Комментари хушас

19 Çурла, 2015

Вера Ребрик - чăваш спорчĕн çĕнĕ çăлтăрĕ

Çак ята спортпа туслисем нумаях пулмасть Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче илтрĕç. «Олимпийский» стадионăн аренине пĕрремĕш хут тухнăскер пурне те хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерсе çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. «Маттур!» - мухтарĕç ăна чăваш журналисчĕсем. Çак сăмаха кашни тивĕçеймест, паллах, хамăрăннисем кăна. Крымра çуралса ÿснĕ пикене «пирĕн» теме вара, чăнах та, ирĕк пур. 2014 çулччен Украина чысне хÿтĕленĕскер кăçалтан - Чăваш Ен спортсменки, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин хастарĕ. Апла-тăк ун çинчен ырă сăмах калама юратех.

Украинăран - Раççее

Ача чухне Вера кашни шăпăрлан пекех тус-юлташпа пĕрле урамра выляса ÿснĕ, шкула çÿренĕ, спорт лапамĕнчен кайма пĕлмен... Çитĕнсе çитсен те тăван килтен аякка кайма васкаман, юратнă çыннисем çумĕнчен епле уйрăлăн? Анчах шухăшланă-и-ха ун чухне вăл çапла пуласса - тăван çĕршывне юнпа вараласса, 25 çултах юратнă ĕçсĕр юласса?

Крым çыннисем 2014 çулхи хĕлле Украинăра пулса иртнĕ пăтăрмахпа, ун хыççăнхи влаç политикипе килĕшме пултарайман. Вера та майданçăсен революцине йышăнман. Украина мирлĕ пурăннă тапхăрта спортсменка çĕршыври чи ăста атлетсенчен пĕри пулнă. Анчах та çак йывăр лару-тăрура карьера пĕлтерĕшлĕрех-и вара? Çын пурнăçĕнчен, тăван çĕршыв тăнăçлăхĕнчен хаклăраххи нимĕн те çук. Вĕсен майлă пулманнипе «хисеплисен» йышĕнчен тухса ÿкнĕ атлет, Крым Раççейпе пĕрлешсен «çĕршыв тăшманĕ» пулса тăнă.

Раççей гражданинĕн паспортне илсен Верăран телейлĕреххи те пулман тĕнчере. Анчах хĕршĕн каллех йывăр тапхăр пуçланнă: Украина минспорчĕ Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетика федерацине çыру янă - Крым спортсменĕсене ăмăртусене хутшăнма чарас. Крым пирĕн çĕршывăн пĕр пайĕ пулнине халĕ те йышăнасшăн мар-ха Европа. Украина Раççейрен ăста спортсмен хатĕрленĕшĕн укçа-тенкĕ ыйтнă /150 пин доллар!/.

- Çулталăк ытла хама читлĕхре тытнă пек туйрăм: нимĕнле турнирсене хутшăнма ирĕк памаççĕ, сборсене илсе каймаççĕ. Спортсмен унсăрăн пурăнаять-и вара?

Çапах пуç усмарăм, лару-тăру улшăнасса кĕтрĕм. Çывăх çыннăмсемпе тăванăмсем хавхалантарса тăни нумай вăй пачĕ. Тренировкăсене çÿрерĕм, юлташсемпе курнăçрăм, - тет Вера иртнине аса илсе.

«Çак вăрăм «отпуск» вăхăчĕ Верăшăн усăллă пулчĕ - кăтартăвĕсем лайăхланчĕç. Тренировкăсенче вăл сăнна 70 метра та ывăтма пултарчĕ», - палăртать унăн тренерĕ Ярослав Литвинов. Тĕрĕссипе, кунашкал çитĕнÿпе тĕнчере тăватă çын кăна мухтанма пултарать. Вĕсенчен пĕри вăл - пирĕн çĕршыв атлетки Мария Абакумова.

2014 çул Крым спортсменкине Пĕтĕм тĕнчери «Бриллиантовая лига» турнирăн пĕр тапхăрĕнче ăмăртма май килнĕ. Анчах ăна Хусанта иртнĕ çĕршыв чемпионатне хутшăнма чарнă. Çак пулăм хыççăн вăл урăх региона куçма шухăш тытнă. Телее, çак ыйту тутарсен тĕп хулинчех татăлнă.

- Ун чухне пире Крым сăнăçине хăйĕн хÿттине илме сĕнчĕç, - пĕлтерчĕ Чăваш Республикинчи çăмăл атлетсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Николай Панфилов. - Ку шухăш пире килĕшрĕ. Чăваш Ен ертÿлĕхĕ ирĕк парсан документсем хатĕрлеме пуçларăмăр. Чăннипе, Вера пеккисем Крымра сахал мар. Унти чылай спортсмен ытти региона куçма пуçларĕ.

Ребрик вара Чăваш Енре хÿтлĕх тупнăшăн питĕ кăмăллă. «Тинех ăмăртусене хутшăнма пултаратăп! - хĕпĕртет вăл. - Чăваш халăхне мана пăрахманшăн тав тăватăп. Шупашкарта темиçе кун кăна пурăнтăм пулин те ку тăрăхри паллă вырăнсене çитсе куртăм. Залив хĕррипе уçăлса çÿреме уйрăмах килĕшрĕ. Стадионта та питĕ хăтлă та илемлĕ, тренировка ирттерме пур услови те пур. Крымринчен пĕрре те кая мар», - тет. Хальхи вăхăтра вара Чăваш Ен спортсменки тăван килĕнчех - Ялтăрах - тренировкăсем ирттерет, çывăх кунсенче Китайра старт илекен тĕнче чемпионатне хатĕрленет. Сăмах май, ăна 2016 çулхи Олимп вăййисене хутшăнма пултаракан атлетсен йышне кĕртнĕ. Ăнсан, тен, пирĕн тепĕр Олимп паттăрĕ те «çуралĕ-ха».

