Комментари хушас

28 Чÿк, 2013

Кăткăс пурнăç нумай вăхăтлăх мерăсем ыйтать

Ĕç рынокĕнче паян çĕнĕ мерăсем кирлĕ. Раççей Правительстви вĕсене палăртрĕ ĕнтĕ. Çакăн пирки сăмах пырать Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Петрович Димитриев "Хыпар" хаçата панă интервьюра.

- Сергей Петрович, Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев çĕр-шывăн чылай регионĕнче ĕçлев ыйтăвĕпе канашлусем ирттернĕ май халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмри приоритетлă мерăсенчен тата çĕнĕреххисене асăнчĕ. Ĕç ресурсĕсене професси тĕлĕшĕнчен аталантарас, граждансен территори мобильлĕхĕ енĕпе палăртнă шухăшсенче çĕнни мĕн пур тата вĕсем пирĕн республикăшăн çав териех пĕлтерĕшлĕ-и?

- Ĕç рынокĕн аталанăвĕн тата ĕçлев тытăмĕн 2014-2016 çулсенчи тĕп векторĕсем шутланакан пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре эсир тĕрĕс асăнтăр. Раççей Правительствин шухăшĕпе - ĕç рынокĕнчи лару-тăру паян пур енĕпе те йĕркеллĕ, çавна май экономикăна аталантарма тĕпе хунă кăткăс та нумай вăхăтлăх мерăсене пурнăçлама тытăнмалла. Асăннă пуçарусем çак тĕллеве пăхăннă та ĕнтĕ, вĕсене регионсем, бизнес представителĕсем, ĕçпе тивĕçтерекенсем ырласа йышăнчĕç. Чăваш Енри ĕç рынокĕнчи лару-тăру та тăнăçлă, çакă республикăна пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркелекен инвесторсемшĕн илĕртÿллĕ тунипе пĕрлех ĕç вăйĕн пахалăхне тĕллевлĕн ÿстерме май парать. Ку вара çĕнĕ мероприятисенчен тĕп вырăн йышăнаканни пулса тăрать.

Чăваш Республикинче 2013 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен шута илнĕ ĕçсĕр граждансен йышĕ 20,1 процент чакнă /5520 çынран 4408 юлнă/, шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,84 процентран - 0,67, ĕç рынокĕн кăткăслăхĕ 0,4 единицăран 0,3 юлнă. Паянхи кун тĕлне 2,5 пин ĕçпе тивĕçтерекенĕн 17,9 пин ваканси пур. Организацие хупнипе е унта вăй хуракансен йышне чакарнипе, е штата пĕчĕклетнипе 2222 çынна кăларса янă, ку кăтарту иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 15,7 процент /414 çын/ сахалрах. Ĕçлев службин органĕсене 902 çын /40,6 процент/ пынă, вĕсенчен 620-шне /68,7 процент/ вырнаçтарнă, профессие вĕренме тата профессин хушма пĕлĕвĕ илме 84-ăн /9,3 процент/ кайнă, 62-ĕшне /6,9 процент/ пенсие маларах кăларнă.

Ĕçсĕр граждансем валли професси вĕренĕвĕ йĕркелес тĕлĕшпе ирттернĕ конкурссен кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республикин бюджечĕн укçи-тенкине перекетленипе кăçал кăна професси пĕлĕвне "Промтрактор" АУОн тата "Промтрактор-Промлит" ОООн 230 ĕçченĕ маларах илме пултарĕ. 2014 çулта Чăваш Республикин бюджетĕнче асăннă тĕллевпе 2164,1 пин тенкĕ палăртса хăварнă. Çак укçапа профессие маларах 200 çынна вĕрентме май килĕ.

- Федераци центрĕ халăха ĕçпе тивĕçтерекен органсем умне çĕнĕ пуçарусемпе килĕшÿллĕн лартнă конкретлă задачăсем те пурах. Вĕсемпе паллаштараймăр-ши?

- Паллах, ĕçлев тытăмĕнче çĕнĕ мерăсем йышăннă май ĕçлев службин органĕсен тĕллевĕсенче малашлăх акценчĕсем пулаççех. Чи малтанах - ĕç вăйĕ пушаннине тата ĕçпе тивĕçтерекенсене малашне кирлĕ квалификациллĕ рабочисен пахалăхлă мониторингне ирттересси, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртекен организацисенче вăй хуракансене /çав шутра ытти регионта/ профессие маларах вĕрентесси, ĕç сĕнекенсене çамрăк граждансемпе инвалидсене тата ыттисене йышăнмашкăн хавхалантарасси. Умри тĕллевсене тĕпе хурса эпир ĕç паракансемпе пуçаруллăрах хутшăнма, шăпах вĕсене ĕçлев службин тĕп клиенчĕ туса хума палăртатпăр.

