Комментари хушас

26 Кăрлач, 2017

Капăр теттесем курсан...

Агния Барто ятне илтмен çын çук-тăр. Паллă ача-пăча çыравçин сăввисене кĕçĕннисем те, çитĕннисем те юратса вулаççĕ. Ансат чĕлхепе çырнăскерсем тÿрех асра юлаççĕ. Куç умне чĕрĕ ÿкерчĕк тухса тăрать.

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Агния Бартон «Игрушки. Теттесем» кĕнеки /редакторĕ — В.Н. Алексеев, ÿнерçи — И.Е. Калентьева/ 1000 экземплярлă тиражпа вырăсла-чăвашла пичетленсе тухрĕ. Кăларăма кĕнĕ сăвăсене Николай Ыдарай ача-пăча çыравçи чăвашла куçарнă. Çепĕç те янăравлăскерсем çăмăллăн вуланаççĕ, вырăсла текстпа килĕшсе тăраççĕ. Сăмахран:

Мишка косолапый

По лесу идет,

Шишки собирает

И в карман кладет.

 

Вдруг упала шишка

Прямо Мишке в лоб.

Мишка рассердился,

И ногою — топ!

/«Мишка»./

 

Пĕчĕк упа Мишкă

Вăрманпа пырать,

Йĕкелсем тупать те

Кĕсйине хурать.

 

Пĕр йĕкелĕ ÿкрĕ

Ун çамки çине.

Мишка, ах, çилленчĕ,

Тапрĕ урипе!

/«Упа»./

Мĕнле шеллемĕн-ха Мишкăна? Çамка çине йĕкел ÿксен кирек кам та кăмăлсăрланĕ.

Кĕнеке страницисенче çавăн пекех тяппине суранлатнă упапа, хăма çулпа утакан вăкăрпа, харсăр параппанçăпа, çумăр айĕнче йĕпеннĕ мĕскĕн мулкачпа, мечĕк кÿлле ÿкнишĕн йĕрекен Таньăпа, ыйха путнă теттесемпе тĕл пулĕç вулакансем. Автор ачасен кăмăл-туйăмне пит аван ăнланать, вĕсене мĕн кăсăклантарнине пĕлет. Çавăнпа сăнарсем илĕртÿллĕ, шăпăрлансене çывăх. Вăр-вар та маттурскерсем пĕрре те тунсăхласа лармаççĕ, мĕнле те пулин интереслĕ вăйă часах шухăшласа кăлараççĕ. Е Пиçука грузовикпа ярăнтараççĕ /«Грузовик»/, е самолет ăсталаççĕ те вăрман урлă вирхĕнеççĕ /«Самолет»/, е качака путеккине уçăлма илсе тухаççĕ /«Качака путекки»/, е çырма хĕррипе карап сĕтĕреççĕ /«Карап»/...

Ирина Калентьевăн ÿкерчĕкĕсем тĕлĕнмелле çутă та ырă. Кĕнекене алăран ямасăр вулас, илемлĕ теттесемпе савăнăçлă ачасем çине куç илми пăхас килет. Кашни арçын ачапа хĕр пĕрчи патне çиттĕрччĕ ку кăларăм:

Капăр теттесем курсан

Вылямасăр кам тÿсĕ?

Çĕнĕ кĕнеке тухсан

Вуламасăр кам тÿсĕ?

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.