал мар. Г.Кудрявцева - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, Ю.Волков хăй пекех пединститут пĕтерсе шкулта ачасене нумай çул хушши вĕрентрĕ, Н.Тимушкин агроном дипломне алла илнĕ, Г.Чернов - ялхуçалăх ăслăлăхĕн кандидачĕ. Поэзи уйĕнче тар тăкакансем те пур, пурне те çырса пĕтереймĕн.

Хăй пурăннă вăхăтра Вăрмар тăрăхне час-часах килсе çÿретчĕ, редакци ĕçченĕсемпе, çамрăк çыравçăсемпе ĕçлĕ тĕлпулусем ирттеретчĕ, усăллă канашсем парса хавхалантаратчĕ. Пирĕн районтан тухнă паллă çыравçă Ангелина Павловская пединститутра Вениамин Тимаковпа пĕрле вĕреннĕ. Ун çинчен йăваш кăмăллă, çынна яланах пулăшма хатĕр тесе çырнине вулама пулать. Юлташĕсене инкекре пăрахса хăварман вăл.

В.Тимаков хăйĕн хайлавĕсенче ытларах ял пурнăçне сăнласа кăтартнă. Нимĕнле ĕçрен те ютшăнман, утă та çулнă, вутă та хатĕрленĕ. Амăшне питĕ хаклама пĕлнĕ, ватлăх кунĕсенче ăна хăйсем патĕнче мĕн виличченех пăхнă. Çакăн çинчен пиччĕшĕ Виталий Петрович Сăхăтпуç ялне пырсан каласа кăтартнăччĕ.

Çак паллă поэтăн, талантлă журналистăн, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ячĕпе кăçалхи Литература çулĕнче хăй çуралса ÿснĕ тăван килĕ умĕнче «Асăну хăми» уçсан питĕ вырăнлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулассăн туйăнать. Çитĕнсе пыракан çамрăк ăрушăн унăн ĕçĕсем ырă тĕслĕх пулса юлчĕç. Çутă сăнарĕ тÿпери хĕвел пек ăшăтса тăрать. Сăмахăма хăй çырнă сăвă йĕркисемпе вĕçлетĕп:

Çĕн самана ман кĕввĕме те
Вăй-хал пиллерĕ çĕр çинче.
Чăваш сăмахĕн илемне те
Яланлăх упрĕ çут тĕнче.

 

Маргарита ПРОКОПЬЕВА.

Вăрмар

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.