Комментари хушас

25 Раштав, 2015

Панкратов бригадир тĕрĕссине куçран каланă

Ултавпа мала тухакансене тăрă шыв çине кăларнă

Елчĕк районĕнчи «Победа» колхозăн 8 ĕçченне "Социализм Ĕçĕн Геройĕ" ят панă. Пĕри - 1965-1994 çулсенче бригадирта вăй хунă Николай ПАНКРАТОВ. Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче 75 çул тултарчĕ. Икĕ хут Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен, ытти награда кавалерĕ, Чăваш АССР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вăл ертсе пынă бригада çĕртен пысăк тухăç илнĕ. «Хыпар» вулаканĕсене çитĕнÿсен вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ.

Кĕпертен пуçланнă

- Ял-йыша ертсе пыма ăçта вĕрентĕн?

- Ятарласа пĕлÿ илмен, - терĕ Николай Иванович. - Пĕтĕмпе те 6 класс çеç пĕтертĕм. Анне туберкулезпа чирленĕ чухне колхозра ĕçлеймерĕ. Атте тата унăн 4 шăллĕ нимĕçсемпе çапăçса пуç хучĕç. Вăрçă хыççăн выçăпа аптрарăмăр. Колхоз председателĕ е бригадир курман чухне хиртен пучах пуçтарса таврăннă, ал арманĕпе авăртнă кĕрперен пăтă пĕçернĕ. Çуркунне хирте çĕрĕк çĕрулми пуçтарнă, анне пашалу пĕçеретчĕ. Хиртен килетчĕ те кĕсйине тавăрса сĕтел çине тырă тăкатчĕ. Икĕ ачине выçăпа вĕлерес мар тенĕ. Аппапа иксĕмĕр мăн çынсемпе тупăшсах колхозра вăй хутăмăр. Пĕр çулхине хуçалăх хурĕсене, иккĕмĕшĕнче сурăхсене, виççĕмĕшĕнче ĕнесене кĕтрĕм. 18 çул тултариччен тĕрлĕ ĕçре тăрăшрăм. Çынсене ертсе пырас пултарулăх мана, тен, аттерен юнпа куçнă. Вăрçăччен вăл колхоз бригадирĕ, председателĕ, ял Канашĕн ертÿçи пулнă.

- Аçусăр юлнăран пĕчĕклех хăвна мăн çын пек тытман-и?

- Ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнче ÿснисемпе танлаштарсан тăлăхсем маларах çитĕнчĕç. Вуниккĕре чухне Ваçук тетепе Шăмăршă тăрăхĕнчен вутă турттарса килтĕмĕр. Çуна çулне тăман хупланăран юр ашса виççĕмĕш талăкра çеç яла çитрĕмĕр.

- 1958 çулхи кăрлачăн 1-мĕ­шĕнчен колхозниксене, рабочисене, служащисене килти хуçалăхра туса илнĕ продукцие пăрăнми йĕркепе патшалăха партарма, халăх хуçалăхне аталантарас тĕллевпе кăларнă патшалăх займĕсене илтерме чарнă. Эсĕ, 18 çулти каччă, çак йышăну ял-йыша çăмăллăх кÿнине куртăн-и?

- Унччен кашни çемьерен сĕт, çу, çăмарта, какай пухнине, патшалăх займĕ илтернине астăватăп. Правительство апат-çимĕç пуçтарса пурнăçа йывăрлатнă. Эпĕ çакна çынсем калаçнинчен илтнĕ. Продукци килте юлма тытăнсан пурнăç самай çăмăлланчĕ.

- Çак тĕлпулăва хатĕрленсе «Очерки истории Чувашской областной организации КПСС» кĕнекере акă мĕн вуласа пĕлтĕм /478 стр./: «Колхозсене пысăклатасси, совхозсем йĕркелесси колхозниксен сĕнĕвĕнчен пуçланнă. Вăйлă хуçалăхсем тепĕр чухне начаррисене пĕрлешме чĕнсе каланă. Сăмахран, Елчĕк районĕнчи «Победа» колхоз шăпах çапла тунă». Кун пирки мĕн шухăшлатăн?

