Комментари хушас

24 Утă, 2015

Пĕр тĕллевпе

Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăх хăй вăхăтĕнче çĕршывĕпех палăрнă. Кунта çулсерен çĕрулми, тырă-пулă пысăк тухăç панă. Сĕт, аш-пăш туса илессипе те малтисенчен пĕри пулнă. Шел, вăйлă аталанса пыракан хуçалăх йывăрлăха кĕрсе ÿкни ку тăрăхра пурăнакансене самай пăшăрхантарчĕ. Вăл та аркансан ял çыннисен ăçта ĕçлеме каймалла?

Инвестор - кăнтăр çынни Иналуг Агубеевич Тохтиев - «Ударник» хуçалăха ертсе пыма тытăнсан малтанлăха шанманни те сисĕнчĕ - пур-çук пурлăха сутса ярса, тĕппипех аркатасран хăрарĕç темелле. Анчах ертÿçĕ Мухаррем-Хан Тоймухамедов конкурс управляющийĕпе предприятие çине тăрсах ĕçлеттерме тăрăшнине кура çынсен кăмăлĕ те улшăннă. Çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕ. Халăхпа пĕр чĕлхе тупса пĕр тĕллевпе ĕçлеме тытăнчĕç вĕсем. Çакă ака-суха ĕçĕсене вăхăтра та ăнăçлă ирттерме пулăшрĕ.

Акни пĕр ĕç, анчах уй-хирти культурăна тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстермесен тăрăшни те харама каять. Хуçалăхра минераллă удобренисемпе усă курни, çумкурăка, сăтăрçăсене вăй илме паманнипе калча тикĕс те парка шăтса тухрĕ. Халĕ уй-хирте тырă-пулă пĕр тикĕс чÿхенсе ларать, тулли пучах çĕр çыннисене тав тунăн пăшăлтатать. Шалу вăхăтра тÿлени, ĕçлеме условисем туса пама тăрăшни çынсен кăмăлне çĕклет.

Çак кунсенче çулнă курăка типĕтсе фермăсем çывăхне турттарчĕç. Халĕ хĕрсех сенаж хываççĕ. Хурăнкасси люцерна уйĕнче те ĕç вĕресе тăрать. Директор пулăшаканĕ Эльбрус Даричев та ĕçченсем патĕнчен татăлма пĕлмест. Пĕр-пĕр ыйту сиксе тухсан çийĕнчех татса пама тăрăшать. Иван Викторовпа Алексей Андреев механизаторсем нумай çул ÿсекен курăксене çулаççĕ. Николай Смирнов хăватлă техникипе ешĕл массăна пусăрăнтарать. Пĕрлехи ĕçре водительсем те тăрăшулăх кăтартаççĕ. Çамрăксемпе пĕрлех ветерансем те уй-хирте.

Вăрманкасси уйрăмĕн ертÿçи Г. Афанасьев та ларса тăма пĕлмест. Вăл ĕçе те вăхăтлă йĕркелеме тăрăшать. Пурте пĕр тĕллевпе тăрăшсан хуçалăх хăйĕн ырă ятне тавăратех.

Иван Яковлев.

Муркаш районĕ, Йÿçкасси ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.