Комментари хушас

24 Пуш, 2016

Çыру йĕрĕпе

Çынсене çĕр ыйтăвĕ хумхантарнине Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленине çулсерен çырусем йышлă килни те çирĕплетет. Акă 2014 çулта инспекторсем 19 çыру пăхса тухса хурав панă. Пĕлтĕр вара 61 çырăва тишкерме тивнĕ. 9-шĕпе вара администраци тĕпчевне ирттернĕ.

Ашкăрать çумкурăк

Çĕрпÿ районĕнче пурăнакан арçын Патăрьел ял тăрăхĕнчи 2 лаптăка тĕллевлĕ усă курманнине управление систернĕ. Чăн та, РФ КоАП-ăн 8.8 статйин 2-мĕш пайĕпе айăплама сăлтав пуррине инспекторсем хăйсем курса ĕненнĕ. Тепĕр çăхав Шупашкар районĕнчен çитнĕ. Уйрăм çын çĕрне сухаласа акманнипе лаптăка йывăç-тĕм, çумкурăк пусса илнине пĕлтернĕ. Çыру тăрăх çула тухсан инспекторсен умне чăтлăх тухса тăнă. Йывăç-тĕмĕсем 5 çула та çитнĕ-тĕр. Пулăхлă çĕре юхăнтарнăшăн ăна та çÿлерех асăннă статьяпа айăпланă.

Çÿп-çап купи

Тепĕр çивĕч ыйту - çÿп-çап купи. Çак ыйтупа Çĕрпÿ тăрăхĕнчен кăна темиçе çыру çитнĕ. Пĕррехинче Рынкă Салин ял тăрăхĕн территорийĕнче ăпăр-тапăр куписем ÿссе ларнине систернĕ. Тĕрĕслев ку тăрăхри 50 тăваткал метр лаптăка çÿп-çап купи айне тунине палăртнă. Мĕн кăна йăваланса выртман-тăр кунта: шифер ванчăкĕ, кирлĕ мар сĕтел-пукан... Унччен вара çакăнта извеç кăларнă. Йĕркесĕрлĕх куç умĕнчех темелле, анчах тĕрĕслевçĕсем айăплисене явап тыттарайман. Мĕншĕн тесен вăл лаптăка промышленноç çĕрĕсен категорине кĕртнĕ. Управлени вара ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемшĕн яваплă, вĕсенче йĕрке тăвассипе ĕçлет. Çапах йĕркесĕрлĕх çине куç хупаймăн. Тĕрĕслев актне тивĕçлĕ йышăну тума Раççей çут çанталăк надзорĕн республикăри управленине ярса панă.

Асăннă районти Кăнар ял тăрăхĕнче вара вăрманпа юнашар вырнаçнă ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре те ăптăр-каптăрпа вараланă. Кивĕ атă-пушмакран пуçласа тимĕр пичке таранах йĕри-тавра сапаланса выртнă. Кун пек чухне айăплине тупма пулĕ-ши? Вăрă аллине хурса хăвармасть. Кунта та çаплах. Ял тăрăхĕн çÿп-çапа хăйĕн вăйĕпе тиесе тухма, лаптăка йĕркене кĕртме тивнĕ.

Етĕрне районĕнчен те пулăхлă çĕре варалани пирки çырса пĕлтерчĕç. Çăхав чăнлăхпа тÿр килни палăрчĕ. Ку районтан килнĕ тепĕр çырура та çакнах асăннă. Тĕрĕслевçĕсем çыру йĕрĕпе çула тухнă. Ку хутĕнче айăпли çул юсакан пĕрлешÿ пулни асăннă. Ăна та РФ КоАП-ăн 8.7 статйин 1-мĕш пайĕпе тата 8.6 статйин 2-мĕш пайĕпе административлă явап тыттарнă.

Красноармейски районĕнче пурăнакансем вырăнти хуçалăх ял çывăхне тислĕк тăкни пăшăрхантарнă. Хальхинче те хыпар тÿрре килнĕ.

Çынсем ытларах пулăхлă çĕре вараланăшăн кăмăлсăрланаççĕ. Шупашкар районĕнчи тепĕр тĕслĕхре те çĕре каяшпа шар кăтартнине çырнă. Анчах ку хутĕнче йăлари каяш пирки сăмах пымасть. Кайăк-кĕшĕк каяшне тăкнă лаптăкра нитрат виçи, сиенлĕ бактерисен йышĕ нормăра палăртнинчен ытларах пулнă. Çĕре вараланăшăн айăплине 40 пин тенкĕлĕх штрафланă. Пулăхлă тăпрана вырăнтан куçарнăшăн та явап тытма, 30 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивнĕ.

Пулăхлă тăпра ăçта?

Çырусенче час-часах тапратакан тĕп ыйту - пулăхлă çĕре тĕп туни. Акă Куславкка район администрацийĕ Пăрмас ял тăрăхĕн территорийĕнче 500 метра яхăн траншея чавса тухнине хыпарларĕ. Йĕркесĕрлĕхе асăрхамасăр пултарайман. Мĕншĕн тесен лаптăк сухаласа акма юрăхсăр. Шел, айăплине палăртма май килмен: çĕре чикĕлемен, арендăна паман.

Пĕтĕмĕшле илсен, çĕрпе çыхăннă çырусем ытларах Шупашкар, Етĕрне, Куславкка, Муркаш районĕсенчен, Шупашкар хулинчен килеççĕ. Вăрмар, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри, Элĕк тăрăхĕнчен çитнĕ çырусене пăхса тухса хурав панă.

Надежда Васильева,

Раççей ял хуçалăх надзорĕн

республикăри управленийĕн

ĕçченĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.