- Мана çара илнĕ 1959 çулта Социализм Ĕçĕн Геройĕ Василий Зайцев Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи 10 пĕчĕк яла пĕрлештерсе «Победа» колхоз йĕркеленĕ. Унти ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 1110 гектартан 9200-е çитнĕ. Çакăн хыççăн колхоз экономики çирĕпленнĕ. Колхозниксем хуçалăхран илнĕ тупăшпа çурт-йĕр çавăрчĕç, ачисене пăхса çитĕнтерчĕç, вĕрентсе аслă çул çине тăратрĕç. «Победăна» пысăклатни усса çеç кайрĕ. 1964 çулта Зайцева Шăмăршă районĕнчи А.Николаев ячĕллĕ колхоза йывăрлăхран туртса кăларма шанчĕç. Ăна та республикăри малта пыракан хуçалăхсен йышне кĕртрĕ.

- Эсĕ Казахстанри Сарань хулинче шахтăра çĕркăмрăк кăларнă. Унта мĕнле лекрĕн?

- Çитмен пурнăç илсе çитерчĕ. Атте çурчĕ ишĕлес патнех çитнĕччĕ. Анне кунта текех хĕл каçаймастпăр терĕ. Куккаран икĕ пин тенкĕ кивçен илсе çĕнĕ пÿрт лартрăмăр. Парăм чыса юратать. Служба вĕçленсен ăна парса татассишĕн шахтăра çулталăк ĕçлерĕм. Ĕç укçи лайăх тÿлерĕç. Яла çĕнĕ костюмпа, пушмакпа пырса кĕтĕм. Анне тăвансене пухрĕ, вĕсен умĕнче куккана тав туса ăна икĕ пин тенкĕ тыттарчĕ.

- Сана бригадира кам илнĕ?

- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ, колхоз председателĕ Василий Свеклов. 1966 çулта ăна Социализм Ĕçĕн Геройĕн ятне пачĕç. Пысăк опыт пухнă агроном çĕрĕç вăрттăнлăхĕсене вĕрентрĕ.

- Турта хушшине тăрсанах курăмлă мĕнле ĕç турăн?

- Пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш ĕç - Кавалпа Кивĕ Эйпеç ялĕсен хушшинчи çырма урлă хывнă йывăç кĕпер. Вăл Кивĕ Эйпеçе нумай ялпа çыхăнтарчĕ, мĕн кирлине çав кĕпер урлă илсе килнĕ.

Ӳсĕм сăлтавĕ

- Каярахпа мĕнле ыйтусене татса патăн?

- Пĕренесенчен 3-шер кĕлет тата сысна вити, çĕрулми управĕсем, клуб, ФАП, шкул, ача сачĕ, машина-трактор паркĕ, ытти объект турăмăр.

- «Республикăра 1965 çулта кĕрхи ыраш кашни гектартан тухăç 12,5 центнер панă. Елчĕк районĕнчи «Победа» колхозри П.Данилов бригади ăна 32,6-шар центнер пухса кĕртнĕ. Республикăра çурхи тулă - 11-шер, çав хуçалăхăн С.Мышкин бригадинче 26 центнер тухнă» - вулатăп кĕнекере /487 стр./. Санăн кăтарту мĕнлеччĕ?

- Даниловпа Мышкинран пĕчĕк мар. Пĕр çулхине 73 гектар çинчи кĕрхи тулă 48-шар центнер тухăç пачĕ. Бригадăсем пĕр-пĕринпе чи лайăх кăтартусемшĕн ăмăртнă. Ĕçлеме пуçласанах эпĕ Социализм Ĕçĕн Геройĕпе Иван Михайловский бригадирпа нумай енĕпе танлашайман. 1967 çулта колхоз кашни гектартан тырпул - 28, çĕрулми 286 центнер пухса кĕртрĕ. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне какай - 96, сĕт 330 центнер туса илтĕмĕр. Ял хуçалăхĕнчи пысăк çитĕнÿсемшĕн хуçалăха Ленин орденĕпе наградăларĕç.1969 çулта республикăра тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ вăтамран 20,7 центнер пулнă, Михайловский, Мышкин тата эпĕ 38-43-шер центнер пухса кĕртрĕмĕр.

