Комментари хушас

22 Нарăс, 2017

Хула хĕрĕ телейне ялта тупнă

Шупашкарта ÿснĕ Людмила кашни каникула асламăшĕ патĕнче, Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кинчерте, ирттерме юратнă. Кайран та, хĕр пулса çитсен, вăл хăнăхнă йăлипе çуллахи кунсенче ялта пурăннă. Пĕррехинче чиперкке шыва кĕрсе таврăннă. Лавкка тĕлĕнчен иртнĕ чухне унпа пĕр каччă сăмах хушнă. Алексей Васильев çар хыççăн çак тăрăхра фермер патĕнче трактористра, водительте ĕçленĕ. Хăй вăл — Вăрнар районĕнчи Ярмушкаран. Тепĕр майра: «Эпĕ, аслă пĕлÿллĕ чиперкке, трактористпа калаçăп-и тата?» — тесе сăмсине каçăртса мăнкăмăллăн иртĕччĕ пулĕ, анчах Людмила çынна чунне кура хаклама çамрăклах пĕлнĕ. Алексей уншăн Турă çырниех пулнă. «Юратнăран качча тухрăм та яла юлтăм», — пытармарĕ вăл мĕншĕн ялта тĕпленме тĕв тунипе кăсăклансан. Ара, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хуланалла туртăнать, Людмила вара пачах тепĕр май: хуларан яла килнĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.