Комментари хушас

21 Çурла, 2015

Касма та пĕлмелле

Вăрмана лартма, упрама кăна мар, тĕрĕс касма та пĕлмелле. Камсем вĕсем - вăрман касакансем? Республикăра çулсерен иртекен конкурса курма пыракансем вĕсене сăнран та аван паллаççĕ, "ылтăн" аллисем мĕне пултарнине те пĕлеççĕ. Тĕслĕхрен, А. Епифанов çак таранччен пĕр хут çеç мар республикăри ăмăртусен çĕнтерÿçи пулнă. Кăçал виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Вăрман касакансен ăмăртăвĕ кăçалхипе Чăваш Енре Атăл леш енчи территорире саккăрмĕш хут иртнĕ. Хамăр республикăри тата Чулхула облаçĕнчи 11 вăрманçă тупăшнă унта. Канаш, Шăмăршă, Çĕмĕрле тата Шупашкар лесничествисенче тăрăшакансем уйрăмах хастар хутшăннă. Конкурс программинчи ĕçсене пурнăçлама тытăниччен вĕсем тата курма пынисем пушара хирĕç кĕрешнĕ чух усă куракан техника тата ытти хатĕр-хĕтĕр куравĕпе паллашнă.

Тахçанах кĕтнĕ мероприятие салам сăмахĕпе уçнă май Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Анатолий Яковлев вăрманпа перекетлĕ тата тухăçлă усă курасси тĕп тĕллевсен шутĕнче пулнине палăртнă. Çулсерен иртекен ăмăрту тупăшупа кăна çыхăнман. Йăлана кĕнĕ конкурса хутшăнакансем пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни, харпăр хăйĕн опычĕпе паллаштарни, тачă та усăллă çыхăнусем йĕркелени те питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Конкурс яланхи пекех икĕ тапхăрпа иртнĕ. Малтанах вăрманçăсем йывăçа тĕрĕс йăвантарма пĕлнине кăтартнă. Ун хыççăн пăчкă сăнчăрне улăштарассипе, йăвантарнă йывăçа кирлĕ пек касса типтерлессипе, туратсенчен иртессипе ăмăртнă.

Кăткăс ĕçе хаклама судьясене çăмăл килмен. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе пĕрремĕш вырăна "Стройавтохозяйство" пĕрлешÿре вăй хуракан А.Шашков тивĕçнĕ. Çак организацирех тăрăшакан ĕçтешĕ С.Субботин та унран юлас темен. Ĕç пахалăхĕпе вăл хисеп картлашкин иккĕмĕш пусми çине хăпарнă. Маларах асăннă А. Епифанов, "Лесной двор" пĕрлешÿре ĕçлекенскер, виççĕмĕш пулнă.

Сентябрь уйăхĕнче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи вăрман касакансем Хусанта пуçтарăнаççĕ. Кунта вĕсемшĕн çĕршыв шайĕнчи конкурс иртет. Пирĕн республика чысне унта кăçалхи çĕнтерÿçĕ хÿтĕлĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.