Комментари хушас

27 Чÿк, 2013

Мĕншĕн йăшать хастарлăх?

Юлашки 20 çулта пурнăç çав тери хăвăрт улшăнчĕ. Урăх самана илсе килчĕ вăрăмах та мар çак тапхăр. Ку пур енĕпе те сисĕнет. Илемлĕ литературăра та. Чăваш çыравçисене вара питĕ вирлĕн пырса çапрĕ вăл. Тахçан питĕ хисеплĕ пулнă йыш ăçта кайса кĕчĕ? Сăлтавĕ те пур-ха. Хамăр та айăплă: такама чап, ят кирлĕрен виççе пайланса кайрĕ-çке союз. Илсе тултарчĕç хăйсен йышне такама та, халĕ никам та пĕлмест çыравçăсем мĕн чухлине. Писательсен пĕрлĕхĕ тăватта та пайланма пултарнă - вырăсла çыраканнисенне тата. Юрать-ха Николай Стуриковăн ăслă сăмахне тĕпе хучĕç: "Элкерпе Хусанкай союзĕнчен ниçта та каймастăп", - тесе татса каланăччĕ вăл. Писательсен тĕп союзĕ мĕншĕн пÿлĕмсĕр, штатсăр тăрса юлнин сăлтавĕ ăçта? Ăна тупса палăртмалла. Айăплисен пичĕ хĕрелĕ-ши халĕ?

Çак шухăшсем пуçа капланса килнин сăлтавĕ - "Альпăрт Канаш - ялкор, поэт, публицист" кĕнеке. Вăл нумаях пулмасть "Çĕнĕ вăхăт" издательствăра тухрĕ, ăна сăвăç çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланă: шăллĕ Ю.Г.Кожанов пухса хатĕрленĕ, ум сăмахне Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев çырнă.

Мĕнпе паха-ха çак кĕнеке? 50-60-мĕш çулсенче писательсен пурнăçĕ хĕрÿ пулнине, вĕсем çĕнĕ ăрăва пулăшма тăрăшнине лайăх кăтартнипе. Çемен Элкер, Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ, Александр Артемьев, Александр Алка... çыру çÿретнĕ Альпăрт Канашпа. Вăхăтне шеллемесĕр. Ăс панă, вĕрентнĕ, хавхалантарнă.

Альберт Георгиевич Кожанов 1928 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Октябрьски салинче çуралнă. Лайăх ÿкернĕрен художник пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах вăтам шкул пĕтеричченех ăна йывăр чир çапса хуçнă. Вырăнпах выртнă. Тăрса ларса киçтĕк тытма та май килмен. Чире çамрăк парăнасшăн пулман. Халăха ĕçпе юрăхлă пуласшăн çуннă чун-чĕри. Вара вăл, Николай Островский паттăрлăхĕпе хавхаланнăскер, çырма шухăшлать. Мĕнрен пуçламалла? Пĕлÿ те, ăсталăх та çителĕксĕр. Ялти çамрăксене хăй тавра чăмăртаса стена хаçачĕ кăларма ĕмĕтленет. Пурне те хăйĕнех тума тивет-ха. Тĕрлĕ çитменлĕхе питлекен хаçат тăтăшах тухса тăма пуçлать. Килĕшмест çакă хăшне-пĕрне. Хăратма пуçлаççĕ ăна. Парăнмасть çамрăк. Пĕри, хурăнташех тата, Альпăрт амăшне: "Тата тепĕр 40 çул выртмалла пултăр!" - тесе каланă. "...хĕрĕх çул сыв пулсан-и ман пуç, - ылханна - тавтапуç!" - тесе хуравланă пулас поэт. Акă мĕнле пурăнас килнĕ унăн, ахаль çеç мар - çынсене усă кÿрсе. "Ешĕл хунав" ятлă альманах кăларма шухăшлать, "Энĕш" ятпа тухма тытăнать вăл. Çĕнĕ авторсем тупăнмассерен тем пекех савăнать вăл. Хаçата тăтăшах çырса тăрать: лайăххишĕн савăнать, çитменлĕхсемшĕн пăшăрханать. "Октябрь ялавĕ" хаçат çумĕнчи литература кружокĕ республикăра чи лайăххисен шутне кĕрет.

Йышăнар: пурте хăй тĕллĕн, çăмăллăн пулса пыман. Писательсен союзĕ çамрăка асăрханă, çине тăрсах пулăшма тытăннă. Асăнтăмăр ĕнтĕ, Çемен Элкер, Митта Ваçлейĕ, Александр Артемьев, Петĕр Хусанкай, Александр Алка... вăхăтне шеллемен. Йăпăлтатса, хĕрхенсе çырман вĕсем Альпăрт Канаш патне. Пулăшма, пултарулăхне аталантарма тăрăшнă. Акă вĕсен хайлавĕсенчи хăш-пĕр йĕркене илсе кăтартар-ха.

Çемен Элкер: "...Сăввусем пирки çакна каламалла. Вĕсем пĕри те пĕтĕмпех пулса çитнĕ сăвăсем мар-ха. Мĕн пирки юрăхсăррине, мĕнле çитменлĕхсем пуррине эпĕ чылайăшне сăвăсем çинчех кăтартса патăм. Вĕсен поэзиллĕ илемлĕхĕ те, шухăш çыхăнăвĕсем те çителĕклĕ мар. Лайăх çырас тесен паллă поэтсен произведенийĕсене вуласа тишкермелле: вĕсем мĕнле майпа, мĕнле меслетсемпе çырнă, сăвăри çынсене мĕнле сăнарланă, пейзажсене мĕнле панă, лирикăна, чуна хумхантаракан çивĕч туйăмлă шухăшсене хăйсен саманинчи пурнăçпа, политикăпа мĕнле çыхăнтарса пынă тата ыт.те..."

Петĕр Хусанкай: "...Манăн пĕр шухăш пур: кирлĕ пек кĕнеке çителĕклĕ-ши сан тавра? Тен, ытларах вуласа, сахалтарах çырма шухăшласа пăхмалла мар-ши? Çавăн пек шухăшсем кĕчĕç пуçăма сăввусене вуланăçемĕн... Эс Ашмарина уçкаласа пăхатăн-и унта е ятарласа вуласа тухрăн? Çынсем унта уйăхĕ-уйăхĕпе, çулĕ-çулĕпе ларнисем пур..."

Митта Ваçлейĕ: "..."Ялава" янă ярăмна вуласа тухрăм. Темĕскер, тăлланса, чăлханса пыраканни халĕ те сисĕнет-ха сăввусенче. Уçăлăх, ирĕклĕх, чĕлхесем килĕшÿллĕн янрани çитмест. Çăмăллăнрах, ансатрах, ахальтерех калаç. Илем çавăнта. Уйрăм сăмахсем кăна мар, сăмахсен майлашăвĕ, маттур ансамбль пек, юрласа тăтăр. Ан васка, никам та сасартăк поэт пулман. Талант тени - ĕç, вĕренÿ, тăрăшу. Ан тив, вунă сăвă вырăнне пĕрре кăна пултăр, анчах çав пĕр сăвă "хĕрĕх те пĕр" илемпе ялтăрса тăтăр..."

Александр Алка: "...Çырăвăра илтĕм. Ĕç çинчен шухăшланă шухăшăрсем тĕрĕс. Уншăн мухтама та юрать. Анчах сăввăрсем пиçсех çитеймеççĕ-ха. Шухăш пирки мар - форма пирки калатăп. Ак эсир ТУЙĂМ сăмахпа ÇĔР-ШЫВĂМ рифмăлатăр. Малтанхи сăмахра ударени У çинче, иккĕмĕшĕнче Ы çинче. Капла юрамасть..."

Куратпăр ĕнтĕ, епле тăрăшаççĕ корифейсем. Хальхи вăхăтра пĕр-пĕр çамрăк сăвăç паллă поэтран çакăн йышши çырусем илет-ши? Ĕненесех килмест. Тепĕр чухне ячĕпе усă курса пĕр-пĕр кĕнекен ум сăмахне çырса пани е редакторĕ пулни тĕл пулкалать-ха. Авторне пулăшниех сисĕнмест, укçишĕн çеç "вăхăтне хĕрхенменнĕн" туйăнать. Чăн-чăн пысăк поэтсем унашкал хăтланман. Альпăрт Канаша кĕнеке кăларса париччен нумай вăй хума тивнĕ вĕсен. Поэт аталанса пынă. Ахальтен мар вăл 1967 çулта "Ăсталăхри кăлтăксем пирки..." /Чăваш Республикин Писательсен союзĕн VII съездĕнче вулаттармалли сăмах/ çырать. Чылай паллă çыравçа тĕртсе илет. Чĕнерех калани тата мĕнлерех: "Анчах ÿсĕм çулĕ çинче - чăрмавĕ-кăлтăкĕ те пайтах-ха. Пирĕн чи пысăк инкек вăл - хамăр пĕрлешÿре юлташла пĕтĕçÿлĕх çукки, "пуршăн-çукшăн", кирлĕ маршăнах" пĕр-пĕрне ырă сĕнÿпе пулăшса пырас вырăнне - ура хума хăтланни..."

Тĕрĕс сăмахсем. Анчах тавлашура чăнлăх та тупăннă пуль. Халь вара çыравçăсен пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçса ларма кĕтес пекки те çук. Юнашар ытти республикăра пачах урăхла. Штачĕ те пур. "Халăхсене унăн литературипе виçеççĕ", - аса илтернĕччĕ Петĕр Хусанкай Виктор Гюго сăмахне. Классиксен ырă сĕнĕвне асра тытни пăсмастех. "Çиекен пĕлмест - туракан пĕлет", - тет халăх. "Тăван Атăл" журналта ĕçлеме пуçличчен пирĕн литературăри лару-тăрăва пĕлсех кайманччĕ эпĕ. Шалт тĕлĕнме тиврĕ. Сăлтавĕ нумай. Вĕсенчен пĕри, тем тесен те, - гонорар йĕркеллĕ паманни. Ара, машинисткăна çаптарнăшăн тÿлеме те çитмест вăл. Ыйтусем куçа тĕтĕм пек кĕреççĕ. Анчах шарламастпăр. Ятлă-сумлă çыравçăсем те пур пек ĕнтĕ. Вĕсем те шыв сыпнă. Йĕмен ачана чĕчĕ панине халĕччен курман-ха...

"Альпăрт Канаш - ялкор, поэт, публицист" кĕнеке шухăша ячĕ. Эппин, ăна пухса хатĕрлекенсене пысăк тав.

РФ Президенчĕ В.В.Путин Раççей литераторĕсен пухăвне хутшăнчĕ. Сăмах каларĕ, ыйтусене хуравларĕ, 2015 çул литература çулĕ пулассине пĕлтерчĕ. Çакă шанăç патăрах.

Василий КОШКИН-КЕРВЕН,

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.