Пĕрремĕш ăмăртурах çĕнтернĕ

Вера Ребрик 1989 çулта Ялта хулинче /ун чухне вăл СССР тытăмĕнче пулнă/ çуралнă. Кашни ача пекех вăл та пĕчĕклех сатур та шухă пулса ÿснĕ. Спорт вăййисене килĕштернĕрен шкул хыççăн кашни каç картишри лапама васканă. Ыттисем чупассипе маттур пулнă-тăк Вера вара мечĕк ывăтассипе пуринчен ăстарах пулнă. Физкультура урокĕ те уншăн чи юратни пулнă. Çавăн чухнех ăна тренер асăрханă, спорт шкулне пыма сĕннĕ.

- Эпĕ ун чухне 13-ре кăначчĕ. Сăнă ывăтакансен спорчĕ пурри çинчен ку таранччен те илтменскер пĕрремĕш хут алла сăнă тытса куртăм. «Мĕнле майпа ывăтмалла ăна?» - аптăранăччĕ ун чухне. Кăштах вĕрентнĕ хыççăн тренер 8 ача хушшинче, çавăн чухлĕн пухăннăччĕ эпир, ăмăрту ирттерчĕ. Тĕлĕнмелле те, эпĕ унта çĕнтертĕм. Пĕрремĕш çитĕнĕвĕмех чун хĕлĕхĕсене вăратрĕ тейĕн - эпĕ спорт шкулне çÿреме пуçларăм. Малтанлăха ку «çĕнĕлĕх» пирки атте-аннене те пĕлтермерĕм: те шиклентĕм, те хама тĕрĕслесе пăхас терĕм... «Ăçта каятăн?» - тесе ыйтсан: «Уçăлма», - теттĕм. Хам вара стадиона чупаттăм. Çур çултан кăна пĕлчĕç вĕсем кун çинчен, - иртнине йăл кулса аса илет паян спортсменка.

Тепĕр темиçе çултан хĕрача тренера пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарма пуçланă. Саккăрмĕш, пиллĕкмĕш, виççĕмĕш, пĕрремĕш - çÿлерех те çÿлерех хăпарнă вăл пьедесталăн картлашкипе. Сисмен те - спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Унтан - спорт мастерĕ пулса тăнă. Пĕррехинче çамрăк спортсменсен турнирĕнче сăнна 54 метра ывăтма пултарнă. Епле чаплă кăтарту! Кунтан та пысăкрах çитĕнÿсем тума хавхалантарнă ахăрт­нех, Крым хĕрне ку çĕнтерÿ. Пуçра вара çутă ĕмĕт: «Олимп вăййисене хутшăнас килет». Çак ĕмĕтех ăна ăмăртусенче çĕнтерме вăй парса тăрать.

Чăннипе вара Вера Ребрикăн çитĕнÿ пухмачĕ пушă мар. Темиçĕшне кăна каласа тухар:

  • 2004 ç. Турци. Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен турнирĕ. Иккĕмĕш вырăн.
  • 2005 ç. Мароккко.17 çулти яшсемпе хĕрсен тĕнче чемпионачĕ. «Кĕмĕл».
  • 2006 ç. Китай. 19-тисен чемпионатĕнче - «кĕмĕл».
  • 2007 ç. Нидерланд. Юниорсен Европăри ăмăртăвĕнче - пĕрремĕш.
  • 2008 ç. Польша. Тĕнчери юниорсен турнирĕнче сăнна 63,01 метра ывăтса тĕнче рекордне çĕнетнĕ. Китайра иртнĕ Олимпиадăна хутшăннă.
  • 2009 ç. Литва. Европа чемпионачĕ. «Кĕмĕл».
  • 2012 ç. Финлянди. Европа чемпионачĕ. Ылтăн медаль! /Кăтарту - 66,86. Украина рекордне çĕнетнĕ/.

«Аслисен хушшинче çĕнсе илнĕ пĕр­ремĕш чи пысăк награда ку. Чи паха медаль вăл маншăн. Чемпион ятне илтме пултарнăшăн халĕ те мухтанатăп. Тренер та çав тери савăннăччĕ. Уншăн та питĕ пысăк çитĕнÿ вăл», - тет спортăн тĕнче класлă мастерĕ.

Пирĕн çĕршыври çитĕнĕвĕсем пирки калас пулсан хальлĕхе наградăсем нумаях мар-ха унăн. Ăмăртусенче пĕрремĕш утăмсем кăна тăвать пулин те - тĕлĕнтерет. Тĕслĕхрен, Шупашкарта иртнĕ Раççей чемпионатĕнче вăл Олимп вăййисен призерне Мария Абакумовăна та çĕнтерме пултарчĕ. Пĕр уйăх маларах Раççей кубокне выляса илчĕ.

Чăваш спорчĕн çĕнĕ çăлтăрĕн медаль пухмачĕнче тепĕр пĕр-ик медаль кăна çитмест теме те пулать. Паллах, чи сумлисем - Олимп медалĕ тата тĕнче чемпионатĕнче çĕнсе илни. Ман шухăшăмпа, пултаруллă спортсменка вĕсемсĕр юлмастех пулĕ. Вăл хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçлатех. Çапла пултăрччĕ!

Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.