Комментари хушас

22 Нарăс, 2017

Çĕршыв хÿтĕлевçисемпе мăнаçланатпăр!

Тĕп хулари Оперăпа балет театрĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçине халалланă уяв иртрĕ. Ку уяв — пирĕн халăх мĕнпур ăру салтакĕ умĕнче пуç тайнине, вĕсен паттăрлăхĕпе харсăрлăхне сума сунине кăтартакан пулăм. Çĕршыв хÿтĕлевçисене, вĕсен çемйисене сумлă çак уявпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ:

— Тăван çĕршыва юратни пире çывăхлатать, пĕрлештерет, патшалăха вăйлатать, тулаш хăрушлăхсене хирĕç тăма хăват парать. Паян эпир çирĕп кăмăл-туйăмлă, хăюллă та харсăр, патшалăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен паттăрсене чыслатпăр. Çавăн пекех мухтавлă асаттесемпе аттесен паттăр ĕçĕсем пирки те нихăçан та манас çук. Хальхи вăхăтра наци хăрушсăрлăхне тивĕçтерес, çĕршыври тăнăçлăха тытса тăрас тĕлĕшпе лартнă тĕллевсем туллин пурнăçланаççĕ. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем сывлăшра та, шывра та, çĕр çинче те сыхă тăраççĕ.

Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник уява пухăннисене саламланă май «Раççей халăхĕ хăйĕн хÿтĕлевçисене, çĕнтерÿçисене яланах хисепленине, вĕсен паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ умĕнче пуç тайнине» палăртрĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чаплă лару-тăрура çар тивĕçне пурнăçланă чухне паттăрлăхпа харсăрлăх кăтартнă çар çыннисене, çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тÿпе хывнисене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Уява юрă-ташă пуянлатрĕ.

Теги: