Комментари хушас

28 Нарăс, 2014

Кÿршĕ пÿлĕмре гитара каланă чухне

Нумаях пулмасть ЧР Наци библиотекинче республика шайĕнчи «Професси тĕнчи» фестиваль çĕнтерÿçисене чысларĕç. Мала тухнисем «Арт-Профи Форум» программăна хутшăнĕç. Ăна «Раççейри çамрăксен канашĕ» общество организацийĕ пуçарнă. Унăн тĕп тĕллевĕ студентсен хушшинче ĕç тата инженери специальноçĕсен сумне ÿстерессипе çыхăннă. Фестивале хăйсен пулас профессине юратакан, республикăри тĕрлĕ техникумпа колледжра вĕренекен 62 çамрăк хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсене виçĕ номинацире чысланă. «Арт-Профи-професси» номинацире Шупашкарти хула хуçалăхĕпе строительство техникумĕн студентки Елена Полиевтова мала тухнă. Вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕнче ăс пухакан пикепе тĕл пулма май килчĕ.

Вĕренме мар, çывăрса тăранма та май çук

Елена Чăваш Енрех çуралса ÿснĕ. 7 çул каялла вĕсен çемйи Норильска куçса кайнă. Пикене чунĕ Чăвашаллах туртнă. 9-мĕш класс пĕтерсен вăл Шупашкарти техникума вĕренме кĕрес тĕллевпе çула тухнă. Хăна çуртĕнче ĕçлеме тĕв тунăскер кунта хăйне килĕшекен специальноç тупнă. Пикене професси суйлама кам пулăшни тата вăл мĕншĕн аслă шкула мар, техникума вĕренме кĕни кăсăклантарчĕ.

- Пĕрле вĕренекенсенчен чылайăшĕ халĕ те ăçта каяссине пĕлмест. Мана 5-мĕш класра вĕреннĕ чухнех çак ыйту канăçсăрлантаратчĕ. Шухăшăмпа хама сутуçă вырăнĕнче те, юрист пуканĕ çинче те, ÿнерçĕ лаççинче те куртăм. Чуна çывăх професси аннен виççĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ хăнана килсен çирĕпленчĕ. Вăл Италире пурăнать. Неаполь хулинчи пĕр отельре менеджерта ĕçлени пирки каласа кăтартрĕ. Унăн ĕçĕ çав тери килĕшрĕ, сĕнĕвĕсемпе канашĕсене тĕплĕн итлесен хамăн пурнăçа та çав енпе çыхăнтарма тĕв турăм. Унтанпа тăватă çул иртрĕ. Шупашкарти хула хуçалăхĕпе строительство техникумĕнче иккĕмĕш çул вĕренетĕп. Хамăн специальноç кунран-кун ытларах та ытларах килĕшет. Хăна çурчĕсен тытăмĕнче ĕçлес тесен ахаль тирпейлÿçĕрен пуçласа ертÿçĕ тилхепин тивĕçĕсем таранах лайăх пĕлмелле. Вĕреннĕ вăхăтра официантра ĕçлесе пăхас шухăш та пур. Ĕç опычĕ ахаль пухăнманнине чухлатăп, çавăнпа аслă пĕлÿ иличчен техникума вĕренме кĕтĕм, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Елена.

Шкул ачипе студент пурнăçĕ пĕр маррине пике туйса илнĕ ĕнтĕ. Вĕренме кĕрсенех Елена общежитире пурăннă. Унти кулленхи шăв-шава чăтайманнипе тепĕр çулах иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕсемпе пĕрле хваттер тара илнĕ. Студентка шăплăхра ĕçлеме юратнине пĕлтерчĕ, кÿршĕ пÿлĕмре çĕрĕпех гитара каланă чухне кĕнеке шĕкĕлчеме мар, çывăрса тăранма та май çук.

Елена техникумра вĕренме кăмăллать, студентсене культура мероприятийĕсене сахалрах явăçтарни çеç пăшăрхантарать ăна. Унăн та, ытти хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм пекех, «Студентсен çуркуннине» хутшăнас, КВН командисен вăййине пăхас килет. Пике каласа кăтартнă тăрăх - техникумра фестиваль-конкурс сахал йĕркеленеççĕ. Унăн шухăшĕпе - студента пултарулăхне аталантарма та май туса памалла, уявсене йышпа ирттермелле.

Елена лайăх вĕренет. Уйăхсерен 500 тенкĕ стипенди илет. Ку укçа студента нимĕн тума та çитменни каламасăрах паллă, анчах мĕн тăвăн? Çамрăксен ирĕксĕрех ĕç тупма е тупăш тума урăхла мел шырама тивет. Атте-анне ĕнси çинче ялан лараймăн. Елена та пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать. Хулари чĕрне искусствин шкулĕнче ăсталăхне туптать. Унта вăл маникюр, педикюр тума вĕренет. Пĕр çын чĕрнисене илем кĕртессишĕн студенткăн вăтамран 3-4 сехет ларма тивет. Апла пулин те кулянмасть вăл, вĕренсе çитсен, мĕн пур вăрттăнлăхпа паллашсан çакă енчĕке хулăнлатмалли меслет пуласса шанать.

Пике спорта та юратать, анчах сывлăх енчен хавшак пулнипе тухтăрсем ăна физкультура занятийсене çÿреме хушмаççĕ.

Еленăн ĕмĕчĕсем пысăк. Вăл техникум дипломĕпе çеç çырлахасшăн мар, аслă пĕлÿ те илесшĕн. Харпăр усламçă ĕçне пуçласа пысăках мар хăна çурчĕ уçасшăн. Паллах, тĕллевсемпе ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес тесен нумай тăрăшмаллине ăнланать вăл, çак ĕçре ăна çемйи, пулас мăшăрĕ пулăшса та хавхалантарса пырасса шанать. Хальлĕхе пике çанă тавăрса вĕренме, хăйĕнчен мĕн килнине тума хатĕр.

Любовь ПЕТРОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.