Комментари хушас

27 Чÿк, 2013

Орган, халăх ташши тата эстрада юррисем пирки...

Шурă Шупашкарăн пултарулăх кун-çулĕ нумай енлĕ тата питĕ хăйне евĕрлĕ. Ун пирки вĕçĕмсĕр калаçма пулать. Манăн юлашки тапхăрти пулăмсем çинче чарăнса тăрассăм килет.

Юпан 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче орган пĕрремĕш хут сас пачĕ. Çак каç 46-мĕш сезон уçнă Чăваш патшалăх академи симфони капеллин хорĕ, оркестрĕ, солисчĕсем "инструментсен патши" хыççăн мăнаçлăн юрларĕç, вылярĕç. Раççей тата Тутарстан халăх артисчĕн Р.Абдуллинăн çăмăл аллинче орган пĕр вăхăтра хытă сасăллă оратора, салху кăмăллă юрăçа, чаплă халапçăна çаврăнчĕ. Дирижер пульчĕ умĕнче яланхи пекех - Раççей халăх артисчĕ, РФ тата ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Морис Яклашкин.

Орган токкати тата фуга-ре-минор, И.Бахăн "Страсти по Матфею" сыпăкĕсем, Т.Альбинонин хурлăхлă "Адажио" чуна пăлхатса янăрарĕç. Концертăн лирикăллă пайĕ И.Брамсăн Тăваттăмĕш симфонийĕ пулчĕ. Вăл куракансене ăшăлăхпа, романтика чатăрĕпе çавăрса илчĕ. Сăмах май каласа хăварар: орган музыкин черетлĕ каçĕ юпан 29-мĕшĕнче иртет. Ун чухне Хусан музыкçи, Д.Букстехуде тата С.Губайдулина хайлавĕсем савăнтарĕç.

Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ юпан 31-мĕшĕнче 90-мĕш сезонне уçни те нумайлăха асра юлĕ. Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильев ертсе пыракан мухтава тивĕç коллектив филармони сцени çинче наци хăйне евĕрлĕхне тĕпе хурса тата тăван республикăна чунтан юратнине палăртакан спектакль кăтартрĕ. Кĕмĕл укçа янăравĕ, тухьясен йăлтăртатăвĕ, вăрăм çивĕтсен çăмăл ташши, артистсен йăл кулли... Чăн-чăн тĕлĕнтермĕш!

Шоу-программăсене кăмăллакансем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткин М.Финогентовăн юпан 27-мĕшĕнче иртнĕ пултарулăх каçĕ пирки чылайччен ăшшăн калаçрĕç. Хальхи йышши техникăпа усă курса Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнчен ют планетăри пек тĕлĕнтермĕш кĕтес туса хунă. Артистсем халĕччен курман уяв туса пачĕç. Куракансене пĕрре Испание, тепре Италие е вăрттăнлăхсемпе пуян Тухăçа "илсе çитерчĕç". Симфони оркестрĕ Россини, Моцарт ĕçĕсене янратрĕ. Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Ольга Нестерова дирижер "аллинчи" музыкçăсем тĕнче шайĕнчи опера тата балет репертуарĕнчи чаплă хайлавсене, эстрада хичĕсене "парăнтарчĕç". "Голливуд аякра тăтăр..." тесе пăшăлтакансене итлеме чăннипех те кăмăллă пулчĕ.

 

Мария МИТИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.