Комментари хушас

22 Пуш, 2014

«Виçĕ çĕр çывăрмасăр хурал тăтăмăр»

Пушăн 16-мĕшĕнче Крымра референдум иртрĕ. Унта суйлавçăсен 96% ытла Раççейпе пĕрлешессишĕн сасăларĕç. Иртнĕ ытлари кун Крым Республикипе Севастополь хули пирĕн çĕр-шывăн субÿекчĕсем пулса тăчĕç. Ĕмĕртен пĕр тăван пек пурăннă халăх çĕнĕрен пĕрлешнине, ăссăр политиксен йăнăшне тÿрлетнине чылайăшĕ ырласа йышăнчĕ.

Крымри Феодосия хули çумĕнчи Первомайски поселокĕнче пурăнакан Людмила Гурьевăшăн та ку пулăм уявпа танах. Анчах вăл иртнĕ суйлава хутшăнайман, 90-ри амăшне пăхма Шупашкара килнĕ. Людмила Николаевнăпа иртнĕ шăмат кун митингра ĔЧăваш Ен çыннисем те Крым халăхĕпе пĕрле пулнине палăртнăччĕ ун чухĔ паллашрăмăр. Вăл хăйĕн пирки тĕплĕнрех каласа кăтартма килĕшрĕ.

Людмила тата унăн икĕ пĕр тăванĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Вĕсен ашшĕпе амăшĕ - вырăссем, Клавдия Ивановна - Смоленск облаçĕнчи Серовран, Николай Георгиевич - Смоленск облаçĕнчи Вязьма хулинчен. Вĕсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Шупашкарти госпитальте паллашнă. Кайран та çак хуларах тĕпленнĕ, çемье çавăрнă. Николай Лютов чылай çул республика больницинче рентген-техник пулнă, мăшăрĕ - суту-илÿ сферинче ĕçлесе сумлă чылай наградăна тивĕçнĕ.

Людмила Гурьева Петр Чижовпа пĕрлешнĕ хыççăн Первомайскине пурăнма куçсан хула поликлиникинче 33 çул медсестрара ĕçленĕ, упăшки - кимĕсем туса кăларакан заводра токарьте. Мăшăрсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канăва тухнă, çемье 3 пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнать.

Феодосия - Крымăн кăнтăр-хĕвел тухăçĕнчи авалхи чи хитре хуласенчен пĕри. 25 ĕмĕр хушшинче темĕн те курнă, тÿснĕ. Людмила Гурьева каласа кăтартнă тăрăх - кунта вырăс кăмăл-туйăмĕ хуçаланать, ирĕкшĕн, халăх ĕмĕрĕпех тăнăçлăхшăн кĕрешнĕ. «2008 çулта Феодосия çыранĕ тĕлне НАТО карапĕсем килсе чарăнсан вĕсенчен куç вĕçертмерĕмĕр. Кинемейсем чиркÿре кĕлĕ вуларĕç, турăшсем йăтса тухрĕç, тапранми тăчĕç. Çынсем вĕсене апат çитерме пыратчĕç. Эпир те мăшăрăмпа виçĕ каç çывăрмасăр çыран хĕрринче хурал тăтăмăр. Кайран лагерь йĕркеленчĕ. Кимĕсенчи хатĕр-хĕтĕре пушатмашкăн Одесса енчен фурăсем килсе çитнĕччĕ. Ватă çынсенчен пĕри транспорт урапи айне кĕрсе выртрĕ. Водительсем, «Эпир халăха хирĕç каймастпăр», - тесе пăрăнса кайрĕç. 40 кун тăнă хыççăн тинех кимĕсем каялла чакрĕç», - аса илчĕ Людмила Николаевна.

СССР пайланнă хыççăн Крыма Украинăна пани халăх чунне ыраттаракан кĕтменлĕх пулнă. Ĕмĕрĕпех вырăсла хутшăннă çынсене сасартăк тăван чĕлхепе калаçма кăна мар, шухăшлама та чарнă. «Радиопа, телекуравпа вырăсла кăларăмсем çавăрттарма пăрахрĕç. Вырăс литератури сехечĕсене программăран кăларчĕç, вырăс чĕлхине эрнере пĕр урок çеç хăварчĕç. Вĕренÿ кĕнекисене украинла е акăлчанла куçарчĕç. Мăнукăн урок тумалла - хушăвне ăнланмастпăр, аптекăра эмел туянатпăр - унпа мĕнле усă курмаллине вулаймастпăр... «Асанне, тĕнчери пĕрремĕш космонавт Гагарин мар, Украина çынни пулнă. Пире шкулта çапла каларĕç...» - кĕçĕн класа каякан мăнукăм пĕррехинче çапла персе ячĕ те çÿç вирелле тăчĕ. Энциклопеди кăлартăм та тĕрĕссине ĕнентерсе патăм. Ачасен пуçне çавнашкал суя-ултавпа пăтрататчĕç... Хĕвел тухăç енчи нацистсен сĕмсĕрлĕхĕпе пĕрре мар тĕл пулма тивнĕ. Манăн мăшăр, тĕслĕхрен, кафере ларнă чухне икĕ çамрăка хăйсене йĕркеллĕ тытманшăн темиçе те асăрхаттарнă. Упăшка вĕсене полицие тыттарса ярасшăнччĕ, анчах хайхискерсем кун пирки пĕлсенех хăвăрт çухалнă. Пĕлĕшĕмсен ывăлне Киевра хĕненĕччĕ, вырăсла калаçнăшăн унта ним те мар «патак çиме» пулать. Пирĕн поселокра вырăссем, украинсем, тутарсем пĕр-пĕринпе туслă пурăнаççĕ. Пĕрле пухăнсан эпир тĕрлĕ халăх юррисене шăрантаратпăр. Анчах çÿлтен никам хистемесĕр, хăратмасăр... Халĕ халăх мĕншĕн хĕпĕртет-ха. Хăйĕн ирĕкĕшĕн савăнать, вăл нихăçан та тарçă пулмĕ», - каласа кăтартрĕ вырăс хĕрарăмĕ.

 

Алина ИЗМАН.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.