Комментари хушас

6 Ака, 2017

«Аннене халĕ те каçарăттăм»

Ферма котельнăйĕнче ĕçлекен ашшĕ пĕчĕк Катьăна пĕрмай пĕрле илсе çÿренĕ. Çав кун çемье пуçĕ килтен ир-ирех тухса кайнă. Ун чухне ялта пĕрисем сысна пуснă, Михаил вĕсене пулăшнă. Хĕрĕнкĕскере ентешĕсем котельнăйне кĕртсе вырттарнă, икĕ алăка та тултан питĕрнĕ. Таврана каç сĕмĕ çапнă, çемье пуçĕ киле таврăнман-ха. Арăмĕ çухалса çÿренĕ чухне упăшки ăна яланах шырама тухнă. Хĕрарăма вара мăшăрĕ çукки пăшăрхантарман, хăнк та туман вăл. Каçхине Семеновсем патне кÿрши чупса каçнă, пÿлĕне-пÿлĕне кăшкăрнă: «Котельнăй çунать!» Çавăн чухне тин арăмĕ килтен тухса чупнă. Анчах вăл çитнĕ тĕле котельнăйĕнче патне пымалла мар вут-çулăм ашкăннă… Пушарнăйсем Михаил пĕр алăк патĕнчен теприн патне чупнине, кайран тĕтĕм-сĕрĕмпе чыхăнса пÿлĕм варринче тĕшĕрĕлсе аннине çирĕплетнĕ. Ашшĕне юлашки çула ăсатсан Екатерина Романовăн хĕр чухнехи хушамачĕ — Семенова телейлĕ ачалăхĕ вĕçленнĕ… Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.