Комментари хушас

29 Авăн, 2016

Тилĕ юмах юптарать

Чăваш халăх сăмахлăхĕнче тилĕ çинчен хайланă чылай юмах-халап, каларăшпа тупмалли юмах упранать. Çак чĕрчун чееленме, ют пурлăха хапсăнма юратнине шахвăртса: «Тилĕ куçĕ тĕлĕкре те чăх курать. Хĕрлĕ хĕрлемес хир чăххине хĕрхенмест», — тенĕ ваттисем. Анлă сарăлнă шухăш мĕн пĕчĕкрен пирĕнте те çирĕпленнĕ. Кам-ха тилле пархатарлă сăнарсен йышне кĕртĕ?

Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă çĕнĕ кĕнеке — «Тилĕ юмахĕсем» — хĕрлемесĕн «таса ятне» тавăрмасть пулин те, ун çине урăхла куçпа пăхма хистет. Кăларăма /тиражĕ — 1000 экземпляр/ чăваш халăхĕн тилĕ çинчен калакан вун виçĕ юмахĕ кĕнĕ. Вĕсене пухса йĕркелекенĕ тата редакторĕ — Ольга Иванова.

Кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли хатĕрленĕ кĕнеке чи малтанах илемлĕ ÿкерчĕксемпе тыткăна илет. Пултаруллă çамрăк ÿнерçĕн — Анна Сушковăн — ĕçĕсем хĕвел пек ăшă кăмăллă, çуллахи кун пек çутă, çырла уçланки пек хитре. Пăхса ытармалла мар чипер!

Акă пĕрремĕш юмахра тилĕ тус карчăкпа старик умĕнче хăйне еплерех сăпайлă та асăрхануллă тыткаланине ÿкерчĕк çине пăхсах ăнланма пултаратпăр. Малалла вуланă май çакна пĕлетпĕр: тилĕ япшар калаçсах кĕпеллĕ-тухьяллă та, мăй çыххипе сулăллă та пулать. Юлашкинчен мĕнпур мулпа вăрмана тухса шăвăнать. Çĕнĕ çĕлĕк çинчен ĕмĕтленекен карчăкпа старик вара çăвар карса юлаççĕ...

Ку хайлаври тилĕ эпир курма хăнăхнă пек чее, тавçăруллă. Кĕнекере унран пач раснарах кăмăллисем те пур. Пĕрисем мĕскĕн те хуйхăллă, вĕсене шеллес килет. Теприсем ырă кăмăлĕпе палăраççĕ, кăткăс лару-тăрура ытти чĕр чунпа вĕçен кайăка кăна мар, этеме те пулăшаççĕ. Виççĕмĕшĕсем хĕрхенÿ мĕнне вуçех пĕлмеççĕ, тÿрех тавăрма, тĕп тума хатĕр. Тăваттăмĕшĕсем айванлăхĕпе хапсăнчăклăхне пула хăйсен кун-çулне хăйсемех тирпейлеççĕ. «Чее тилĕ те читлĕхе лекет», — тенĕ ĕлĕкех чăвашсем. Çаврăнăçулли те çакланать-тĕк ăсран айванраххи çинчен мĕн каламалли пур? Ăс — укçа мар, кивçен илеймĕн. Çавă çеç.

Тантăшăмăрсем, пĕр тилĕ çула тухнă тет. Вăл сире хăйĕн юмахĕсене юптарса парасшăн. Эппин, кĕтсе илĕр ăна, хапăлласа йышăнăр!

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.