Комментари хушас

5 Çу, 2016

Вампилов пьесисем кивелмеççĕ

Çуллахи кунсем ытармалла мар хитре те илĕртÿллĕ, анчах эпир çак илемпе киленсе пурăнма пĕлместпĕр. Хамăр тавра мĕн пулса иртнине, куç умĕнчи çынсене сăнамастпăр. Ялан тем шыратпăр, вăрçăнатпăр, пĕр-пĕрне ăмсанатпăр... Ыттисен телейĕпе савăнса, тăвансемпе килĕштерсе тата çывăх çынсене ырă сунса пурăнас вырăнне ватса çĕмĕрме хатĕр. Çак пăтрашулăхра та лайăххине ĕненекен çынсем пурри кăмăла çĕклет.

Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче пĕрремĕш хут тухнă “Ытарайми çу кунĕ” спектакле пăхнă май çуралчĕç çак шухăшсем. Театрăн режиссерĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Надежда Сергеева вырăс драматургĕн Александр Вампиловăн “Прошлым летом в Чулимске” пьесине тĕпе хурса лартнă постановка тыткăнларĕ. Унта юратупа чыслăх, çынлăхпа кăмăл-сипет ыйтăвĕсем уççăн курăнаççĕ.

Спектакльти чи çутă сăнар — Валентина /роле Оксана Драгунова калăплать/. Буфетра ĕçлекенскер тирпейлĕхшĕн тăрăшать, хăй пурăнакан вырăна хăтлăлатать, чечек лартса ÿстерме ĕмĕтленет. Çурт таврашĕнчи кивелнĕ картана юсасах тăрать, анчах пурте ăна çĕмĕреççĕ, калинккерен çÿрес вырăнне картана ватса кĕреççĕ. “Калинккепе çÿрĕр, картана ан çĕмĕрĕр”, — тархаслать вăл çынсене, анчах ăна илтекен пур-и вара. Спектакль те Вальăпа Илле мучи /Валерий Софронов/ картана юсанинчен пуçланать. Карта ыррипе усаллăх, чыслăхпа тасамарлăх, геройсен чунри кĕрешĕвне палăртать. Валя та ырришĕн кĕрешет, анчах ăна кил-çуртсăр çапкаланса çÿрекен Илле кăна ăнланать. “Çуттине” сыпкалама юратать пулин те вăл яланах калинккерен кĕрсе тухнине сăнатпăр.

Хитре хĕре çăмăлттай каччă Павăл /Сергей Павлов/ тата 40 çулти Мечеткин бухгалтер /Григорий Федоров/ куç хывнă. Валя вара хуларан района ĕçлеме килнĕ следователе Владимир Шаманова /ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов/ килĕштерет. Анчах вăл хĕре асăрхамасть, Зина аптекарьшăпа çыхланса кайнă. Унччен хулара ыр курса пурăннă /пысăк должноçри хуняшшĕ, хÿхĕм арăм, автомашина, карьера.../ Шаманов та кунта ахаль килсе лекмен: арăмĕн ашшĕне /лешĕ çынна машинăпа çапса кайнă/ тăрă шыв çине кăларнăскере районалла “ăсатнă”. Пĕр кунра пĕтĕмпех çухатнăскер лайăххине курми пулать, çынсене ĕненме-шанма пăрахать. Валя юратăвĕ ăна пурнăç çине çĕнĕлле пăхма хистет. “Пĕлĕт айĕнчи хĕвел пайăрки вăл маншăн”, — тет Шаманов.

Ырă чунлă Вальăна ашшĕ те /РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Семенов/ юратмасăрах качча тухма тархаслать, буфетра пĕрле ĕçлекен Анна Васильевна /ЧР халăх артисчĕ Валентина Ситова/ хулана тухса кайма сĕнет. Валя кунтан хăйĕн юратнă çыннипе, Шамановпа, пĕрле тĕнче хĕррине тарма хатĕр, анчах арçын çакна кая юлса ăнланать. “Танцăна” кайсан Павăл хĕре мăшкăллать. Валя çын куçĕнчен пăрăнса пăшала кĕрслеттерет.

Валентинăн çутă сăнарĕ пи­ре çут çанталăка юратма, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма, чыслăха упрама, таса туйăмпа пурăнма вĕрентет.

Артистсем сцена çинче выля­маççĕ — пурăнаççĕ. Драмăри ĕç-пуçа хăйсен чун-чĕри, ăсĕ-шухăшĕ витĕр кăларса халăх патне çитереççĕ. Ольга Драгуновăпа Валерий Карпов, Елизавета Хрисанфовăпа Григорий Федоров хăйсен ролĕсене ĕнентерÿллĕ калăпларĕç. Илемлĕ кĕвĕсем геройсен шалти кăмăл-туйăмĕпе пăшăрханăвне вăйлатрĕç.

Пьесăна пĕрремĕш хут 40 çул каялла Леонид Родионов режиссер лартнă, ăна Хветĕр Агивер çыравçă куçарнă. Наталья Сергеева палăртнă тăрăх — А.Вампиловăн хайлавĕсем нихăçан та кивелмеççĕ, хуть хăш вăхăтра сцена çине кăларсан та вĕсем куракана çавăрса илеççĕ. “Унăн пьесисенче çыннăн пурнăçĕ, шухăш-кăмăлĕ уççăн курăнать. Çур ĕмĕр каяллах çырнă пулин те унти ĕçсем паянхи куна питĕ çывăх”, — тет режиссер.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.