Çĕнĕ мерăсенче ĕçпе тивĕçтерекене асăннă служба органĕсемпе тачă çыхăну тытмашкăн пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантармалли мерăсене те палăртнă. Çак тĕллевпе федераци бюджечĕн субсидийĕсене пайламалли йĕркепе меслетлĕх проектне туса хатĕрленĕ ĕнтĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă çĕнĕ мерăсене финанслассине Раççей регионĕсенчен чи малтан илекенсен йышне лекес тесе çывăх малашлăхра ĕçрен кăларса яма палăртнисен йышĕн тата республикăри организацисене ĕç вăйĕ кирлин информацине йĕркелесе тата Чăваш Ен Правительствинче çирĕплетсе кĕске тапхăртах Раççей Ĕçлев министерствине çитеретпĕр. Республикăра инвестици проекчĕсемпе килĕшÿллĕн модернизацие пурнăçлакан организацисене, монохуласенче çынсене йышлăн кăларса ярас тата тулли мар ĕçлев йĕрки çине куçас хăрушлăх сиксе тухсан пулăшу мелĕсемпе хÿтĕлеме май пур. Çавна май кун пирки Раççей Ĕçлев министерстви ыйтакан формăсемпе оперативлă та пахалăхлă информаци парасса шанатпăр. Раççей Ĕçлев министерстви федераци бюджечĕн укçи мĕн чухлĕ кирлине маларах палăртмашкăн ыйтнине пурнăçласа республикăри организацисем çитернĕ кăтартусем тăрăх пирĕн хутлăхри 2014 çулта 9 организацире 415 çынна кăларса яма палăртнă. Эпир хакланипе, çĕр-шыв экономикин тата пĕтĕм тĕнче масштабĕпе илнĕ аталанăвĕн тенденцийĕсене тĕпе хурсан, ĕçрен хăтарасси тата пысăкрах пулмалла.

- Сергей Петрович, çĕнĕ тĕллевсен шутĕнче эсир ĕçпе тивĕçтерекенсене инвалидсене йышăнмашкăн хавхалантарассине асăнтăр. Пирĕн республикăра сусăрсене ĕç тупма пулăшасси пĕрремĕш çул кăна мар ĕнтĕ Чăваш Ен Правительствипе ĕçлев службин органĕсен приоритетлă задачи шутланать. Апла тăк ку енĕпе ытти çĕнĕлĕх те пулать-и?

- Чăн та, сĕнекен çĕнĕ проектсенчен хăшĕ-пĕри темиçе çул каяллах вăй илнĕ тата хăйсен ырă енне кăтартса панă. Тĕслĕхрен, инвалидсене ĕçе вырнаçтарма пулăшасси Раççей Президенчĕн иртнĕ çулхи çу уйăхĕнчи указĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçлакан тĕллевсенчен пĕри шутланать. Хăйĕн суйлав умĕнхи статйисенчех Владимир Путин инвалидсене патшалăх енчен хÿтĕлесси тата вĕсене обществăна интеграцилесси уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртнă. Чăваш Енре ку енĕпе нумай ĕçленĕ, малашне те тăрăшăпăр. Ĕçсĕр инвалидсене, сусăр ача çитĕнтерекен тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтарассипе тĕллевлĕ программа йышăннă, унпа килĕшÿллĕн 2013-2015 çулсенче ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсене çуллен 102 çынран кая мар йышăнмалла. Ĕçпе тивĕçтерекенсене çакăнпа çыхăннă тăкаксемшĕн пĕрремĕш ушкăн инваличĕн кашни вырăнĕшĕн - 67 пин тенкĕ, иккĕмĕш тата виççĕмĕш ушкăнтисемшĕн 75 пин тенкĕ таран тавăрса параççĕ.

Ĕçсĕр инвалидсене вырнаçма пулăшассипе çыхăннă программа мероприятийĕсене ирттермешкĕн 2013 çулта 6834,8 пин тенкĕ тăкакланă, çав шутра федераци бюджетĕнчен - 6414,8 пин, Чăваш Ен республика бюджетĕнчен - 420,0 пин тенкĕ. Паянхи кун программа кăтартăвĕсене туллин пурнăçланă: ятарласа майлаштарнă вырăнсене 102 инвалида йышăннă: сусăр тата йышлă ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕнчен 50-шне ĕç тупса панă. Çакнашкал вырăнсене Шупашкарта /15/, Çĕмĕрлере /9/ тата Çĕнĕ Шупашкарта /8/ ытларах йĕркеленĕ.