- Республикăннипе танлаштарсан «Победа» кăтартăвĕ чылай пысăкрах. Ÿсĕм сăлтавĕ мĕнре?

- Ака-суха тунă чухне Зайцевпа Свеклов çĕр ĕçне хутшăнакансене агротехникăна пăхăнса ĕçлеме вĕрентнĕ. Ăна çирĕп пăхăннă. Ял хуçалăх культурисене лайăхрах апатлантарма органика тата минерал удобренийĕ ытти районти чылай хуçалăхран нумайрах хывнă. Кивĕ улăма тислĕке янă. Ÿсентăрана самолетпа тата сеялкăсемпе апатлантарнă, кĕркунне тăпрана калиленĕ тата фосфоритланă.

- «Ылтăн Çăлтăр» медале тата Ленин орденне хăçан тата кам пачĕ?

- 1981 çулта, Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Председателĕ Семен Ислюков. Вĕсене илессишĕн эпĕ никампа та калаçман. Мана парас шухăш камăн пуçĕнче чи малтан капланнине халĕччен те пĕлместĕп.

- Бригадăсен хушшинче ăмăрту пынă терĕн. Çакă хăш енĕпе палăрнă?

- Ун чухне çуракиччĕ. Колхоза минерал удобренийĕ сапма килнĕ самолетсем кашни бригадăрах ĕçлерĕç, пирĕн пата çав-çавах çитеймерĕç. Аптранипе колхоз председателĕ Александр Евтихеев патне кайрăм. «Самолетсем Кивĕ Эйпеç еннелле хăçан куçаççĕ?» - терĕм. Агрономпа калаçрăмăр. Председатель ăна пирĕн бригадăри культурăсене те апатлантарас ĕçе йĕркелеме хушрĕ. Агроном пурпĕр тăруках итлемерĕ. Евтихеев ăна тепре асăрхаттарсан тин яла самолетсем çитрĕç.

- Пĕр-пĕрне ура хунă-и?

- Пĕр тĕслĕх аса килчĕ. 42 гектар çинчи çĕрулмине пĕтĕмпех кăлартăмăр, пĕр пайне михĕсене тултартăмăр, тепри купасенче выртрĕ. Мĕншĕн тесен «иккĕмĕш çăкăра» хулана ăсатма правлени пире автомашинăсем уйăрмарĕ. Ăна сутлăха ярасса текех кĕтмерĕм, çĕрулми управĕсене турттартăмăр. Улма сутма пуçламаншăн пире правленире ÿпкелерĕç. «Михĕсене çурăм хыçне çавăрса хурса хулана леçмеллеччĕ-и?» - ыйтрăм ертÿçĕсене куçран пăхса. Çак сăмахсене илтсе пухура тĕлĕрме пуçланисем те хăлхисене тăратрĕç. Председатель тепĕр кунне яла 30 автомашина яма шантарчĕ. Эпĕ: «Колхозниксене ыран выльăх кăшманĕн лаптăкĕнче пухăнма хушнă. Улма тиеме ямастăп!» - терĕм. Евтихеев бригадăна транспорт ямарĕ. Усал хыпар халăх контрольне çитнĕ. Председатель заместительне, тĕп агронома тата мана унта чĕнтерчĕç. Бригада мĕншĕн çĕрулми сутайманнине ăнлантарса патăм та - инспекторсем мана хирĕç нимĕн те каламарĕç. Пире автотранспортпа вăхăтра тивĕçтерменшĕн темиçе специалиста пĕр ĕç укçин оклачĕ чухлĕ штраф тÿлеттерчĕç. Пĕтĕм улмана сыснасене çитерсе яма тиврĕ. Колхоз «иккĕмĕш çăкăр» сутассипе плана тултарчĕ. Çавăнпа Евтихеева явап тыттармарĕç.

Ытларах илнĕ!..

- Ăмăрту çивĕччи тата хăш тĕслĕхре курăннă?

- Калча мĕнле шăтнине ятарлă комисси çуркунне тĕрĕслесси нумай çул каялла йăлана кĕнĕ. Пĕр çулхине кÿршĕсен нумай çул çитĕнекен курăкĕ пирĕннинчен лайăхрах ешернине асăрхарăм. Сăлтавне агрономран ыйтса пĕлтĕм: курăка апатлантарма кÿршĕсене минерал удобренийĕ ытларах уйăрнă. Çакна колхоз председательне пĕлтертĕм, пĕр бригадăна ыттисенчен уйăрма чарăнăр терĕм.

- Хăшпĕр чухне ăмăртусене тĕрĕс мар пĕтĕмлетнĕ-и?

- 1978 çулта тырă лайăх пулчĕ. Анчах вырмара çумăр уй-хире пĕр чарăнмасăр ислетрĕ, комбайнсем, машинсем пута-пута ларчĕç. Асаплантăмăр пулин те тырпула пухса кĕртрĕмĕр. Кашни гектартан вăл 32 центнер тухрĕ. Партком секретарĕ Петр Васильев пухура бригадăсен хушшинчи ăмăртура «5-мĕш бригада мала тухни, вăл кашни гектартан 34 центнер тырă пуçтарса кĕртнине» пĕлтерчĕ. Пухăва Елчĕк райĕçтăвком председателĕ те хутшăнчĕ. Докладçă сăмахĕсем чăнлăхпа килĕшсе тăманнине тăрă шыв çине кăларас тĕллевпе трибуна çине хăпартăм, 5-мĕш бригада тухăçĕ - 28-шар, пирĕн 32-шер центнерпа танлашнă терĕм. Ку сăмаха çав кунах, çĕнĕ шкула уçнă чухне, райкомăн пĕрремĕш секретарĕ Василий Шадриков умĕнче каларăм. Савăнăçлă митинг иртсен вăл кăтартусене тишкернĕ. Тепĕр кунне ял Канашĕн председателĕ вырăнти радиоузелпа «Николай Панкратов бригади кăçал чи тухăçлă тырпул пухса кĕртнине» пĕлтерчĕ.

- Комбайнсем çине хĕрлĕ çăлтăрсем ÿкеретчĕç…

- Çапла. Вĕсем тата Хисеп хучĕпе преми комбайнерсене тырă ытларах тĕшĕлеме хавхалантарнă. Çак меслетпе чылай районта халĕ те усă кураççĕ. Тахăш çул пирĕн Николай Иванова, колхозра чи нумай тырпул çапса илнĕскере, улталарĕç. Алексей Сурков комбайнер пĕрремĕш вырăна тухнă терĕç. Иккĕшĕ миçешер тонна пухнине документсене пăхса тĕпчерĕм, Иванов ытларах пуçтарнине тĕп-тĕрĕс палăртрăм. Анчах пурпĕр мана итлемерĕç, Сурковах «чемпиона» кăларчĕç. Иванов хăйне улталанă пирки тепĕр вырмаччен кÿренсе пурăнчĕ. Евтихеев хире пырсан: «Кăçал пĕлтĕрхи пек ан тăвăр ĕнтĕ», - тенĕ вăл. Председатель пичĕ хĕрлĕ чĕкĕнтĕре аса илтернĕ. Çав вырмаран пуçласа çулленех Иванов çĕнтерчĕ.

- 1994 çулта «Победа» саланнă, унран темиçе хуçалăх уйрăлса тухнă. Çакна мĕнле чăтса ирттертĕн?

- Колхоза «ваклассине» хирĕç пултăм. Халĕ пирĕн ял тăрăхĕнче - темиçе хуçалăх. Вĕсем совет тапхăрĕнчи «Победа» пекех çынсене ĕçпе тивĕçтерсен, ял-йыша пурăнмалăх ĕç укçи тÿлесен икĕ-виçĕ е ытларах хуçалăх пулнине хурламастăп. Шел те, чылайăшне ĕç вырăнĕ параймаççĕ. Çавăнпа кăмăл тулмасть.

- Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăн?

- Ял хуçалăхĕ пирĕн вăхăтри пекех аталанасса кĕтетĕп.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.