Комментари хушас

1 Çурла, 2015

Хаçат вуласси камăн ĕçĕ?

Хĕрарăм шăпи упăшкаран та нумай килет. Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнче пурăнакан Елизавета Улюкина мăшăрĕ япăх пулнă темест, анчах пурнăçĕнче пĕр çирĕп утăм тума тивнĕ унăн: вăл вунултă çул пĕрле пурăннă хыççăн тăватă ачине - ывăлĕпе виçĕ хĕрне - çавăтса килĕнчен тухса тарнă.

- Мăшăрăм ман хыççăн килессе пĕлнĕ эпĕ. Ялта пурăнма чăрмантаракан нумайăнччĕ: тем те пĕр сăмахлатчĕç, пирĕн хушша кĕретчĕç. Упăшка та ĕçме пуçларĕ. Кун пек пурнăçран тăвăнса çитнĕччĕ эпĕ. Аякра вара çĕннине пуçларăмăр. Ун чухне çĕршывра лару-тăру лайăхчĕ: хăть те хăш вырăна çитсе кĕрсен те ĕç паратчĕç, пурăнмалли вырăнпа тивĕçтеретчĕç.

Эпĕ яланах фермăра тăрăшнă, ĕне сăвакан вара пур çĕрте те кирлĕ. Упăшка та ĕçсĕр ларман. Вырăн шыраса таçта та çитрĕмĕр, ачасемпе пайтах куçса çÿрерĕмĕр. 1985 çулта вара Садкинче тĕплентĕмĕр. Мăшăр тивĕçлĕ канăва тухичченех трактористра тăрăшрĕ. Кабина алăкĕ хĕстернипе çурăм шăммине хуçса сусăрланчĕ. 51 çул пĕрле пурăннă хыççăн упăшкасăр тăрса юлтăм, чĕлĕм туртса ÿпкине пĕтерчĕ те усал шыççа пула çĕре кĕчĕ, - тет чăваш хĕрарăмĕ.

Елизавета Георгиевна Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралнă. Çут тĕнчене 1940 çулта килнĕскер вăрçă вăхăтĕнчи нушана астумасть. Ашшĕ те пулнă унăн. Арçын çапăçусенчен пĕринче урасăр юлнăран 1942 çулта тăван килне таврăннă.

- Çĕнтерĕве лайăх астăватăп. Аттепе пĕртăван Санька аппа та вăрçăра пулнă. Вăл сывă таврăнчĕ. Урамра пире, ачасене, курсан йăтса илчĕ те кашнинех канфет пачĕ. Унччен ку çимĕçе астивсе те курман эпĕ.

Атте вăрçăран таврăнсан сахăр кăларакансен бригадинче ĕçлерĕ. Çемьере сакăр ачаччĕ пирĕн. Эпĕ - асли. Ялти ытти ачасем пекех эпир те ĕçлесе ÿснĕ. Анчах пирĕнпе асанне пурăнни пысăк çăмăллăхчĕ.

Манăн вĕренес кăмăл та пурччĕ. Шăллăмсемпе йăмăксем пурте аслă е вăтам пĕлÿллĕ пулчĕç. Мана вара атте ямарĕ. "Эсĕ асли - килте кирлĕ", - терĕ те çакăнпа калаçу вĕçленчĕ. Ĕмĕрĕме ферма ĕнисене сусах ирттертĕм, - аса илет çамрăклăхне Елизавета Георгиевна.

Хăйĕн ачисене вара тивĕçлĕ пĕлÿ пама тăрăшнă хĕрарăм, çавăнпах тăваттăшĕ те ятарлă пĕлÿ илнĕ. Амăшне савăнтараççĕ вĕсем, пулăшсах тăраççĕ. Пĕр-пĕр пысăк ĕç тума та хăвăртах пухăнаççĕ.

Чăх-чĕп те усрать-ха Лисук аппа. Хаçат-журнал та нумай вулать.

- Çамрăклах вулама юрататтăм. Çавăнпах тĕрлĕ кăларăм çырăнатăп. Упăшка вăрçатчĕ вара: "Хаçат вуласси хĕрарăм мар, арçын ĕçĕ вăл", - тетчĕ. Пурпĕр парăнмастăм. Паян та вулатăп. Куç курманнипе те асапланмастăп, - вĕçлет калаçăва Елизавета Улюкина.

 

Елена ЛЯНКИНА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.