Республикăри ĕçлев службин органĕсем çав вырăнсенче сусăрсем тĕпленнин мониторингне уйăхсерен ирттереççĕ. 2009-2013 çулсенче республикăн Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли тĕллевлĕ программи тăрăх инвалидсем валли ятарласа 504 вырăн хатĕрленĕ, хальхи вăхăтра вĕсенче 443 сусăр вăй хурать /вĕсене çирĕплетсе хăварасси 87,9 процентпа танлашать/. Вĕсем тухса кайнин тĕп сăлтавĕсем çаксем: хăйсен ирĕкĕпе хăтарма ыйтни, инвалидлăхран кăларни, пенси ÿсĕмне çитни. Хальхи вăхăтра ĕçлев службин органĕсем пушаннă вырăнсене малтанхисемпе пĕрешкел чир-чĕре пула инвалида тухнă граждансене вырнаçтарас енĕпе тăрăшаççĕ.

Инвалидсене ĕç тупса пама пулăшмалли çул-йĕртен тепри - 100 çынран иртекен йышлă организацисем тĕлĕшпе Чăваш Республикин саккунĕпе сусăрсене йышăнмашкăн квота çирĕплетни. Паянхи кун тĕлне пирĕн хутлăхра ăна 88 процент пурнăçланă. Ку кăтарту - Раççейре лайăххисенчен пĕри. Кăçалхи чÿк уйăхĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ 35-100 çын тытакан ĕçпе тивĕçтерекенсене инвалидсене илмешкĕн йышăн вăтам списокри виçин 1,5 проценчĕпе танлашакан квота йышăнасси пирки вăйра тăракан саккуна улшăну кĕртнĕ. Çапла майпа тата 2 пин ытла сусăра ĕçлĕ тума май килĕ.

Йышăннă мерăсене пула ĕçлев центрĕсенче учетра тăракан инвалидсен хисепĕ республикăра кăрлач уйăхĕнчи 746 çынран чÿк уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 536-та çити чакнă. Вĕсене ĕçе вырнаçтарассин шайĕ 67,5 процент пулнă. Танлаштарма: 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулта асăннă кăтарту Раççейре 37,3 процент, Чăваш Енре 67,4 процент шутланнă.

Инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли мелсене анлăлатас тĕллевпе вакансисен ятарлă банкне йĕркеленĕ, ăна Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин органĕсен официаллă сайтĕнче те, Пĕтĕм Раççейри "Раççейри ĕç" порталта та тупма пулать. Ваканси кăтартăвĕсене куллен çĕнетеççĕ. Интернет уçлăхĕн пулăшăвĕпе усă курма пултарайман граждансем валли вакансисен базине ĕçлев центрĕсенчи тата халăх йышлă çÿрекен çĕрти информаци терминалĕсенче вырнаçтарнă. Тĕслĕхрен, Чăваш Ен тĕп хулинче - Тĕп суту-илÿ çуртĕнче. Унсăр пуçне Шупашкарта пурăнакансем иртнĕ çултан тытăнса Раççей Перекет банкĕн банкомачĕсенче вырнаçтарнă вакансисен бази пулăшнипе ĕç шырама пултараççĕ.

Ку енĕпе палăртнă çĕнĕ мероприятисене илес тĕк инвалидсене вырнаçтарассипе çыхăннă тапхăрта вĕсене çĕнĕ çĕре хăнăхтаракан наставниксене тÿлевпе тивĕçтерес тĕллевпе çыхăннă мероприятисем палăртма хатĕрленеççĕ.

Паллах, çакă çĕнĕ мероприятисен тулли переченĕ мар. Çĕпĕр, Инçет Хĕвел тухăç регионĕсене куçса кайса ĕç тупакан çынсене хавхалантармалли мерăсем пур. Эпир асăннă ушкăна кĕрекен граждансен кăтартăвĕсен базине йĕркелес енĕпе ĕçлеме тытăнтăмăр, мĕншĕн тесен ĕçе вырнаçмашкăн урăх çĕре ĕçлев службин органĕсем янипе каякансене кăна финанспа пулăшмалли патшалăх мерисемпе тивĕçтереççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех черетлĕ тĕл пулусенчен пĕринче паллаштарăпăр. Интереслĕ ыйтусемшĕн тав тăватпăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.