Комментари хушас

14 Пуш, 2017

Коммуналлă пулăшу шутласа паракансене олимпиадăна чĕнеççĕ

Халăха коммуналлă тÿлев укçине шутласа паракансем республикăри олимпиадăра тупăшĕç. Ăна Суту-илÿ, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен кунне халалласа пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче ирттерĕç.

"Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче халăха тÿлев виçине шутласа паракан чи лайăх специалист" конкурса управляющи компанисен, çурт-йĕр харпăрлăхçисен юлташлăхĕсен, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă ытти çавăн йышши службăсен специалисчĕсем, абонент пайĕсен ĕçченĕсем, бухгалтерсем, экономистсем, специалистсем хутшăнĕç. Олимпиада-конкурс ыйтăвĕсене вĕсен экзамен евĕр хуравлама тивĕ.

"ИНСОЦ" компанин директорĕн заместителĕ Денис ТИТАРЧУК:

-  Ун пек конкурса эпир пуçласа 2016 çулхи раштав уйăхĕнче ирттернĕччĕ. Пирĕн пуçару республикăн Стройминне те килĕшрĕ. Халĕ вăл сĕннипе ăна Суту-илÿ, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ тĕлне тепре йĕркелеме йышăнтăмăр.

www.hypar.ru