Комментари хушас

20 Пуш, 2017

Спортпа туслă районсене палăртнă

Физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе пĕлтĕр Чăваш Енри виçĕ районта уйрăмах лайăх йĕркеленĕ. Вĕсене республикăн Физкультурăпа спорт министерствин анлă коллегийěн ларăвěнче чысланă.

Отрасль ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме пуçтарăннă ларура республикăри смотр-конкурса темиçе номинаципе йĕркеленине пĕлтернĕ. Муниципалитетсенчи лару-тăрăва уйрăммăн тишкернĕ май халăха физкультурăпа сиплев тата спортпа массăллă ĕçе хутшăнтарассипе пĕрремĕш вырăна Çĕрпÿ районĕ (сăнÿкерчĕкре - Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Алла Волчкова) тухнă, иккĕмĕшне - Канаш, виççĕмĕшне - Вăрнар.

www.hupar.ru

Рубрика: