Комментари хушас

18 Нарăс, 2017

Чăваш студенчĕсем хăйсем хыççăн ырă ят хăвараççĕ

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн 2015 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн патшалăх уявĕсен шучĕ ÿснĕччĕ. Çакна кашниех ас тумасть-тĕр. Ара, халĕ куллен тенĕ пек праçник те... Патшалăх шайĕнче çирĕплетменнисем мĕн чухлĕ тата! Çамрăксем, уйрăмах пурнăçне студентсен отрячĕсемпе çыхăнтарнăскерсем, мĕнле уяв пирки сăмах пынине чухларĕç-тĕр. Ара, çулпа çап-çамрăк уяв шăпах Раççейри студентсен отрячĕсен кунĕ-çке. Ăна нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

Уявĕ пепке ÿсĕмĕнче çеç пулин те нумай çын пурнăçĕ студентсен отрячĕпе çыхăннă. Пирĕн çĕршывра вĕсем çур ĕмĕр каяллах йĕркеленнĕ. Яш-кĕрĕм çуллахи каникулта хăйĕн ирĕкĕпе Казахстана çĕр уçма кайнă, колхозсемпе совхозсене ĕçлеме çитнĕ, стройкăсене хутшăннă, пионерсен лагерĕсенче хастарлăхпа, хаваслăхпа палăрнă. Ăна ахальтен мар виççĕмĕш ĕç семестрĕпе танлаштараççĕ. Ку юхăм витĕр 14 миллион ытла хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм тухнă.

Ĕç семестрне пуçарсси çинчен пĕрремĕш хутчен Н.Бауман ячĕллĕ МПТУ студенчĕсем 1920-мĕш çулсенче калаçма пуçланă. 1933 çулта тĕрлĕ сройкăра 350 пин çамрăк тăрăшнă. Вĕсем Мускавра метрополитен тунă, Мускав-Омск чукун çул хунă çĕре хутшăннă, хирти пурлăха пухса кĕртес ĕçсене явăçнă, Çĕпĕрте вăрман та хатĕрленĕ.

Апла пулин те студентсен отрячĕ йĕркеленнĕ тапхăра 1959 çул теççĕ. Шăпах ун чухне çуркунне Ломоносов ячĕллĕ МПУн 339 физик-студенчĕ Çурçĕр Кавказ тăрăхне çĕр уçма тухса кайнă. Унта вĕсем 16 обћект хăпартнă. Каярах кунта ытти аслă шкул вĕренекенĕсем те туртăннă. Совет самани вăхăтĕнчи нумай-нумай объекта шăпах çамрăксем хăпартнă.

Малтанах студентсен строительство отрячĕсем çеç йĕркеленнĕ тĕк, 1963 çулта ытти тытăмра та отрядсем «шăтма» тытăннă. Проводниксен, педагогсен ушкăнĕсем йĕркеленнĕ. 1993 çулта, шел те, студентсен отрячĕсем сапаланса кайнă.

Хăй вăхăтĕнче чăваш ывăл-хĕрĕ те çак пулăмран пăрăнса юлман. Ытти региона тухса çÿренипе пĕрлех республикăри ял-салара та тăрăшнă вĕсем. Студентсен отрячĕсенче миçе çемье чăмăртанман-ши тата! Хĕрсене ялта илсе юлнă тĕслĕхсем те сахал мар.

Пĕр хушă манăçа тухнă ырă юхăмăн паянхи историйĕ «Раççей студенчĕсен отрячĕ» çамрăксен общество чи пысăк организацийĕпе çыхăннă. Вăл пиччĕшĕсемпе аппăшĕсен ĕçне малалла тăсать. РФ Вĕренÿ министерстви пулăшнипе 2003 çулта чĕрĕлсе тăнă çак йăла. Паянхи куна вăл çамрăксен общество чи пысăк организацийĕ пулса тăрать. Вăхăтлăх ĕçпе Владивостокран пуçласа Калининград, Архангельскран пуçласа Владикавказ таран 240 пин ытла çамрăка тивĕçтерет. Гражданпа патриотизм воспитанийĕн тĕллевĕсене пурнăçлакан ССО паян федерацин 85 субћектĕнчен 74-шĕнче вăй илнĕ.

Чăваш Енре студентсен строительство пĕрремĕш отрячĕсем 1964 çулта вăй илнĕ. Унта Мускаври энергетика институчĕн филиалĕн 100 студенчĕ тăрăшнă. Вăрмар, Вăрнар, Улатăр тата Пăрачкав районĕнче çутă кĕртес ĕçе хутшăннă. «Энергия» ушкăн колхозăн производство тата пурăнмалли çурчĕсене, клубсене çутăпа тивĕçтернĕ. Çулталăкранах вĕсен пуçарăвне ытти студентсем те хутшăннă.

Студентсен «Сириус» отрячĕ «Чăваш Ен» пуйăсра проводникре ĕçленĕ, медицина факультечĕн хĕрĕсемпе йĕкĕчĕсем санитари отрячĕсене çырăннă. 1973 çултан пуçласа чăваш ывăл-хĕрĕ трактор тăвакансен заводне тума пулăшнă. Ытти региона та тухса çÿренĕ. 1983 çулта специализациленĕ 130 отряд пулнă: строительсем, связистсем, энергетиксем, механизаторсем, тухтăрсем...

Çĕршыври пекех Чăваш Енре те паян студентсен отрячĕсен юхăмĕ вăйланса, çирĕпленсе пырать. Чăваш хастар ывăл-хĕрĕ тĕрлĕ регионта ырă ят хăварать. 2011 çулта ЧПУн «Молодцы» строительство отрячĕ Сочире Олимпиада объекчĕсене тума хутшăннă. «Центр» Красноярск тăрăхĕнче ĕçленĕ. «Энергия 21» студотряд 2012 çултах Самар облаçне пысăк вольтлă линисем тума кайнă. «Проспект-15» каччисем Хусанта иртнĕ Универсиадăна хатĕрленнĕ май унти строительство ĕçĕсене хутшăннă...

Паллах, ырă йăлана тавăрса пурнăçа кĕртнине ырламалла çеç. Ĕçе çамрăкран хăнăхни япăх-и вара?

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.