Комментари хушас

14 Пуш, 2014

Папкасем "йĕресрен"

Улмуççи çеçкине çиекен хурт /долгоносик/ çуркунне ир-ирех, тĕрлĕ ытти сăтăрçăран чи малтан вăранать. Вăрăм сăмсаллă пĕчĕк çак нăрă пуринчен те хăрушăрах.

Çуркунне пĕрремĕш хут ăшăтса ярсанах вăрăм сăмса хăйĕн «йăвинчен» тухать те чечексен папкисене сăмсипе шăтарса сиенлет. Çакна ахаль пăхсах асăрхама пулать, пĕчĕк шăтăксенчен таса шĕвек тухма тытăнать. Тепĕр майлă çак пулăма папкасем «макăрни» тесе те калаççĕ.

Хурт ами çăмартисене улмуççин папки ăшне хурать. Вĕсенчен тепĕр 5 кунран личинкăсем тухаççĕ те çывăхри пур япалана та çиме тытăнаççĕ. Йывăç папкисем, çеçкисем хăмăрланаççĕ, типеççĕ, тутăхнă пĕчĕк çĕлĕк пек пулса лараççĕ. Кăштах вăхăт иртсен çимĕç пулмалли папка пачах хăрать.

Тухăçа упраса хăварас тесен çак хурта вăхăтра пĕтермелле. Сывлăш температури 5-7 кун хушши ăшă тăма тытăнсан улмуççисемпе грушăсене тĕрĕслесе тухăр. Пĕр-пĕр турат айне шурă пусма /икĕ хут хутлатнă простынь те юрать/ сарăр та йывăç туратне пĕчĕк пуртăпа шаккаса илĕр. Енчен те хуртсем ÿкнине асăрхасан йывăçа хуртсене пĕтермелли ятарлă им-çампа /карбофос, актеллик, вофатокс/ сирпĕтĕр. Хальхи вăхăтра вĕсене лавккара çăмăллăнах туянма пулать. Çанталăка пула çак хурта вăхăтра имçмлама ĕлкĕреймесен ку ĕçе каярахпа та тума пулать, вăл пур пĕрех вилет.

Çакна шута илме ан манăр, вăрăм сăмса хăрушлăх сиксе тухсан сарăмсăр шок пек пулăма /танатоз/ ÿкме тăрăшать. Урăхла калсан вăл вилнĕ пек пулса выртать. Ăнсăртран хăратнă хурт хăйĕн мăйăхĕсене, урисене хутлатать те турат çинчен çĕр çине ÿкет. Çавăнпа та туратсене темиçе кун та силлесе пăхмалла. Мĕншĕн тесен хĕллехи ыйхинчен хурт темиçе кун хушши вăранса тухать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.