Комментари хушас

4 Нарăс, 2016

Инкек çири кĕперен те çывăхрах

Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче çĕрле Тутарстанра пушарнăйсен пульчĕ çине хăрушă хыпар килнĕ: Лениногорск районĕнчи Кивĕ Кувак салинче пÿрт çунать. Пушарнăйсене кÿршисем чĕннĕ. Çулăмпа ултă сехет кĕрешнĕ. Кăмрăк айĕнче амăшĕн тата пилĕк ачин виллине тупнă. Çемье пуçĕ Сергей, ÿсĕрскер, çăфлăнса юлнă. Улттăмĕш ачи кипкепе çуралнă темелле-ши - вăл ун чухне тăванĕсем патĕнче пулнă. Нумай ачаллă çемье 2015 çулхи авăн уйăхĕччен шутра тăнă. Коммуналлă тăкаксемшĕн тÿлеменрен газа чарнă, çавăнпа çурта кăмака хутса ăшăтнă, электрохатĕр те çутнă. Çемьере Сергей çеç ĕçленĕ. Кÿршисем каланă тăрăх, вăл эрех-сăрапа иртĕхмен, уявсенче кăна сыпкаланă. Пушарта амăшĕн тата çул çитмен 5 ачин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни - ытла та хăрушă. Ку хыпар çĕршыва кисретрĕ. Пирĕн республикăра пурăнакансем те телекуравпа кăтартнă сюжета куççульсĕр пăхайман ахăртнех. «Сыхланакана Турă сыхлать», - тесе тĕрĕсех каланă, хамăра упрамаллах, сыхă пулмаллах. Муркаш район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси, опекăпа попечительлĕх органĕсен специалисчĕсем кăмака хутса пурăнакан çемьесене асăрхаттарма çула тухрĕç. Шутра тăракан, опекăпа попечительлĕх органĕ сăнакан çемьесен, пĕччен кун кунлакан ватăсен çурчĕсене çитрĕç вĕсем. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.