Комментари хушас

30 Пуш, 2017

«Тĕнче шайĕнчи ыйтусене çĕклет»

Раиса САРПИ, сăвăç, прозаик, куçаруçă, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

— Эпĕ «Çамрăксен хаçатне» юратса вулатăп, мĕншĕн тесен çав вăхăтра хам та чунпа çамрăкланса каятăп... Интереслĕ ыйтусене çĕклет хаçат. Кăларăмра политика ыйтăвĕсене те, ял-хулари пурнăçа та, çамрăксен шухăш-кăмăлне те çутатаççĕ. Чи килĕшекенни вара — хаçат çамрăксене аслă ăрури çынсен пурнăçне сăнласа воспитани пани, вĕсен асаплă кун-çулне çырса кăтартса паянхи саманапа танлаштарни. Чуна хускатакан тема ку. «Çамрăксен хаçачĕ» тĕнче шайĕнчи чылай ыйтăва çĕклет. Кашни номертех литература хайлавĕсем пулни те пуянлатать ăна. Хаçатăн хăйĕн чĕлхи, хăйĕн чунĕ, хăйĕн кăмăлĕ. Редакци ĕçченĕсен маттурлăхне палăртас килет. Кашнине стиль тăрăх уйăракан пултăм.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.