Комментари хушас

10 Раштав, 2016

Ырă çынсем пĕтмен-ха

— Хамăн пурнăçа илес тĕк, пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Шĕкĕр Турра, ĕç пур, упăшка — юнашар, ача-пăча сывă. Пăшăрханмалли çук пек.

Çав вăхăтрах искусствăпа çывăх пулнă май шухăшлаттараканни те пур. Пурнăçăм эстрадăпа та çыхăннă пулин те пĕрремĕш вырăнта çапах та — театр. Кунта çамрăксем килменни, режиссерсем сахалли пăшăрхантарать. Яшсемпе хĕрсене театр искусствипе пĕлÿ илме ятарласа вĕренме ямалла-ши?

Пултаруллă ывăл-хĕр сахал мар-ха, анчах вĕсем урăх тытăма туртăнаççĕ курăнать. Укçа-тенкĕпе çыхăннă çакă. Хамăр та ачасем валли професси диплом илсен тупăшлă ĕçе вырнаçасса шанса суйлатпăр-çке. Маттуррисене культура енне те илĕртес тесен кăштах ытларах хавхалантармалла-тăр. Пултарулăх çыннисене укçа-тенкĕ енчен ытларах хаклама пуçласанах лару-тăру улшăнмалла пек. Пурнăçра шалу та пысăк вырăн йышăнать-çке. Пурин те лайăх пурăнас килет: çурт-йĕр ыйтăвне те татса памалла, çимелле те, тăхăнмалла та. Ача-пăча çуратса ÿстермелле тата. Ывăл-хĕре çитĕнтерме кĕмĕл сахал мар кирлĕ. Эпир хамăр енчен, паллах, спектакльсене лайăх лартас тесе тăрăшатпăр.

Эстрадăна илес тĕк, сцена çине ют юрăсене улăштарса тухнăшăн тиркеме пăхаççĕ-ха. Юрлас килет, анчах эпĕ юрă çырма пĕлместĕп тĕк мĕн тăвас-ха? Ирĕксĕрех ют картана кĕме тивет. Чăвашла сăвă-юрă çыракан пур-ха, анчах чуна пырса тивекеннине, килĕшекеннине суйласа илме çăмăл мар.

Концертсемпе çÿренĕ май ялти клубсенче нумай пулатпăр. Чăваш хушшинче ырă çынсем пĕтмен. Хăш-пĕр çĕрте укçашăн ĕçлени курăнать пулсан та чылай вырăнта пĕтĕм чунне парса тăрăшни сисĕнет. Кун пек хастарсене, маттурсене уйрăмах тав тăвас килет. Пирĕн йăла-йĕрке нумай чухне вĕсем çинче тытăнса тăрать те.

Тавах, халăх театра, концерта çÿрет-ха. Куракан йышне татах та ÿстерес килет те, анчах çакă каллех укçа-тенкĕпе çыхăннă. Тивĕçлĕ шалу илсен камăн канас килмĕ? Çынсем ытларах спектакль пăхни, концертсенче тăвăллăн алă çупни, хаçат-журнал вулани кăмăл-сипете те ырă витĕм кÿрĕччĕ, пире те малашне тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарĕччĕ.

ТАТЬЯНА,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.