Комментари хушас

22 Юпа, 2015

"Пурте вулатпăр!" фестиваль

Çут тĕнчере çичĕ тĕлĕнтермĕш теççĕ. Тепĕр тĕлĕнтермĕш те пур, анчах унпа кунсерен тĕл пулатпăр та тĕлĕнтермĕш теме те пăрахрăмăр. Сăмах кĕнеке пирки пырать. Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекинче «Чăваш Ен 21 - ПУРТЕ вулатпăр!» республикăри вулав фестивалĕ уçăлчĕ. Уява паллă çыравçăсем, Шупашкарти шкулсенчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Уява йĕркелекенсем чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ кĕнекесене пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Чăн та, издательствăра тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем валли вун-вун кĕнеке кун çути курать. Фестивалĕн тĕп хăнисен - Лев Кадкинпа Андрей Растворцевăн - кăларăмĕсем те кунтах «пиçсе» тухнă.

- Ачасем, кĕнеке кăларас ĕç пĕрре те çăмăл мар, вăл мĕнлерех йĕркеленнине пĕлес килет-и сирĕн? - кăсăкланчĕ мероприятие ертсе пыракан Э.Н. Малеева, Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин таврапĕлÿ уйрăмĕн пуçлăхĕ.

- Паллах! - янраса кайрĕ вулав залĕ.

Кун çинчен тĕплĕнрех каласа пама Чăваш кĕнеке издательствинче тăрăшакан ача-пăча литературин редакторне Ольга Федоровăна сăмах пачĕç. Чăваш тата вырăс çыравçисен хайлавĕсем кашни вулакана килĕшчĕр тесен редактор та, корректор та, ÿнерçĕ те вăй хуни çинчен ăнлантарнине куçран пăхса, тимлĕн итлесе ларчĕç шкул ачисем.

- Чăнах та, Чăваш кĕнеке издательствинче вăй хуракансем пирĕн, çыравçăсен, хайлавĕсене кĕнекене калăпланă чух чунне парса ĕçлеççĕ, çавăнпа пулĕ кашни кĕнеки ырă, уçса вулама питĕ кăмăллă, - çирĕплетрĕ уява килнĕ Андрей Растворцев çыравçă та. - Чăваш кĕнеке издательствинче эпĕ хайланă Управçă Хуккапа тата унăн тусĕсемпе паллаштаракан юмахсен ярăмĕ тухрĕ. Михаил Николаев художник вĕсене шăп эпĕ курнă пек сăнарлама пултарнă, ку мана питĕ савăнтарать. Тата çакна та палăртса хăварасшăн: эпĕ Амур тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ чылай çул Чăваш енре пурăнатăп. Ачасем валли çырнă кĕнекесем тÿрех икĕ чĕлхепе - чăвашла /куçаруçи - Юрий Сементер/ тата вырăсла - тухни маншăн пысăк чыс-хисеп.

Сăмах май каласан, Андрей Васильевичăн Чăваш кĕнеке издательствинче ачасем валли тăватă кĕнеке пичетленнĕ /«Уйăх çулĕ», 2009* «Кил управçисем», 2012* «Управçă Хуккапа унăн тусĕсем», 2013* «Управçă Хуккапа унăн тусĕсен мыскарисем», 2015/. Çывăх вăхăтра çĕнĕ хайлавсемпе тата та савăнтарĕ-ха вăл.

Лев Кадкин та пирĕн авторсенчен пĕри. Унăн та Чăваш кĕнеке издательствинче тăватă кĕнеке пичетленсе тухнă. Вĕсене харăсах вырăсла тата чăвашла хатĕрленĕ.

- Манăн юмахсенчи тĕп сăнарсем - чĕрчунсем, хурт-кăпшанкă. Ку ăнсăртран мар. Эпĕ çутçанталăка сăнама юрататăп.

- Сăвăсем çырнă чух хавхалану ăçтан тупатăр? - интересленчĕ вĕренекенсенчен пĕри.

- Тепĕр чух утса пынă чух сăвă йĕркисем хăйсемех пуçа килеççĕ, эпĕ кĕсьерен часрах хутпа ручка кăларатăп та çырса хуратăп. Унсăрăн киле çитнĕ çĕре манса кайма пулать, - уçса пачĕ вăрттăнлăхне Лев Кириллович.

«Эпир çак уява килнĕшĕн питĕ савăнтăмăр, кĕнекесене юратса вулама, библиотекăна тăтăшрах çÿреме сăмах паратпăр», - терĕç уяв вĕçĕнче ачасем савăк кăмăлпа.

Ольга ФЕДОРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.