Комментари хушас

19 Утă, 2016

Ял-йыш паттăра манмасть

Фашистла Германи пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕренпе 75 çул çитрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Тăвай районĕнчи Тушкил тата Ямпулат ялĕсенчен 513 çын кайнă, 288-шĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă.

Вĕсенчен пĕри — Николай Степанович Степанов. Вăл 1907 çулта Ямпулатра Степан Ивановичпа Перасковья Николаевна çемйинче çуралнă. Шкул хыççăн ялти лавккара, 1938 çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа Тăвайри банкра аслă кассирта ĕçленĕ.

1942 çулхи пуш уйăхĕнче Николай Степанович та салтак шинелĕ тăхăннă. Вăл артиллерист пулса тăнă. 1943 çулхи çуркунне хаяр çапăçусенчен пĕринче йывăр аманнă, госпитале лекнĕ. Сывалса тухсан — каллех вăрçă хирне. 1944 çулхи ака уйăхĕнче тан мар çапăçура унăн пурнăçĕ татăлнă.

Мăнукĕ Интернет урлă аслашшĕн вăрçăра утса тухнă çулне йĕрлеме май тупнă: 1944 çулхи ака уйăхĕнче Беларуçри Витебск хули çывăхĕнче артиллеристсен бригади хаяр та юнлă çапăçăва хутшăнни, пысăк çухатусем тÿсни çинчен пĕлнĕ. Сывă юлмашкăн шанăç та пулман вĕсен.

Тăван килĕнче мăшăрĕ Анастасия Давыдовна /1908 ç./ тăватă ачапа /Евгений — 1933 ç., Николай — 1935 ç., Петр — 1937 ç. тата Зоя — 1938 ç./ тăлăха тăрса юлнă.

Хальхи вăхăтра кĕçĕн ывăлĕ Петр Николаевич кăна сывă та таса çÿрет. Ашшĕн хăшпĕр документне, сăнÿкерчĕкне мăшăрĕпе Людмила Владимировнăпа пĕрле тирпейлĕн упраççĕ, ашшĕ-амăшĕн сăнне пысăклаттарса стенаран çакнă.

Николай Степанов фронтран 72 çул каялла янă пĕр çыру упранса юлнă: "Сире пурсăра та салам. Атте-анне, сывă пурăнатăр-и? Атте-анне, Наçтаç, ку çыру юлашки пулмасан юрĕччĕ. Часах вăрçа кĕретпĕр — паян е ыран. Çырăва васкаса çыратăп. Кунта хамăр енчи чăвашсем çук. Ну, чипер пурăнăр. Хам та сывă юлатăп. Степанов". Унпа пĕрле илнĕ сăнÿкерчĕкĕн тепĕр енне çапла çырнă: "Ну, атте-анне, Наçтаç, Евгень, Коля, Петя, Зоя, сире хамăн карточкăна ярса паратăп, ăна госпитальте ÿкерттернĕ. 1943 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕ. Степанов".

Николай Степанович сăпайлă, ырă кăмăллă та ĕçчен çын пулнă, мухтанма юратман, никампа та вăрçса-хирĕçсе курман. "Эпĕ пĕчĕкрех пулнă çав, аттене астусах каймастăп, ăна вăрçа ăсатнине кантăкран пăхса юлни çеç тĕлĕкри пек çырăнса юлнă. Анчах вăл ăçта кайнине ун чухне ăнланма та пултарайман", — пĕлтерчĕ Петр Николаевич.

Вăйпитти çынсем фронтра çапăçнă, хуçалăхри мĕнпур йывăрлăх хĕрарăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Анастасия Давыдовна пĕр ĕçрен те юлман: окоп чавнă, вăрман каснă, ăçта хушнă — унта кайнă. Ирĕн-каçăн ачисемшĕн тăрăшнă. Мăшăрĕн амăшĕ вăй çитнĕ таран пулăшнă-ха ăна. Ывăл-хĕрĕ те пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ.

"Эпир атте киле таврăнатех тесе кĕтсе пурăнтăмăр. Ытти ача-пăчан ашшĕсем килсен вĕсене ăмсанса пăхаттăмăр. Хапхаран шинель тăхăннă атте кĕрсе тăрассăн туйăнатчĕ. Евгень пĕрмай: "Пирĕн атте хăçан килет вара?" — тесе йĕретчĕ.

Ĕмĕт пурнăçланаймарĕ, аттесĕрех ÿссе çитĕнтĕмĕр. 4 ачине анне пĕчченех ура çине тăратрĕ. Терт-нушине, хуйхи-суйхине ытлашшипех тÿсме тиврĕ унăн. Ăçтан вăй-хал çитернĕ-ши вăл йывăр вăхăтра? Асатте 1946 çулта çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлчĕ, атте вăрçăра вилни унăн сывлăхне хавшатса хăварчĕ», — каласа кăтартрĕ вăрçă паттăрĕн кĕçĕн ывăлĕ.

«Çĕнтерÿ кунĕсенче кашнинчех мăшăрне аса илсе хурланса йĕретчĕ анне, — хушса хучĕ Людмила Владимировна. — "Киле таврăннă пулсан еплерех савăнĕччĕ ĕнтĕ вăл икĕ пысăк праçникпе" тетчĕ. Николай Степанович çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вĕт».

Тăрăшулăхне тивĕçлипе хакласа "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе, ытти наградăпа чысланă Анастасия Давыдовнăна. Салтакăн тăлăх арăмĕ 1978 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Петр Николаевич кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă, вăйпитти çулĕсенче тăван колхозра тăрăшнă. Людмила Владимировна та тăван хуçалăхра ĕçленĕ, ферма ĕнисене сунă, каярахпа ялти больницăна куçнă, тивĕçлĕ канăва та унтанах тухнă. Иккĕшĕ те — ĕç ветеранĕсем. Виçĕ ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Ывăлĕсем — Шупашкарта, хĕрĕ Вăрнарта ĕçлесе пурăнаççĕ.

Ачисемпе мăнукĕсем канмалли кунсенче яла килсех тăраççĕ, хуçалăхра пулăшаççĕ.

...Вăрçăра пуç хунă паттăрсене хисеплесе ял варринче палăк çĕкленĕ. Сăваплă вырăна Тушкилсем тирпейлесе тăраççĕ. Паттăрсен унăн плити çине çырса хунă ячĕсен хушшинче Николай Степанов хушамачĕ те пур. Манмаççĕ ăна ентешсем...

Галина МАТВЕЕВА.

Тăвай районĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.