Комментари хушас

1 Пуш, 2017

Судпа туртса илнĕ çĕре аукционта сутаççĕ

Усă курман çĕрсене Чăваш Енре сутма пуçлĕç. Кунта сăмах ял хуçалăх тĕллевĕллисем пирки пырать. Сутлăха кăларакан çĕрсем - хуçисенчен судпа туртса илнисем.

Республикăн Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, апла лаптăка сутмалли аукцион пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртмелле. Аукциона Элĕк районĕнчи Крымсарайккă тата Питĕшкасси ял тăрăхĕсенчи 26 çĕр лаптăкне кăларнă. Çĕр çинче ĕçлес ĕмĕтлисен заявленийĕсене пуш уйăхĕн 22-мĕшĕччен йышăнаççĕ.  Туянас текенсене Элĕк районĕнче вырнаçнă «Плодородие-Лукоянов» тулли мар яваплă обществăран пĕлтĕр суд урлă туртса илнĕ лаптăка сĕнеççĕ. Тĕплĕнрех пĕлес тесен (8352) 64-21-40 номерпе шăнкăравлама юрать.

Аса илтерер, çĕрпе виçĕ çул таран усă курманни саккунна пăсни пулать. Маларах асăннă тĕслĕх пирки каласан, тыр-пул кашламалли хир пушă выртнине Россельхознадзорăн специалисчĕсем 2013 çулта пуçласа асăрханă. Апла вырттарма юраманнине темиçе хутчен систерсен те яваплисем хускалман. Çапла вара çĕре хуçинчен судпах туртса илнĕ. Капла тĕслĕх унччен пирĕн республикăра пулман.

Рубрика: