Комментари хушас

28 Кăрлач, 2016

Тĕлĕнмелле ăста юмахçăччĕ вăл

Пĕр самана вырăнне тепри килĕ, ăрупа ăру ылмашăнĕ. Анчах этемлĕх юмахсемпе кăсăкланма нихăçан та пăрахмĕ. Пĕрисем халапсем пулăшнипе пулăмсене ăнлантарса пама тăрăшĕç, чăнлăхран хÿтĕленĕç, вĕсемпе воспитани тĕллевĕсене пурнăçлас тесе усă курĕç* теприсем вара ниме пăхмасăр асамлăха ĕненĕç...

Кăнтăрла юмах юптармаççĕ

Пĕчĕк чухне юмах итлеме юратман ача çук-тăр. Эпир те, шăллăмпа иксĕмĕр, кукамай килти ĕçсенчен пушанасса, пире хăй пÿлĕмне чĕнессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. «Кукамай, юмах яр-ха, ухмах Йăван çĕр сум укçипе мĕн-мĕн туянни çинчен каласа пар-ха», - тесе кун каçипе миçе хутчен йăлăнман-ши?! «Ачамсем, кăнтăрла юмах юптармаççĕ. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ пур. Каçчен кĕтĕр ĕнтĕ», - тетчĕ хаклă çыннăмăр ăшпиллĕн.

Тавралăха хура чатăр карсан, тÿпе йăлтăркка çăлтăрĕсене çутсан, пÿрт чÿречисем вĕсене саламласа сывлăх суннăн куçĕсене хĕсме пуçласан кукама-йăн юмах çăмхи те сÿтĕлме тытăнатчĕ. Шăллăмпа иксĕмĕр шыв сыпнă пек шăп лараттăмăр. Куç умĕнче тĕлĕнтермĕшсен асамлă тĕнчи чĕрĕлсе тăратчĕ...

Ачалăхăмри ырă самантсене аса илнĕ май Кĕлпук мучи çинче чарăнса тăрас килет. Вăл Ухсай Яккăвĕн «Кĕлпук мучи» поэминчи сăнар пулнине чылай кайран, тăван литературăпа туслашсан тин, пĕлнĕччĕ. Çапла, халăх юратакан, хапăлласа йышăнакан сăнарпа паллашасси хайлав вуланинчен мар, мучи сассине тăнланинчен пуçланнă. Чăвашрадио эфира кăларакан юмахсене çемйипех итлеме кăмăллатăмăр. Хайхи Кĕлпук мучи пушшех тыткăнлатчĕ. Тĕлĕнмелле ăста юмахçăччĕ вăл. Култарма та, шанăç кÿме те, кирлĕ чухне куççуль кăларттарма та пĕлетчĕ. Сăнарсемпе пĕрле савăнаттăмăр, хурланаттăмăр. Юлашкинчен вĕсем тăвансем пекех туйăнма пуçлатчĕç.

Темшĕн çитĕннĕçем этем юмахсенчен писет. Алăра - расна кĕнекесем, радиопа та урăхларах кăларăмсем кăсăклантараççĕ. Çапах тепĕр чухне пурнăç иртнĕлĕхе çаврăнса пăхма хистет пире, ачалăхра манса хăварнă савăк кăмăлпа юмахсене хамăрпа пĕрле илме май парать. Çав саманта асăрхамасăр хăварас марччĕ çеç.

Телей алăкĕ уçăлсан...

Тантăшăмăрсем, пирĕн умра халĕ телейĕн пысăк алăкĕ яриех уçăлчĕ - Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа «Кĕлпук мучи юптарать» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ - Чăвашрадио корреспонденчĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ Галина Вастрюкова* редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Елена Енькка. Кăларăма РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ Ефим Никитин Чăвашрадиопа каласа панă юмахсенчен хатĕрленĕ. Чăваш халăх юмахĕсемсĕр пуçне уйрăм çыравçă тата тĕрлĕ халăх халапĕсене те тĕл пулăр кунта. Çавăнпа вĕсене танлаштарса пăхма та пулать. Сăмахлăх урлă халăх шухăшлавĕ, йăли-йĕрки пит аван курăнать.

Юмахсене вуласа киленме çеç мар, итлесе савăнма та май пур. Кĕнекепе пĕрле «Чăваш Ен» патшалăх телевиденипе радиовещани компанийĕн фондĕнче упранакан юмахсене çырса илнĕ диска хурса панă. Эппин, каçсерен çемйипе пуçтарăнса Кĕлпук мучи юптарнине итлеме сĕнетĕп пурне те. Аслăраххисем иртнине аса илĕç, кĕçĕннисем вара ăста юмахçăпа паллашĕç. Сăмах май, Ефим Никитич çинчен «Эпĕ-ха ку, Кĕлпук мучи...» ум сăмахра тĕплĕнрех çырса панă Галина Витальевна.

Ефим Никитин 1912 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Арапуçĕнче çуралнă. Ачаранах артист пулма ĕмĕтленнĕ вăл, шкулти сценкăсемпе спектакльсенче вылянă. Анчах ăнăçăва çеç шанса ларман Ефим - вăйне шеллемесĕр тар тăкнă, ялан малалла ăнтăлнă. Ку енĕпе вăл паянхи ăрушăн та ырă тĕслĕх пулма тивĕç. Палăртнă çултан пăрăнмасассăн телей патне çитетĕнех.

Акă мĕн вуласа пĕлетпĕр ум сăмахра: «Литература вĕрентекен Сергей Ялавин кружок йĕркелени, арçын ача унта хастар хутшăнни, аслисем эсĕ театр валли çуралнă тесе хавхалантарни артист пулас шухăша татах çирĕплетнĕ. Çавăнпа та вăл Мишша юлташĕпе пĕрле Ленинградри артистсене хатĕрлекен шкула вĕренме кĕме çыру ярать. Хăй ячĕпе килнĕ йыхрав хутне илеймен пулсан та /ашшĕпе амăшĕ унăн шухăшне ырламан, артист пулма пиллемен, йыхравне те кăтартман/, чугун çул çинче ĕçлеме каякансемпе пĕрле çула тухать. Ленинградра пилĕк кун ĕçлесе билет хакне кăларсан юлташĕпе пĕрле артистсен шкулне кайса курать, экзаменсене ăнăçлă тытнă, этюдсене кăтартнă хыççăн вĕренме тытăнать». Интереслĕ фактсем татах та пур кунта. Вĕсемпе вулакан хăй паллашасса шанатăп.

Кĕрешÿре чăнлăх çуралать

Содержанийĕпе те, калăпăшĕпе те, сăнарсен сис-темипе те расна юмахсене мĕн пĕрлештерсе тăрать-ха? Паллах, ырăпа усал, тĕрĕслĕхпе ултав, тÿрĕлĕхпе чеелĕх, ăспа айванлăх хирĕçтăрăвĕ. Çак кĕрешÿре чăнлăх çуралать. Вулакан пĕртен-пĕр тĕрĕс шухăш патне пырса тухать.

Юмахсенче асамлă ĕçсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсемсĕр май та çук пек. Анчах виçине пĕлмесессĕн, ытлашши аташса кайсассăн асамлăх та сиен кÿме пултарать-мĕн. Çакăн çинчен систерет те «Вун икĕ çула кĕрĕшнĕ тарçă». «Нюх-Нюх сăмси мĕншĕн пук-лак?» ятли тÿрремĕнех евитлет. «Кирлĕ мар çĕре сăмсана чикме хушмаççĕ çав», - тет. Тилĕ ялан чее: карчăкпа старике те /«Тилĕ тус»/, кашкăра та /«Тилĕпе кашкăр»/, упана та /«Тилĕпе упа»/ шăн пăр çине лартса хăварать. «Чăхă çинчен» юмах сас-хура еплерех сарăлнине уççăнах кăтартса парать. Сăмах тухсан пĕр пĕчĕк чĕп те пилĕк чăхха çитет, шăнаран та слон пулать. «Тантăш» тусĕсем, чи пысăк пуянлăх мĕн пулнине пĕлетĕр-и эсир? Çук тăк «Чи пысăк пуянлăх» хайлава вулăр.

«Кĕлпук мучи юптарать» кĕнекепе тата аудиодискпа эсир вăхăта усăллă та хаваслă ирттерме пултарăр. Кашни юмах хăйне евĕрлĕ, интереслĕ. Вĕсем сире савăк самантсем парнелессе шансах тăратăп.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.